Юнкун, 26.07.2017
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Пăхмасăр каламалли сăвăсем [3]
Пултарулăх тĕпелĕ [6]
Чăваш ачисен пултарулăхĕ
Видеоклипсем [1]
Чăваш ачи-пăчи юрлать, ташлать
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 118
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ӳстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.

Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ӳсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан —
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сӳнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

«Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ӳк те çурăл, хып та çун —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан;
Хăйшĕн хăй — парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Лăпкă чух та, вăрçăра та —
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Категории: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Просмотров: 2395 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.03.2012 | Рейтинг: 3.7/3 | Комментарисем (0)

Ир валли пӗр шит ӱсетӗп
Васкаса килет ӗне,
Витрепе кӗтет анне.
Ӑшӑ сӗт часах ӗҫетӗп, 
Ир валли пӗр шит ӱсетӗп.
                                     В. Тарават
 
          Ҫӗр ҫырли
Ҫӗр ҫырли, ҫӗр ҫырли
Чи шултри те чи хитри,
Эпӗ татрӑм пӗр пурак.
Якур  чирлӗ - утаймасть,
Больницӑран тухаймасть.
Ҫырла ҫитӗр ытларах,
Тен, сывалӗ хӑвӑртрах.
                                    А.Тимофеев 
        Ула пӑру
Пӑруларӗ шур ӗне.
Ула-чӑла пӑрушӗ.
Петӗр ыйтрӗ:
- Кӗрӗкне
Сапланӑ-им амӑшӗ?
                                А.Савельев-Сас 
       Пакша
Йывӑҫ тӑрӑх сиккелет
Ҫӑмламас пакша.
- Эй, пӑх-ха, илемлӗ те, -
Тетӗп юлташа.
Хӑвӑлне кӗрсе каять,
Мӑйӑр шӗкӗлчет;
Каялла сиксе тухать, 
Чӑйлатса илет.
                             С.Шавли
 
Эпир - туслӑ ачасем,
Пит ӗҫчен пӗртӑвансем.
Ӗҫре чух маттур ӗҫлетпӗр,
Каннӑ чух ларма пӗлместпӗр.
Яланах, яланах!
Ӗҫре маттур яланах!
                             Ю.Мишши

         Пахчи-пахчи
Пахчи-пахчи, ҫӗмӗрт пахчи,
Ҫӗмӗрт ҫисе ӱсрӗмӗр;
Категории: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Просмотров: 1693 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 24.02.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тупрӑм эпӗ вӑрманта
Ӑвӑс кӑмпи, сар кӑмпа.
Тупрӑм хыр кӑмпи, шурри.
Шур кӑмпа вӑл – чи тутли.
Тупрӑм кӑрӑҫ, уплюнкка.
Туп-тулли ман карҫинкка.

Авторĕ - Кузьмина Ольга
Категории: Пултарулăх тĕпелĕ | Просмотров: 299 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.02.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Вӑранма мана хистет
Ирсерен куккук сехет.
Ун юрри пӗрре: «Ку-ку,
Ҫиччӗ ҫитрӗ, тӑр, Якку!»

Авторĕ - Кузьмина Ольга

Категории: Пултарулăх тĕпелĕ | Просмотров: 250 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.02.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сире Шупашкарти вăтăр çиччĕмĕш шкултан хĕрÿллĕ салам! Эпĕ – Кристина.Хушаматăм – Ананьева. Тăххăрмĕш класра вĕренетĕп.
Ман хайлаври ĕçсем шутласа кăларнă япала мар. Калаври сюжета эпĕ чăн пурнăçран илнĕ. Геройсем те хальхи вăхăтра ялта пурăнакан çынсем.
Манăн асаттепе асанне те, кукамайпа кукаçи те çук. Эпĕ вĕсене кăшт кăна астăватăп. Яла, тăвансем патне кайсан, ялан ватă çынсене сăнатăп: мĕн ĕçлеççĕ, мĕн калаçаççĕ, мĕн тăхăнаççĕ…
«Шăпа» калаври ĕçсем Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче пулса иртеççĕ. Ку ялта пĕр урамра виçĕ кинеми пурăнаççĕ. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн шăпи.Уйрăмах Няня аппи ялан кил умĕнче пĕччен ларнине кураттăм. Çак ватă çинчен Ира аппаран ыйтса пĕлтĕм. Унăн пилĕк ача иккен, анчах та амăшĕ патне питĕ сайра килеççĕ. Саюк аппан вара - пĕр хĕр кăна пулсан та, мăнукĕсем ялан килсе пулăшаççĕ. Вĕсем çинчен калав çырма шутларăм. Кайран вара кинемисем вилнине пĕлтĕм. Вĕсене халалласа çак калав çуралчĕ.
Мана анне, хăй ача чух - пионер пулнине, ялан пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшнине каласа пачĕ. Вĕсем ватă çынсене шыв йăтса, юр тасатса пулăшнă,урай та çуса панă. Халĕ ун пек пулăшу çук. Паянхи прнăçра эпир, çамрăксем, ватăсене манатпăр. Ку ыйту мана шухăшлаттарать. 
« Ăçта-ши манăн атте?» калаври ĕçсем те çак ялтах пулса иртеççĕ. Ку калаври инкек пĕр çул каялла пулса иртнĕ.Çимĕке кайсан пĕлтĕм эпĕ çак инкек çинчен.Çамрăк хĕрарăм(ятне улăштартăм), ĕçке пула, пурнăçран уйрăлать. Унăн икĕ ачи тăлăха юлаççĕ. Калав çак тăлăха юлнă хĕр ачан -  Оксанăн аса илĕвĕ. Вĕсем малтан килте лайăхах пурăннă. Кайран вара, ашшĕ Мускава ĕçе тухса кайсанах, амăшĕ улшăннине сисет хĕр ача.: амăшĕ апат та пĕçермест, киле килменни те пулкалать. Кайран вара амăшĕ çут тĕнчепе хăй ирĕкĕпех сыв пулашать. Амăшĕ вилсен те, ачасен ашшĕ, Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Малтан вăл ачисем патне килкеленĕ, кайран вара килме те пăрахнă, таçта çухалнă. Ачасен кукамăшĕ те вилет, Вĕсем интерната лекеççĕ. Интернатра  Оксана кашни кун хăйĕн ашшĕне кĕтет.
Паянхи куна илсен, ялсенче ĕçкĕ проблеми пурне те шухăшлаттарать.
Ялсенче колхозсем пĕтнĕ, клубсене хупнă, шкулсене те, ачасем сахаллипе хупаççĕ.Çынсен ĕç çук. Çак та ĕçкĕ проблеми патне илсе çитерчĕ пуль.
Паянхи президент Михаил И ... Малалла вула
Категории: Пултарулăх тĕпелĕ | Просмотров: 380 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 10.02.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (2)

     Никифоров Сергей Валерьевич. Вăл 1976 çулхи раштав уйăхĕн 9- мĕшĕнче эп çуралнă хуларах, Шупашкар хулинче çуралнă. Вăл эп вĕренекен шкулта вĕреннĕ.  Эп çÿрекен  шкул коридорĕ тăрăх çÿренĕ, эп ларакан парта хушшинче ларнă.Сережа-  çÿллĕ, тĕрек кĕлеткеллĕ пулнă.Вăл кикбоксинкпа тата бокспа интересленнĕ.Сергей тĕрлĕ техника çинчен кĕнекесем вуланă, ашшĕ пĕрле машинсем юсанă.Çуллахи каникулсенче вăл ялан кукамăшĕ патĕнче ялта каннă.Кунта Сергей йытă хăваласа çÿремен, ялти ачасемпе пĕрле совхоза ĕçлеме çÿренĕ: утă пуçтарнă, улма,кăшман, кишĕр çумлама çÿренĕ, йĕтем çинче те вăй хунă. Вăл ĕçрен хăраман.
      Çара темле хăвăрт, никам сиссе юлмасăр, ăнсăртран кайрĕ.Вăл хулари училищĕре, ашшĕ пекех, бульдозерист  специальноçе алла илме вĕренетчĕ.Кĕшт маларах вăл алла права та илнĕччĕ.Çапла пĕр каçхине, каçхи апат çиме пурте пуçтарăнсан: « Эпĕ кĕçех çара кайăп»,- терĕ.Ашшĕпе амăшĕ, ывăлĕ хăй ирĕкĕпех, вĕренсе пĕтермесĕрех çара кайма ыйтса военкомата кайнине ăнланчĕç.Сергей ун чух: «Хăвăрт кайăп - хăвăрт каялла таврăнăп.»
1995 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сергей Никифоров Раççей салтакĕсен ретне тăнă.Малтан каччă Хабаровск хулинче водитель- механик пулма вĕренсе тухрĕ, хыççăн ăна Çурçĕр Кавказ округне, 503- мĕш полкри  БТР çинче водителĕ пулма янă.
     Çулла. Хĕвеллĕ Чăваш енре пăтăм тавралăх ешерет. Сергей ашшĕ ывĕнчен черетлĕ çыру илет. «Ан куллян, атте, манна ăечняна илмеççĕ,»- лăплантарать килтисене ывăлĕ. Юлашки çырăвче вара вăл ним пытармасăрах: «Эпĕ вăрçа каятăп. Мана 503- мĕш мотострелковый полка ячĕç, БТР çине лартрĕç.Кĕскен каласан, эпĕ ыр çĕре лекмен. Мĕнле калас, атте – шăпаран иртеймĕн».
       Чÿк уйăхĕн 19- мĕшĕнче – салтаксене шанса панă пĕр ĕçе ăнăçлă пурнăçласа таврăннă чух Сергей, хăй экипажĕпе пĕрле фигазпа сирпĕнсе каять.Экипажри тăватă салтак контузие лекнĕ, Сергей вара вилмеллипех ам ... Малалла вула
Категории: Пултарулăх тĕпелĕ | Просмотров: 268 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 10.02.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Амăшĕ ăна ăшшăн ыталать пек, хăй йăл- йăл кулать. «Хĕрĕм, эсĕ манăн тĕпренчĕкĕм, кĕçех аçу килĕ те эпир пурте хулари парка карусельпе ярăнма кайăпăр,»- тет. Эх савăнать Укçи.Укçи, теççĕ ăна килтисем, хут çинче вара Оксана. Шкулти юлташ хĕр ачасем Ксюша теççĕ.Амăшĕ савăк кăмăллă пулнипе, хăй те савăнать Укçи.Вăл паян çĕнĕ кĕпе тăхăннă та урай варринче качака путекки пек сиккелесе çÿрет.
-Тăрăр! Ырă ир!- тени илтĕнсе кайрĕ.Нина Ивановна воспитатель сассипе вăранчĕ Укçи. Хăй пичĕ çинче савăнăç кулли. Вăранса çитнĕ Укçи, амăшне тĕлĕкре çеç курнине ăнланса илчĕ те, ик куçĕнчен куçÿль юхса анчĕ.Çумĕнчи кровать çинче çывăракан Наташа та вăранчĕ. Кантăк патĕнче çывăракан Таня çук.Ăна ĕнер ашшĕ илсе кайнă.Оксана куççÿлĕсене вăрттăн шăлса илчĕ те кровать пуçĕнче çакăнса тăракан ал шăллине илсе пит çума утрĕ.Паян интернат столовăйĕнче, ĕнерхи пекех, «туслăх» пăтă çитереççĕ .Ку Оксанăн юратнă пăтти.Амăшĕ те ирхи апата çак пăтта час- часах пĕçеретчĕ.Тутлăччĕ те вăл!Килте сĕтпе пĕçернĕ- çке, услам çăвне те çителĕклех янĕ.Оксана апат çинĕ вăхăтра килте пулнă вăхăтсене аса илчĕ.
Хăйне ас тума пуçланăранпах Оксана, унăн шăллĕ, ашшĕпе амăшĕ ват кукамăшĕ патĕнче пурăннă.Кайран вара вĕсем, çемйипех, Санюк аппа пурăннă çурта куçрĕç.Санюк аппан пÿрчĕ пушах.Хăй вăл, 86 çула кайнăскер,виçĕм çул çĕре кĕчĕ.Унăн пĕртен пĕр хĕрĕ инçе пурăнать.Вара вăл,яла çимĕке килсен, хăй амăш пÿртне пушă ларнине курас мар тесе, Оксанăн ашшĕпе амăшне çак пÿрте пурăнма ячĕ.Пÿрчĕ кивĕ пулсан та картишĕ хăтлă, мунчи те пур, ăш вити те.Çамрăксем тавралли картисене майларĕç, пÿртре çĕнĕ кăмака турĕç.Кантăк рамисене   кăвак тĕспе сăрласан, пÿрчĕ тата илемленчĕ.Кăшт чалăшнă вырăс хапхана тÿрлетрĕç, сăрларĕç.Вара Оксанăн  çемьйи çак пÿртре пурăнма пуçларĕ.Таса, илемлĕ, хăтлă.Мĕн кирлĕ- ха тата?Çемьере килĕшÿ пулсан…Оксанăн кил картишĕнче хăма купаланă кĕтесре хăйĕн теттисем. Кунта вĕсем, кÿршĕри Катьăпа ялан пуканелле вылятчĕç.Шăллĕ те вĕсемпе пĕрлех.Ирхине ирех тухаççĕ те ачасем тĕттĕм пуличченех выляççĕ.Кăнтăрлахи апат вырăнне çупа çăкăр йăтса тухатчĕç.Аванччĕ те!
Темшĕн юлашки вăхăтра килĕнче кичем, тунсăх.Ашшĕ Мускава стройка енĕпе ĕçе тухса кайнă. Вăл çирĕм кун ĕçлет те тепĕр вунă кун килте.Амăшĕ ĕçрен час таврăнмасть. Юлашки вăхăтра тата кая юлса килме пуларĕ.Килте апат пĕçерменни те пулкалать.Ун чух вара Ок ... Малалла вула
Категории: Пултарулăх тĕпелĕ | Просмотров: 365 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 10.02.2012 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Мĕнрен пуçлам-ши? Пурнăç вăл, чăн та çул урлă каçасси мар, хăнана кайса килесси мар. Миçе çул пĕччен пурăнать-ха вăл? Пиллĕк, вуннă, вун пиллĕк...ытларах та пуль. Çак шухăшпа ир вăранать те каç выртать Няня аппи.Çапла чĕнеççĕ ăна ялти ватти те, вĕтти те. Няня сакăр вуннăран тахçанах каçнă ĕнтĕ. Курма, аванах курать вăл, илтме те, кÿршĕ Маруç аппипе танлаштарсан,лайăхах илтет темелле.
Хĕвел пайăркисем симĕс çитсă карнă чÿрече витĕр ерипен те вăрттăн пÿртелле шуса кĕрсе Няня аппин пĕркеленнĕ пичĕ çине çутатсан, тин куçне уçрĕ вăл. Паян нумай çывăрнă вăл, ара шуçăм киличченех хăй пурнăçĕ çинчен,мĕн ачалăхĕнчен пуçласа паянхи куна çитиччен аса илсе выртрĕ. Выçă тутăллă ачалăх, вăрçă çулĕсенче шартлама сивĕре вăрман касма çÿрени, кашни кун ачасене паян мĕн çитерсе çыварма вырттарам-ши, ыранхине турă пĕлет, текен шухăш,кайран вара, упăшки хыпарсăр çухалнă хут –куç умне курăнчĕç.Эх, пурнăç…Пилĕк ачана пĕччен ÿстерсе ура çине тăратма çăмăл пулмарĕ çав. Таçта, тем вăхăтра йăнăшрăм…Акă уйăх та çитрĕ – пĕр ачи те,пĕр мăнукĕ те çук…Шухăшланă май чун хурланса килчĕ, çук, куççуль юхмасть Няня аппин, куççуль çăлкуçĕ тахçанах юхма пăрахнă, типсех ларнă.
Няня аппи вырăн çинчен хуллен тăчĕ. Паян вăл, тен ĕлĕкхине аса илнипе, тен чĕри тем сиснипе, шурă пир кĕпе тăхăнас тесе шутларĕ. Кĕпене чăланта ларакан арчаран кăларсан, сăмсана нафталин шăрши кĕчĕ. Ку кĕпене аслă ывăлне авлантарса киле кин кĕртнĕ кун тăхăннăччĕ вăл. Ытти ачисен туй кунĕсем те, тĕрлĕ уявсем те çак кĕпепех иртрĕç. Ку кĕпе Няня пурнăçне тĕпĕпех пĕлет. Хăй тĕртнĕ шурă пиртен çĕленĕ икĕ аркăллă кĕпе Няня аппине çамрăклатса ячĕ.Умне хăй тĕрленĕ кĕрен чечеклĕ шур саппун çакрĕ, урине шурă çăм нускипе калуш тăхăнчĕ. Няня аппи кăшт çырткалас тесе, Петĕр вăрçа кайичченех хăмаран çапса тунă сарлака сĕтел патне пычĕ. Маруç кинĕ ĕнер уйран илсе килсе панăччĕ, çав уйрана çур курка пек ĕçрĕ те урамалла тухрĕ. Юлашки кунсенче апачĕ те анма пăрахрĕ унăн.
Кил хушшинчи курăк ÿссех кайнă. Пĕрмай çумăр çăвать, çанталăкĕ те ăшă тăрать,ăçтан ÿсес мар унăн? Çак курăка та çултармалла. Çĕртме уйăх варринче Çеруш мăнукĕ алă тенкĕпе çулса панăччĕ те…Халь кама çултарам-ши? Няня аппи урамалла тухрĕ. Кил умĕнче икĕ айккине икшер кирпĕч çине хăма хурса тунă сак çине ерипен ларчĕ вăл. Аллинчи туйине çумнех тăратрĕ.
Кăçал çу хăвăрт иртет: анчах пахчара çĕр улми лартрăмăр, çынсем ак утта та тухнă. Урампа кĕреп ... Малалла вула
Категории: Пултарулăх тĕпелĕ | Просмотров: 318 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 10.02.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Чăваш эпĕр пултăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр,
Унта тăтăх лартăмăр .
Халĕ тиексем ыйтаççĕ:
Ăçта чăвашсем каяççĕ?
Эпĕр чăваш, тăтăх чăваш,
Тутар пирĕн хурăнташ.
Пирĕн чĕлхи - чăваш чĕлхи.
Хăш чухне пулать хуйхи-
Турă патне пыратпăр,
Киреметре пăрахатпăр
Пăрусене, ĕнесене.
Турă патăр сывлăхне,
Турă патăр телейне.
ӳкерме эпĕр пĕлместпĕр,
Шутлама та пĕлместпĕр.
Пачăшкăран ыйтатпăр:
- Мĕн тăвас хуйхă чухне?
Мĕн парас тиексене?
Çапла эпĕр пурнатпăр,
Çапла телей куратпăр,
Тапакне те туртатпăр.
Мĕн тăвас - пирĕн телей!
Пирĕн пулать выльăхсем:
Ут, сысна, чăхă, хуртсем,
Сурăх, хур, лайăх вăкăр,
Кăвакал, сĕт, çăмарта...
Çи, чăваш, хура çăкăр,
Сутса яр выльăххуна,
Нумай пулĕ сан укçа-
Тиексене хуйхă чухне
Çи, чăваш, хура çăкăр,
Мĕн тăвас - пирĕн телей!
Категории: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Просмотров: 715 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 27.11.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Категории: Видеоклипсем | Просмотров: 416 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 08.11.2011 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:03:29
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2017
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!