Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Пăхмасăр каламалли сăвăсем [3]
Пултарулăх тĕпелĕ [6]
Чăваш ачисен пултарулăхĕ
Видеоклипсем [1]
Чăваш ачи-пăчи юрлать, ташлать
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Пăхмасăр каламалли сăвăсем
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ӳстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.

Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ӳсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан —
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сӳнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

«Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ӳк те çурăл, хып та çун —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан;
Хăйшĕн хăй — парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Лăпкă чух та, вăрçăра та —
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Категории: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Просмотров: 4368 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.03.2012 | Рейтинг: 3.7/3 | Комментарисем (0)

Ир валли пӗр шит ӱсетӗп
Васкаса килет ӗне,
Витрепе кӗтет анне.
Ӑшӑ сӗт часах ӗҫетӗп, 
Ир валли пӗр шит ӱсетӗп.
                                     В. Тарават
 
          Ҫӗр ҫырли
Ҫӗр ҫырли, ҫӗр ҫырли
Чи шултри те чи хитри,
Эпӗ татрӑм пӗр пурак.
Якур  чирлӗ - утаймасть,
Больницӑран тухаймасть.
Ҫырла ҫитӗр ытларах,
Тен, сывалӗ хӑвӑртрах.
                                    А.Тимофеев 
        Ула пӑру
Пӑруларӗ шур ӗне.
Ула-чӑла пӑрушӗ.
Петӗр ыйтрӗ:
- Кӗрӗкне
Сапланӑ-им амӑшӗ?
                                А.Савельев-Сас 
       Пакша
Йывӑҫ тӑрӑх сиккелет
Ҫӑмламас пакша.
- Эй, пӑх-ха, илемлӗ те, -
Тетӗп юлташа.
Хӑвӑлне кӗрсе каять,
Мӑйӑр шӗкӗлчет;
Каялла сиксе тухать, 
Чӑйлатса илет.
                             С.Шавли
 
Эпир - туслӑ ачасем,
Пит ӗҫчен пӗртӑвансем.
Ӗҫре чух маттур ӗҫлетпӗр,
Каннӑ чух ларма пӗлместпӗр.
Яланах, яланах!
Ӗҫре маттур яланах!
                             Ю.Мишши

         Пахчи-пахчи
Пахчи-пахчи, ҫӗмӗрт пахчи,
Ҫӗмӗрт ҫисе ӱсрӗмӗр;
Категории: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Просмотров: 3438 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 24.02.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чăваш эпĕр пултăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр,
Унта тăтăх лартăмăр .
Халĕ тиексем ыйтаççĕ:
Ăçта чăвашсем каяççĕ?
Эпĕр чăваш, тăтăх чăваш,
Тутар пирĕн хурăнташ.
Пирĕн чĕлхи - чăваш чĕлхи.
Хăш чухне пулать хуйхи-
Турă патне пыратпăр,
Киреметре пăрахатпăр
Пăрусене, ĕнесене.
Турă патăр сывлăхне,
Турă патăр телейне.
ӳкерме эпĕр пĕлместпĕр,
Шутлама та пĕлместпĕр.
Пачăшкăран ыйтатпăр:
- Мĕн тăвас хуйхă чухне?
Мĕн парас тиексене?
Çапла эпĕр пурнатпăр,
Çапла телей куратпăр,
Тапакне те туртатпăр.
Мĕн тăвас - пирĕн телей!
Пирĕн пулать выльăхсем:
Ут, сысна, чăхă, хуртсем,
Сурăх, хур, лайăх вăкăр,
Кăвакал, сĕт, çăмарта...
Çи, чăваш, хура çăкăр,
Сутса яр выльăххуна,
Нумай пулĕ сан укçа-
Тиексене хуйхă чухне
Çи, чăваш, хура çăкăр,
Мĕн тăвас - пирĕн телей!
Категории: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Просмотров: 1147 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 27.11.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:11
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!