Юнкун, 24.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Пăхмасăр каламалли сăвăсем [3]
Пултарулăх тĕпелĕ [6]
Чăваш ачисен пултарулăхĕ
Видеоклипсем [1]
Чăваш ачи-пăчи юрлать, ташлать
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 24 » 4 класра (вырăс класĕ) пăхмасăр каламалли сăвăсем
4 класра (вырăс класĕ) пăхмасăр каламалли сăвăсем
20:29
Ир валли пӗр шит ӱсетӗп
Васкаса килет ӗне,
Витрепе кӗтет анне.
Ӑшӑ сӗт часах ӗҫетӗп, 
Ир валли пӗр шит ӱсетӗп.
                                     В. Тарават
 
          Ҫӗр ҫырли
Ҫӗр ҫырли, ҫӗр ҫырли
Чи шултри те чи хитри,
Эпӗ татрӑм пӗр пурак.
Якур  чирлӗ - утаймасть,
Больницӑран тухаймасть.
Ҫырла ҫитӗр ытларах,
Тен, сывалӗ хӑвӑртрах.
                                    А.Тимофеев 
        Ула пӑру
Пӑруларӗ шур ӗне.
Ула-чӑла пӑрушӗ.
Петӗр ыйтрӗ:
- Кӗрӗкне
Сапланӑ-им амӑшӗ?
                                А.Савельев-Сас 
       Пакша
Йывӑҫ тӑрӑх сиккелет
Ҫӑмламас пакша.
- Эй, пӑх-ха, илемлӗ те, -
Тетӗп юлташа.
Хӑвӑлне кӗрсе каять,
Мӑйӑр шӗкӗлчет;
Каялла сиксе тухать, 
Чӑйлатса илет.
                             С.Шавли
 
Эпир - туслӑ ачасем,
Пит ӗҫчен пӗртӑвансем.
Ӗҫре чух маттур ӗҫлетпӗр,
Каннӑ чух ларма пӗлместпӗр.
Яланах, яланах!
Ӗҫре маттур яланах!
                             Ю.Мишши

         Пахчи-пахчи
Пахчи-пахчи, ҫӗмӗрт пахчи,
Ҫӗмӗрт ҫисе ӱсрӗмӗр;
Эх, ӱсрӗмӗр,
Ҫавӑнпа хура пултӑмӑр.
 
Пахчи-пахчи, ҫырла пахчи,
Ҫырла ҫисе ӱсрӗмӗр;
Эх, ӱсрӗмӗр,
Ҫавӑнпа ҫирӗп пултӑмӑр.
 
Пахчи-пахчи, палан пахчи,
Палан ҫисе ӱсрӗмӗр;
Эх, ӱсрӗмӗр,
Ҫавӑнпа паллӑ пултӑмӑр.
 
Пахчи-пахчи, хӑяр пахчи,
Хӑяр ҫисе ӱсрӗмӗр;
Эх, ӱсрӗмӗр,
Ҫавӑнпа хаяр пултӑмӑр.
 
Пахчи-пахчи, мӑйӑр пахчи,
Мӑйӑр ҫисе ӱсрӗмӗр;
Эх, ӱсрӗмӗр,
Ҫавӑнпа сарӑ пултӑмӑр.
                            Халăх юрри.
 
 
Йӑрӑс пӱллӗ шурӑ хурӑн
Ҫыхрӗ сарӑ тутӑрне.
Юлашки хут, тен, эс курӑн
Унӑн хитре ҫи-пуҫне.
 
Тӑрнасем те ҫула тухрӗҫ,
Туйрӗҫ хӗл ҫывхарнине.
«Сывӑ пул!» - тесе ал сулчӗҫ
Кайӑксем кӗркуннене.
                                       Н.Силпи                       
 
Анне кайрӗ армана,
Атте кайрӗ вӑрмана.
Эпӗ пӗчӗк Аннана
Илсе кайрӑм ҫырлана.
                                    А.Тимофеев
 
       Хӗл ҫитрӗ
Тӑтӑм эпӗ ир-ирех,
Кантӑкран тинкертӗм:
- Ҫитрӗ, ҫитрӗ хӗл тинех! –
Йӑмӑка пӗлтертӗм.
 
Юр ҫӑвать. Шап-шурӑ юр
Таврана хупланӑ…
-Ҫунашка илер, Якур! –
Кӑшкӑрать Светлана.
                                  А.Ильин
 
             
             Икӗ автан
Икӗ пӗчӗк сар автан
Тытӑннӑ вӑрҫма паян:
Эх, тулаҫҫӗ,
Эх, сӑхаҫҫӗ
Пӗр-пӗрне куҫран-пуҫран.
Патак илтӗм те пӗрне
Хӑваларӑм кил енне:
- Мӗн пустуй ҫапӑҫмалла,
Тус-юлташлӑ пулмалла!
                                  А.Галкин


Сăвăсене Ольга Кузьмина ярса панă.
Категория: Пăхмасăр каламалли сăвăсем | Миçе хут пăхнă: 3440 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Кунта регистрациленнĕ юзерсем çеç комментари хушма пултараççĕ.
[ Регистраци | Вход ]


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:04:25
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!