Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Пăхмасăр каламалли сăвăсем [3]
Пултарулăх тĕпелĕ [6]
Чăваш ачисен пултарулăхĕ
Видеоклипсем [1]
Чăваш ачи-пăчи юрлать, ташлать
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 10 » Шăпа. Калав
Шăпа. Калав
20:23
Мĕнрен пуçлам-ши? Пурнăç вăл, чăн та çул урлă каçасси мар, хăнана кайса килесси мар. Миçе çул пĕччен пурăнать-ха вăл? Пиллĕк, вуннă, вун пиллĕк...ытларах та пуль. Çак шухăшпа ир вăранать те каç выртать Няня аппи.Çапла чĕнеççĕ ăна ялти ватти те, вĕтти те. Няня сакăр вуннăран тахçанах каçнă ĕнтĕ. Курма, аванах курать вăл, илтме те, кÿршĕ Маруç аппипе танлаштарсан,лайăхах илтет темелле.
Хĕвел пайăркисем симĕс çитсă карнă чÿрече витĕр ерипен те вăрттăн пÿртелле шуса кĕрсе Няня аппин пĕркеленнĕ пичĕ çине çутатсан, тин куçне уçрĕ вăл. Паян нумай çывăрнă вăл, ара шуçăм киличченех хăй пурнăçĕ çинчен,мĕн ачалăхĕнчен пуçласа паянхи куна çитиччен аса илсе выртрĕ. Выçă тутăллă ачалăх, вăрçă çулĕсенче шартлама сивĕре вăрман касма çÿрени, кашни кун ачасене паян мĕн çитерсе çыварма вырттарам-ши, ыранхине турă пĕлет, текен шухăш,кайран вара, упăшки хыпарсăр çухалнă хут –куç умне курăнчĕç.Эх, пурнăç…Пилĕк ачана пĕччен ÿстерсе ура çине тăратма çăмăл пулмарĕ çав. Таçта, тем вăхăтра йăнăшрăм…Акă уйăх та çитрĕ – пĕр ачи те,пĕр мăнукĕ те çук…Шухăшланă май чун хурланса килчĕ, çук, куççуль юхмасть Няня аппин, куççуль çăлкуçĕ тахçанах юхма пăрахнă, типсех ларнă.
Няня аппи вырăн çинчен хуллен тăчĕ. Паян вăл, тен ĕлĕкхине аса илнипе, тен чĕри тем сиснипе, шурă пир кĕпе тăхăнас тесе шутларĕ. Кĕпене чăланта ларакан арчаран кăларсан, сăмсана нафталин шăрши кĕчĕ. Ку кĕпене аслă ывăлне авлантарса киле кин кĕртнĕ кун тăхăннăччĕ вăл. Ытти ачисен туй кунĕсем те, тĕрлĕ уявсем те çак кĕпепех иртрĕç. Ку кĕпе Няня пурнăçне тĕпĕпех пĕлет. Хăй тĕртнĕ шурă пиртен çĕленĕ икĕ аркăллă кĕпе Няня аппине çамрăклатса ячĕ.Умне хăй тĕрленĕ кĕрен чечеклĕ шур саппун çакрĕ, урине шурă çăм нускипе калуш тăхăнчĕ. Няня аппи кăшт çырткалас тесе, Петĕр вăрçа кайичченех хăмаран çапса тунă сарлака сĕтел патне пычĕ. Маруç кинĕ ĕнер уйран илсе килсе панăччĕ, çав уйрана çур курка пек ĕçрĕ те урамалла тухрĕ. Юлашки кунсенче апачĕ те анма пăрахрĕ унăн.
Кил хушшинчи курăк ÿссех кайнă. Пĕрмай çумăр çăвать, çанталăкĕ те ăшă тăрать,ăçтан ÿсес мар унăн? Çак курăка та çултармалла. Çĕртме уйăх варринче Çеруш мăнукĕ алă тенкĕпе çулса панăччĕ те…Халь кама çултарам-ши? Няня аппи урамалла тухрĕ. Кил умĕнче икĕ айккине икшер кирпĕч çине хăма хурса тунă сак çине ерипен ларчĕ вăл. Аллинчи туйине çумнех тăратрĕ.
Кăçал çу хăвăрт иртет: анчах пахчара çĕр улми лартрăмăр, çынсем ак утта та тухнă. Урампа кĕрепле, сенкĕ йăтнă çынсем пыраççĕ. Патнерех çитсен ку кÿршĕ Маруçăн кинĕпе мăнукĕсем пулнине палласа илчĕ Няня аппи. Маруç ывăлĕ ăçта-ши? Ĕçе кайнă пуль.
- Салам, Няня аппи! Ларатăр-и? Вăй патăр ларма!
- Ларатăп, канатăп, ман çав ĕç.Эсир утта-им?
- Паян çумăр пулать терĕç те, кайса пăхар,тен купа тумалла пулнă.
Çамрăксем Кириле варĕ еннелле кайнине мĕн куçран çухаличчен пăхса ларчĕ Няня аппи. Ĕçчен çак Маруç ачисем, ахальтен мухтанмасть çав кÿрши. Кăшт ларсан, хăйĕн пек пĕччен пурăнакан Санюк патне кайса килем- ха тесе,Няня аппа хуллен тăчĕ, туйине тытрĕ те урампа утрĕ.
Санюк аппа пĕлтĕр сакăр вун пиллĕк тултарчĕ. Ялĕпех паллă турĕç ун çуралнă кунне.Мăнукĕсем хулари чăваш юрăçисене чĕннĕ.Ял халăхне клубра чылайччен савăнтарчĕç артистсем.Санюк аппана сцена çине те кăларчĕç. Ăна вали ятарласа «Кукамайăм, эсĕ ман» юрра шăрантарчĕç.Ку юрра Санюк питĕ юратать.Ара вăл хăйĕн мăнукĕсемшĕн – кукамай-çке, асанне тесе никам та каламасть ăна.Унăн пĕртен пĕр хĕрĕ çамрăклах качча кайнă. Малтанрах хĕрĕ патне час-часах кайса çÿретчĕ Санюк аппа,халĕ вара- ватăлнă, çулĕ те инçе- виçĕ автобуспа каймалла, пĕрре ларсах çитме пулмасть.Ун мăнукĕсем хăйсем пĕрмай килсе çÿреççĕ.
Çак шухăшсемпе Няня аппа Санюк  килĕ умне çитрĕ. Санюка кĕрÿшĕ туса панă вырăс хапха алăккине чĕриклетсе уçрĕ те картишне кĕчĕ. Сăмсана тÿрех анчах çулнă утă шăрши кĕрсе кайрĕ. Кил хушшинчи курăка çулса пăрахнă иккен.Кам çулнă-ха? Пÿртĕм алăкĕ уçах. Кунта икĕ мăшăр хитре пушмак ларнине тÿрех асăрхарĕ Няня аппи. Апла Санюкăн хăнасем - шухăшларĕ вăл. Пÿрт алăкне уçса кĕчĕ.
- Салам, Няня аппи! Аванах-и? Мĕнле чупатăр? Иртĕр, иртĕр!- теççĕ ачасем .Хăшĕ мĕн ятлине пĕлмест Няня,пĕрмай ыйтма аван мар: хытă калаçаканни, учителе вĕренекенни пуль, тесе шухăшларĕ вăл. Ачасем сĕтел çине апат хатĕрлерĕç. Няня та Санюк мăнукĕсен кучченеçĕсемпе хăналанчĕ.
Апат çисен хĕрсем япала çума тухрĕç. Кукамăшĕ патне килсен, пĕртте ахаль лармаççĕ вĕсем.
- Санюк, телейлĕ эсĕ.Сан пĕр туратран миçе турат пулчĕ: пурте ăслă- тăнлă, сывă- чĕрĕ. Сана юратаççĕ, хисеплеççĕ, килсех çÿреççĕ.
- Сан та, Няня, ачусем лайăх, - терĕ Санюк аппа кÿршин кăмăлне хуçас мар тесе .- Ав, асли ялтах пурăнать, виçĕ мăнуку та ялтах. Тем пулсан та вĕсем çумрах.
- Çапли çапла та - ха…ывăлĕ çинчен япăх калас килмерĕ Нянян. Икĕ ватă чылайччен калаçса ларчĕç. Няня килелле кайса выртам-ха тесе,урамалла тухрĕ. Пуçне чикнĕ, туйи çине таяннă, хуллен утать вăл. Пилĕк çĕр вăтăр пиллĕк утас…Ку çулпа миçе çул хушши ĕнтĕ каллĕ- маллĕ темиçе те хутлать вăл.
Килне çитсен Няня аппи тÿрех вырăн çине выртрĕ. Тем хăвăрт ывăнакан пултăм,ак урасем лăштăрах кайрĕç.Няня каллех пĕр – пĕрин хыççăн кашни ачине аса илме пуçларĕ…Чылайччен шухăшларĕ вăл.Тĕлĕрнĕ пек те пулса илчĕ. Тĕлĕкре юратнă мăшăрне- Петĕре курчĕ. Петĕр çап-çамрăк, хăй салтак тумĕпе.Пиншакĕ çинче икĕ йĕр çут тÿме йăлтăртатаççĕ, куçĕсем те çиçеççĕ хăйĕн.Чĕнет пек Няняна хăй патне.Эс те пĕччен, эп те пĕччен, килсем, тет пек.
Çĕрĕпе аслатиллĕ çумăр çурĕ. Ирхине вара, каллех çĕнĕ кун пуçланчĕ, хĕвел йăлкăшса тухрĕ. Карман чÿрече витĕр сарлака хĕвел пайăркисем тÿрех Няня аппин пичĕ çине çутатрĕç. Çук,тем пек йăлтăртатса çутатсан та, вăратаймарĕç вĕсем паян ăна…
 
 
Шупашкар хулинчи 37-мĕш шкулти 9в класра вĕренекен Ананьева Кристина ĕçĕ.
Вĕрентекенĕ – Флегентова Алиса Леонидовна
Категория: Пултарулăх тĕпелĕ | Миçе хут пăхнă: 708 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Ананьева Кристина | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Кунта регистрациленнĕ юзерсем çеç комментари хушма пултараççĕ.
[ Регистраци | Вход ]


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:21
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!