Эрнекун, 26.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Пăхмасăр каламалли сăвăсем [3]
Пултарулăх тĕпелĕ [6]
Чăваш ачисен пултарулăхĕ
Видеоклипсем [1]
Чăваш ачи-пăчи юрлать, ташлать
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Нарăс » 10 » Ырă кун, туссем!
Ырă кун, туссем!
20:40
Сире Шупашкарти вăтăр çиччĕмĕш шкултан хĕрÿллĕ салам! Эпĕ – Кристина.Хушаматăм – Ананьева. Тăххăрмĕш класра вĕренетĕп.
Ман хайлаври ĕçсем шутласа кăларнă япала мар. Калаври сюжета эпĕ чăн пурнăçран илнĕ. Геройсем те хальхи вăхăтра ялта пурăнакан çынсем.
Манăн асаттепе асанне те, кукамайпа кукаçи те çук. Эпĕ вĕсене кăшт кăна астăватăп. Яла, тăвансем патне кайсан, ялан ватă çынсене сăнатăп: мĕн ĕçлеççĕ, мĕн калаçаççĕ, мĕн тăхăнаççĕ…
«Шăпа» калаври ĕçсем Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче пулса иртеççĕ. Ку ялта пĕр урамра виçĕ кинеми пурăнаççĕ. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн шăпи.Уйрăмах Няня аппи ялан кил умĕнче пĕччен ларнине кураттăм. Çак ватă çинчен Ира аппаран ыйтса пĕлтĕм. Унăн пилĕк ача иккен, анчах та амăшĕ патне питĕ сайра килеççĕ. Саюк аппан вара - пĕр хĕр кăна пулсан та, мăнукĕсем ялан килсе пулăшаççĕ. Вĕсем çинчен калав çырма шутларăм. Кайран вара кинемисем вилнине пĕлтĕм. Вĕсене халалласа çак калав çуралчĕ.
Мана анне, хăй ача чух - пионер пулнине, ялан пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшнине каласа пачĕ. Вĕсем ватă çынсене шыв йăтса, юр тасатса пулăшнă,урай та çуса панă. Халĕ ун пек пулăшу çук. Паянхи прнăçра эпир, çамрăксем, ватăсене манатпăр. Ку ыйту мана шухăшлаттарать. 
« Ăçта-ши манăн атте?» калаври ĕçсем те çак ялтах пулса иртеççĕ. Ку калаври инкек пĕр çул каялла пулса иртнĕ.Çимĕке кайсан пĕлтĕм эпĕ çак инкек çинчен.Çамрăк хĕрарăм(ятне улăштартăм), ĕçке пула, пурнăçран уйрăлать. Унăн икĕ ачи тăлăха юлаççĕ. Калав çак тăлăха юлнă хĕр ачан -  Оксанăн аса илĕвĕ. Вĕсем малтан килте лайăхах пурăннă. Кайран вара, ашшĕ Мускава ĕçе тухса кайсанах, амăшĕ улшăннине сисет хĕр ача.: амăшĕ апат та пĕçермест, киле килменни те пулкалать. Кайран вара амăшĕ çут тĕнчепе хăй ирĕкĕпех сыв пулашать. Амăшĕ вилсен те, ачасен ашшĕ, Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Малтан вăл ачисем патне килкеленĕ, кайран вара килме те пăрахнă, таçта çухалнă. Ачасен кукамăшĕ те вилет, Вĕсем интерната лекеççĕ. Интернатра  Оксана кашни кун хăйĕн ашшĕне кĕтет.
Паянхи куна илсен, ялсенче ĕçкĕ проблеми пурне те шухăшлаттарать.
Ялсенче колхозсем пĕтнĕ, клубсене хупнă, шкулсене те, ачасем сахаллипе хупаççĕ.Çынсен ĕç çук. Çак та ĕçкĕ проблеми патне илсе çитерчĕ пуль.
Паянхи президент Михаил Игнатьев, малтан ял хуçалăх министрĕ пулнă пирки, ял хуçалăхне ура çине тăратасси çинчен калать. Кун пирки пурте шутлаççĕ. Ял хуçалăх çĕкленессе эпĕ те шанатăп.
Категория: Пултарулăх тĕпелĕ | Миçе хут пăхнă: 1015 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 1
0  
1 mixaj_58   (03.03.2012 20:07) [Материал]
Сăн ÿкерчĕкне вырнаçтартăм.

Кунта регистрациленнĕ юзерсем çеç комментари хушма пултараççĕ.
[ Регистраци | Вход ]


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:00:42
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!