Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 23
Кунĕпех чÿрече умĕнче ларчĕ Илемпи. Темшĕн, те тулта çил-тăман çавăрттарнипе, чунĕнче лăпкă мар унăн паян. Хĕлĕ те кăçал сивĕрех килчĕ. Кунсеренех тăман алхасать, шурă юр вĕçет. Тухас та килмест пÿртрен. Тухма тенĕрен... Ура çине тăма мехел çитнĕ пулсан Илемпи сивве те пăхмĕччĕ, урамран та кĕмĕччĕ. Эх, утĕччĕ те утĕччĕ çил-тăмана хирĕç, юр пĕрчисене тытса ал тупанĕ çинче ирĕлтерĕччĕ. Май çук çав... Шăпа пÿрмен. Халĕ те тунсăхлăн урамалла тинкерет Илемпи. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ-ха? Кам айăпĕпе нушаланать вăл? 
Ассăн сывласа илчĕ те инвалид кÿмине вырăнĕ еннелле çавăрчĕ. Вырăн çинче çемçе тÿшек, мамăк минтер, тĕрленĕ çитти. Йăлтах илемлĕ, тирпейлĕ... Анчах вĕсем вĕри куççульпе мĕн чухлĕ йĕпеннине, Илемпи миçе каç çывăрайманнине, енчен-енне çаврăннине никам та пĕлмест? Турă çеç тĕшмĕртет ахăртнех. Пĕрре мар асăннă хĕр ун ятне. Ура çине тăма ĕмĕтленсе вĕçĕмсĕр унран пулăшу ыйтнă. Пурнăç çапах улшăнман. Малтанхи пекех тертленет хĕр. Кÿршĕри Ленуках епле телейлĕ. Пу ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 711 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Шкул пĕтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксемшĕн халĕ чи хĕрÿ те яваплă тапхăр. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса малашлăха палăртакан професси суйласа илмелле. Тепĕр хут пуç тавра шутлани те, аслисен сĕнÿ-канашĕ те ытлашши пулмĕ кун пек чух.
Уçă калаçăва чĕнсен Чăваш республикин Вĕрентÿ-пе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова та тÿрех çакăн пирки сăмах пуçарма ыйтрĕ. Ахальтен мар, паллах. Республикăри кашни вĕренекеншĕн, унăн пуласлăхĕшĕн хăйĕн ачисем пек пăшăрханни, яваплăха туйни ăна пĕр вĕçĕмсĕр ĕç çинчен шухăшлама хистет.
– Юлашки вăхăтра хăйсен пурнăçне информаципе коммуникаци технологийĕсемпе çыхăнтарас, инженер, врач профессийĕсене, экономикăна çĕклеме кирлĕ ытти специальноçа илес текен йышланса пырать, – яланхиллех ăшшăн те кăмăллăн сăмахлать Светлана Владимировна. – Кăçал шкул пĕтерекен 7747 çамрăкран кашниех вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытрĕ, ыттисене хăйс ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 727 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕнĕ телефон икĕ кунранах ĕçлеме пăрахрĕ. Эпĕ ăна ÿкермен, чĕртермен. Аппарата лавккана илсе кайрăм, сутуçă укçан тавăрса пама та, çĕннипе улăштарма та килĕшмерĕ. "Ку – техника вĕт, кивĕскерне ăçта хурас, юсама çеç пултаратпăр", – терĕ. Эпĕ вара вăл малашне те йĕркеллĕ ĕçлемесрен хăратăп. Укçана каялла илейоетĕп-ши? (Редакцие килнĕ çыруран). 
Тавар туяннине çирĕплетекен чек çухалнă тăк...
Саккунра ку япалана каялла илме чаракан сăлтав мар тенĕ. Эппин, эсир ăна шăпах çакăнтан илнине урăх мелсемпе те çирĕплетме пултаратăр. Калăпăр, свидетельсем е курупка çинче лавкка штампĕ пулсан. Лавкка ячĕ гаранти талонĕ çинче те пулма кирлĕ.
Телефон тĕсĕ тивĕçтермесен...
Вăл пахалăхĕ тивĕçтерсен улăштарма тата каялла тавăрса пама юраман (товары надлежащего качества, не подлежащие возврату или обмену) таварсен шутне кĕрет. Калăпăр, эсир çĕнĕ сумка туяннă, киле çитсен вăл кĕпепе килĕшсе тăманнине асăрхатăр. Икĕ эрне хушшинче ăна каялла ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 508 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:14
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!