Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 15

Чăваш наци конгресĕ, Чăваш çамрăкĕсен республикăри "Хастар” пĕрлешĕвĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ "Чăваш ачи, сассуна пар!” ятпа пултарулăх конкурсĕ ирттереççĕ. Конкурса К.В. Иванов çуралнăранпа 120 çул, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалланă.

Конкурс икĕ номинаципе иртет:

1. "Чи лайăх сочинени”
2. "Чи лайăх илемлĕ хайлав” (сăвă, калав, эссе, повесть т.ыт.те).
Конкурс тематики – чăваш халăх шăпи, чăвашсен илемлĕ литератури, чĕлхе илемлĕхĕ, чăваш çамрăкĕн вырăнĕ.

Конкурса республика тата унăн тулашĕнчи 9-11 классенче вĕренекен шкул ачисем, училищĕсемпе техникумсенче пĕлÿ пухакансем хутшăнма пултараççĕ.

Ĕçсене çĕртме (июнь) уйăхĕн 14-мĕшĕччен çак адрессемпе йышăнаççĕ:

428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ.

428000, Чăваш Республики, Шупашкар хул ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1217 | Хăçан хушнă: 15.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (6)

2010 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче тата çĕртмен 19-мĕшĕнче Шупашкар хулин Г.С. Лебедев ячĕллĕ интернат лицейĕ Чăваш Республикинчи шкулсенче 4-мĕш класра вĕренекенсемпе математика тата музыка ăнкарăвĕ (музыка профилĕ), 7, 8, 9-мĕш классенче вĕренекенсемпе чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхи (чăваш чĕлхипе пултарулăх профилĕ), биологипе математика (химипе биологи профилĕ), физикăпа математика (физикăпа математика профилĕ) олимпиади ирттерет. 
Çавăн пекех 6-7-мĕш классене (музыка профилĕ), 9, 10-мĕш классене (профильне хăвăр суйлатăр) вĕренме илеççĕ. Вĕсем валли те олимпиадăсем пĕр вăхăтра иртеççĕ. Олимпиадăна хутшăнакансен лицея 9 сехет тĕлне çитмелле. Предметсен олимпиади 10 сехетре пуçланать. Олимпиадăра çĕнтернисене тата палăрнисене 14.00 сехетре чыслаççĕ.
Адрес: Шупашкар хули, Граждан урамĕ, 54 çурт. Лицея 11, 17-мĕш троллейбуссемпе "Яноушек урамĕ” чарăнăва çитмелле.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 31-54-61.
Миçе хут пăхнă: 775 | Хăçан хушнă: 15.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нумаях пулмасть шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăша тĕл пултăм. Вăл мерчандайзерта ĕçлени пирки пĕлтерчĕ. Çак професси ăна питĕ килĕшет-мĕн. Эпĕ мерчандайзер ĕçĕ пирки тĕлĕнрех каласа пама ыйтрăм. 
– Эпĕ супермаркета пĕлтерÿ тăрăх вырнаçрăм. Мерчандайзер пулма ятарлă пĕлÿ илмелле мар, ĕç вырăнĕнчех вĕрентеççĕ, хăнăхса пынă май. Асăрханă-и, пысăк лавккана кĕрсен тем вăрăмăш коридорта таварсемпе тулли сентресене курсан куç-пуç алчăрса каять. Хăш япалине суйласа илмелине те пĕлместĕн. Мерчандайзер тăрăшнăран хăйне кирлĕ тавара кашниех çăмăллăн тупать.
Касса çывăхĕнчи сентресем çинче вак япаласем – пакетри кофе, чăмлак, тĕрлĕ шоколад тата ытти те куçа астараççĕ. Ирĕксĕрех вĕсем патне алă тăсăлать, илетĕн вара. Çак илĕртмĕшсене кам хурса тултарнă пуль тетĕр; Паллах мерчандайзер.
Ку професси Раççейре чи çĕннисенчен пĕри. Тавар туса хатĕрлекен кирек хăш фирмăн е компанин тĕп тĕллевĕ – ăна ытларах тата хаклăрахпа сутасси, тупăш илесси. Мерчандайзер тимленипех тавар туяна ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 973 | Хăçан хушнă: 15.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:19:02
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!