Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 3
Хăна 3
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 30
Пĕлтĕр, 2010 çулта, Чăваш халăх сайчĕ шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмăртăвне ирттерсеччĕ. Ирттерчĕ кăна мар, питĕ лайăх чысларĕ те.
Ăмăртăва пуçлас умĕн каласа хăварнăччĕ ĕнтĕ — хайлавсене кĕнекен кăлармалла. Çак ĕçе пурнăçлама халĕ ачасен ӳкерчĕкĕсем кирлĕ. Çавна май Чăваш халăх сайчĕ шкул ачисем хушшинче «Лаша сăнарĕ хут çинче» ятлă ӳнер ăмăртăвне пуçарать.
Кĕскен: сирĕн «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмăртăвне ярса панă ĕçсем хушшинче эпир суйланă хайлавсенчен (PDF, вĕсене хулăм шрифтпа уйăрнă) пĕрне илмелле те ун тăрăх ӳкерчĕк тумалла. Хайлавĕсене кунта тупма пулать. Ӳкерчĕке кăранташпа, гуашьпе тумалла, тĕс нумай пулмалла мар (хура-шурă пулсан та çитет). Ĕçе пуш уйăхĕн 25- ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 513 | Хăçан хушнă: 30.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ачасем, çула çитмен çамрăксем кĕлеткине тӳрĕ тытманни медицина ĕçченĕсемшĕн те, педагогсемшĕн те пуç ыратăвĕ пулса тăрать. РФ статистикинчен çакă паллă: паянхи куна ачасемпе çула çитменнисенчен 40 проценчĕ çурăм шăмми проблемисемпе аптрать. Паллах, çакă чи малтанах çын куçне эстетика çитменлĕхĕ пек курăнать. Анчах кунтан ытти проблемăсем пуçланаççĕ кăна-ха. Мĕншĕн тесен çурăм шăмми кукăрăлни ӳссе пыракан организма самай хур тума пултарать: сывлăш çулĕн органĕсем, юн çаврăнăшĕ, вар-хырăм тĕрĕс мар аталанаççĕ. Çакăн сăлтавĕсем нумай: ача çуралнă чухнех унăн скелечĕ тĕрĕс мар йĕркеленнĕ, ӳт виçи хăйне кирлинчен пĕчĕк пулни, ача ӳт-пӳ енчен начар аталанни мышцăсен корсечĕ питĕ вăйсăр пулни, хулпуççи тĕлĕнче е пĕвĕпех мышцăсем симметрипе, пĕр пек аталанман. Çан-çурăма тĕрĕс мар тытас йăла (кукăрăлса, курпун кăларса ларни-утни тата ытти те). Çаксемсĕр пуçне йывăр япаласем йăтнă чух ӳсекен организма амантни, йывăрăша икĕ алла та пĕр пек пайласа паманни. 
Кĕлетке и ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 489 | Хăçан хушнă: 30.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:22:00
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!