Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 04
Конкурс тĕллевĕсем 

Чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яковлева чысласси. Чăваш чĕлхи кунне тивĕçлĕ шайра палăртасси. Шкулта вĕренекенсене литература ĕçĕпе çывăхрах туслаштарасси. Çамрăк çыравçăсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ÿстерме пулăшасси.

Конкурс йĕркелÿçисем

Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви.
«Тантăш» хаçат редакцийĕ.
Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕ.

Конкурса хутшăнакансен мĕнле хайлавсем, хăçан тата ăçта ярса памалла.

Литература пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикипе ун тулашĕнче пурăнакан 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕренекенсене те конкурса хутшăнма чĕнетпĕр. Комисси халиччен пичетлемен, конкурссене тăратман чăвашла сăвăсемпе калавсем, очерксемпе повеçсем, пьесăсем тата литературăн ытти жанрĕ- ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 669 | Хăçан хушнă: 04.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нарăсăн 26-мĕшĕнче каçхине федераллă каналсем 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимп вăййин талисманĕсене палăртни çинчен пĕлтерме тытăнчĕç. Тӳрĕ эфирта халăх сасăлавĕ ирттернĕ май малти вырăна шурă упа, мулкач тата леопард тухнă. Юлашки чĕр чун Владимир Путина килĕшни çинчен премьер хăй пĕлтернĕ. Çынсем суйласа илнĕ талисмансене сĕннĕ виçĕ çын хушшинче Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Сильвия Петрова та пур. Вăл сĕннĕ мулкачшăн телекуракансенчен 16 проценчĕ сасă панă. 
Раççейре 2014 çулта иртмелли Хĕллехи Олимп вăййисен талисманĕсен конкурсĕ пĕлтĕрхи авăнăн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Пурĕ унта 24 пин ытла ĕç ярса панă. Жюри вĕсенчен 11 ĕçе суйласа илнĕ. Хĕл Мучин сăнарне Халăхсем хушшинчи Олимп комитечĕн «аллине лекесрен» (сăмах автор прависем пирки пырать) конкурса хутшăнакансен шутĕнчен кăларма тивнĕ. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 523 | Хăçан хушнă: 04.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:03:09
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!