Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 17
 «Халăх шкулĕ» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕнче (13–14 стр.) Ю.М.Виноградов доцентăн «Икĕ ыйту такăнтарчĕ» статйи пичетленсе тухрĕ. Унта сăмах Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан чăваш ачисен республика (область) шайĕнче ирттернĕ олимпиадăн ачасемшĕн чи йывăр ыйтăвĕсемпе палаштарнă, хуравсенчи йăнăшсене тишкернĕ.
  Сире статьяпа паллаштаратпăр. 

Икĕ ыйту такăнтарчĕ

  2010 çулхи раштав тата 2011 çулхи кăрлач уйăхĕсенче тулай (диаспора) чăваш ачисем хушшинче тăван чĕлхепе тата литературăпа республика (область) шайĕнчи олимпиадăсем иртрĕç. Вĕсен материалне пирĕн Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедринче хатĕрлесе патăмăр. Кафедрăран икĕ çын – Ю. Вингорадов доцентпа Л. Петрова методист Хусанта жюрире те ĕçлесе курчĕç.
  Жюри ачасем чухламан ыйтусем литературăпа пачах çуккине палăртрĕ. Çав вăхăтрах чĕлхепе икĕ ĕç йывăр пулни курăнчĕ. Пĕр ĕçĕнче ачасен текстри предложенисене пĕтĕмĕшле тишкермеллеччĕ, тепринче чар ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1010 | Хăçан хушнă: 17.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  «Юмах тĕнчи» хаçат» пĕрлешĕвĕ «Юмах тĕнчи» ятлă брошюра сери-серипе кăларма хатĕрленет. Пĕрремĕш кĕнеке 14 страницăллă пулмалла. Кунта пиччĕшĕпе шăллĕ Гримсен «Кушакпа шăши» хайлавĕ тăрăх, вырăс халăхĕн «Асаплă ĕç» юмахĕ тăрăх тата тутарсен «Кукăр хурăн» юмахĕ тăрăх ъкернĕ комикс ярăмĕсене кĕртнĕ. Содержанийĕ тăрăх материал шкул çулне çитменнисене тата 1-мĕшпе 2-мĕш класс ачисене тивĕçтерет. 
  Комикс мелĕ юмахсен содержанине ъкерчĕксемпе тата чăвашла çырнă текстсемпе уçса парать. Ÿкерчĕклĕ калав нумай енчен мультфильм майлă. Çавăнпа брошюра вырăсла калаçакан ачасене те, чăвашла калаçакансене те кăсăклантарма пултарать. Материала ачасен чăвашла пуплевне аталантармалли илĕртÿллĕ хатĕр тесе пăхмалла. Ăна тĕрлĕ тĕслĕ сăрпа пичетлесе кăларсан тĕнче шайĕнчи кĕнеке пулас пирки тавлашу çук.
  Ал çырăвне пичете сĕнетĕп.

ЧРВИн чăваш чĕлхипе

литератури кафедрин пуçлăхĕ доцент Ю.М.Виноградов
Миçе хут пăхнă: 568 | Хăçан хушнă: 17.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:13:20
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!