Юнкун, 24.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 06
Вĕрентекен пурнăçĕ хальхи саманара çăмăл теме çук. Уроксене хатĕрленесси, тĕрлĕрен хут ĕçĕ тăвасси, уроксем хыççăн ачасене канăвне йĕркелесси тата... — вуншар-вуншар ыйту тухса тăрать. Çав вăхăтрах харпăр хăй пĕлĕвне ӳстересси те чи çивĕччисенчен пĕри. Ăна ниепле те аякка хăварма пулмасть — кунта вĕрентекенĕн кулленхи пурнăçĕ, шалăвĕ, çемье пуласлăхĕн тĕп пайĕ.
Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан вĕрентекенсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе нумай пулмасть çĕнĕ тетелти журнал тухрĕ. Вăл «Шкулта» ятлă, http://shkul.su адреспа вырнаçнă.
Владимир Андреев, тĕтелти журнала çутта кăлараканĕ каланă тăрăх чăвашла интернет журнал кăларас ĕмĕт унăн тахçанах пулнă. «Халĕ ку ĕçе пуçăнма вăхăт çитнĕ. Паллах, журнал пĕтĕмпех шкул тата шкул таврашĕнчи пурнăçпа çыхăннăскер пулĕ», — тет вăл 1-мĕш кăларăмăн кӳртĕм пайĕнче.
«Шкулта» журналпа пурте тӳлевсĕр паллашма, унти материалсене хăйсен ĕçĕнче усă курма пултараççĕ. 1-мĕш кăлар ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1881 | Хăçан хушнă: 06.03.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Чăваш Енри Красноармейски шкулĕнче "Чăваш пики-2012" конкурс иртрĕ. Унта 10 класра вĕренекен маттур чăваш пикисем хутшăнчĕç. Вĕсем çаксем пулчĕç: Кириллова Нина (10-а класс), Миронова Анжелика (10-а класс), Никифорова Анастасия (10-б класс) тата Степанова Екатерина (10-б класс). Конкурсантçăсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Михайлова З.П. хатĕрленĕ. Вăйă-ăмăртăва шкул вулавăшĕн заведующийĕ Чаховская Э.В. ертсе пычĕ. Хĕрÿ тупăшура "Чи ырă та сăпайлă пике" номинацире Кириллова Нина, "Чи çепĕç те кăмăллă пике" номинацире Миронова Анжелика çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Степанова Екатерина вара "Вице Чăваш пики-2012" ята тивĕçрĕ. "Чăваш пики-2012" ята вара 10-б класра вĕренекен Никифорова Анастасия çĕнсе илчĕ. Вăл район шайĕнче иртекен "Чăваш пики-2012" конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Саламлатпăр! ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 665 | Хăçан хушнă: 06.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:20:07
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!