Кĕçнерникун, 28.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Ака » 05
Тин кăна тенĕ пек Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» 1-мĕш томĕ пичетрен тухрĕ. Нумай-нумай çул хатĕрленĕ ăнлантару словарĕ вулакансем патне çитрĕ.
Нумай томпа кӑларма палӑртнӑ ӑнлантару словарĕн пӗрремӗш томӗ А — И саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсемпе паллаштарать. Авторсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вулакан кашни сӑмахӑн пӗлтерӗшӗпе е пӗлтерӗш ярӑмӗпе, ҫирӗпленнӗ ҫыхӑнӑвӗсемпе тата стилистика уйрӑмлӑхӗпе паллашма пултарать. Тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсемпе пӗрлех сайра тел пулаканнисем те, кивелнисемпе вӗр ҫӗннисем те ку словарьте вырӑн тупнӑ.
«Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» тӑван чӗлхене хаклакан, ӑна тӗплӗрех пӗлме тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн интереслӗ те усӑллӑ пулӗ. Çитес вăхăтра ăна эсир «СУМ» лавккара туянма пултарăтăр.

Миçе хут пăхнă: 695 | Хăçан хушнă: 05.04.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Мартăн юлашки кунĕсенче чăваш юрри-кĕввине кăмăллакан çамрăксене Шупашкар хули черетлĕ уява пухнă. Пĕтĕм чăвашсен эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль конкурсĕ кăçал вун виççĕмĕш хут иртнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх ăна Чăваш наци конгресĕпе Чăваш çамрăкĕсен «Хастар» пĕрлĕхĕ ЧР Культура‚ наци ĕçĕсемпе информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшăвĕпе йĕркеленĕ.
Конкурса 16 çултан пуçласа 35 çул тултарнă çирĕм сакăр хĕрпе каччă килсе çитнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ Чăваш Республикинчен (17)‚ çаплах Тутарстанран‚ Ульяновскпа Самар облаçĕсенчен‚ Красноярск крайĕнчен‚ Ямал-Ненецк автономиллĕ округран. Асăннă регионсенчен юрă ăмăртăвне пĕрер конкурсант хутшăннă пулсан‚ Пушкăртстан Республики ку енĕпе çулсерен чи активли пулнипе уйрăлса тăрать. «Кĕмĕл сасă-2012» конкурсра хăйсен пултарулăхĕпе Алена Савельева (Авăркас районĕ‚ Юламан ялĕ)‚ Елена Садыкова (Чекмагуш районĕ‚ Юмаш ялĕ)‚ Татьяна Никитина (Кармаскалă районĕ‚ Сихун ялĕ) тата Любовь Хайбуллина (Кармаскалă районĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 580 | Хăçан хушнă: 05.04.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:16:09
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!