Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 04
Пысăк çынра пурте пысăк пулмалла теççĕ: туйăмĕсем те, шухăшĕсем те, ĕмĕчĕсем те, тĕллевĕсем те, ĕçĕсем те – пурте-пурте. Юрий Спиридонов тĕлĕшпе илес пулсан çак каларăш 100 проценчĕпех тÿрре тухать. Вăл кĕлеткипе те боевиксенчи хăватлă та харсăр киносăнара аса илтерет, ĕçĕсемпе те тахçанах палăрнă. Юрий Николаевич пуçăнакан ĕçĕн пĕлтерĕшĕ, пахалăхĕ, курăмлăхĕ пирки иккĕленмелле мар, тăвас ĕçе вăл тĕплĕ те ăмсанмалла лайăх тума хăнăхнă. Ю. Спиридоновăн çынна пулăшасси малти вырăнта тăрать: ачасене, уйрăмах «йывăр» теме хăнăхнисене, спортсменсене, чăваш культурин ĕçченĕсене тĕрек парсах тăрать вăл.
Юлашки çулсенче Ю.Спиридоновăн пурнăçĕнче кино пысăк вырăн йышăнма пуçларĕ. Чи малтанах вăл каскадер пек Раççей телевиденийĕнчи паллă «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ÿкерĕннĕ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерĕ – Андрей Голубев), «Человек войны» (Раççей, режиссерĕ – Алексей Муратов) сериалсенче тĕп рольсе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 523 | Хăçан хушнă: 04.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Василий Эктелĕн «Лили» кĕнекине тăрăшсах вуласа тухрăм. Пуян чĕлхепе çырнă хайлавсем мана питĕ килĕшрĕç. Мĕнле хитре иккен чăваш чĕлхи усă курма пĕлсен! Эпĕ унăн асамлă тĕнчинех кĕрсе ÿкрĕм пулас. Юрату сăнарĕсем мĕнлерех тата Эктелĕн! Ар çын юрату тĕнчине çапла вăйлă сăнласа пани тĕлĕнтерет. Ахăртнех вăл хĕрарăмсене юратнă, хисепленĕ. Вырăн çинчи савăшу та илемлĕ чĕлхепе ÿкерĕнет ун хайлавĕсенче, намăслăх çук. Чăн-чăн юрату туйăмĕсем, пилĕкрен аялти мар. Маншăн Эктел чăваш юратăвĕн ÿнерçи пулса тăчĕ. Тата вăл чăваш Пушкинĕ те пулĕ, Бунинĕ те. Хăйне пĕлместĕп, курман. Анчах вăл мана ăслă, тарăн шухăшлама пĕлекен, хĕрарăм чунне ăнланма пултаракан çын пек туйăнса кайрĕ. 
Питĕ кăсăклă япала вăл – юрату. Кам мĕнле ăнланать иккен. Эктел таса юрату шырать. Набоковăн пеккине мар, чун шайĕнчине. Ясарлăх тĕнчин тÿнтер енĕсене тавăрса кăтартма пикеннĕ вăл, хай çав тĕнчере пулса курнăран та пуль. 
Валери Туркай вара хăйĕн 2003 çулта тухнă «Чунăм манăн, чунăм.. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 517 | Хăçан хушнă: 04.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вĕрентÿ тытăмĕнче хальхи пек курăмлă та кăмăла çĕклекен улшăнусем вуншар çул пулманнине ЧР Вĕрентÿ министерствинче иртнĕ брифингра тепĕр хут палăртрĕç. Владимир Иванов министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе аталантарма 843 миллион тенкĕ – пĕлтĕрхинчен 3 хут нумайрах – уйăрнă. Çавăнпа ырă улшăнусем тата ытларах пулмалла: республикăри пĕлÿ çурчĕсене юсаса çĕнетесшĕн, кĕнекесем, спорт инвентарĕ, çĕнĕ шкул автобусĕсем ытларах туянасшăн... Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕçне аталантарма уйăрнă кашни тенке мĕнлерех тăкаклассине шутласа палăртнă. 
Кăçал шкула кайма хатĕрленекен ачасене ăмсанма та юрать: вĕсен кĕнекесене хăйсен туянмалла пулмĕ. Учебниксене унчченхи пек шкултан тÿлевсĕр пама тытăнасшăн. 
Çапах ашшĕ-амăшĕн пачах тăккаланма тивмĕ теме иртерех-ха: шкул учебниксемпе кăна тивĕçтерĕ. Ĕç тетрачĕсене кашнин хăйĕн шутĕнченех илмелле. Вĕсем вара самаях хаклă, кĕнекесем туяннă чухлех кăларса хума тивет – вăтамран 1-1, 5 пин тенкĕне яхăн. Пĕтĕмĕшл ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 544 | Хăçан хушнă: 04.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чăваш ял хуçалăх академийĕ Чăваш Енри «Пĕтĕм Раççей ял çамрăкĕсен союзĕ» уйрăмĕпе пĕрле (респуб-лика вĕрентÿ тата ял хуçалăх министерствисем пулăшнипе) сочиненисен конкурсне йĕркелеççĕ. 
Конкурс нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать. 
Конкурса кăçал республикăри вăтам шкултан вĕренсе тухакан çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен «ЯЛ ХУÇАЛĂХ ĔÇЧЕНĔСЕН ДИНАСТИЙĔ» – «АГРАРНАЯ ДИНАСТИЯ» темăпа вырăсла е чăвашла сочинени çырмалла.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ: шкултан вĕренсе тухакансене ял хуçалăхĕпе çыхăннă профессисене суйласа илме пулăшасси, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине «Агрономия», «Ветеринария», «Зоотехния», «Агроинженерия» специальноçсене вĕренме кĕме хатĕр-ленекен пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси, суйланă профессисене алла илме майсем туса парасси. 
Сочиненисенче çамрăксем ял пурнăçне кăмăлланине, унта пурăнакан, хуçалăхра чун-чĕререн тăрăшса ĕçлекенсем, çĕр ĕçне чунтан парăннă специалистсем çинчен е пĕр- ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 735 | Хăçан хушнă: 04.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:11:39
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!