Юнкун, 24.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Архив материалов

Виҫӗ ҫул каялла ҫеҫ шкул пӗтернӗ те ҫак сериалпа кӑсӑклансах кайрӑм. "Мӗнлерех сӑнлаҫҫӗ паянхи вӗренекенсен пурнӑҫне : экран ҫинче? Мӗнле сывлать XXI ӗмӗрӗн ывӑлӗ-хӗрӗ?"

Темӗнле шанчӑкпа, хаваслӑ кӑмӑлпа ҫутрӑм ҫав кун теле-: визора. Ҫутрӑм, кайран хытах ӳкӗнтӗм. "Килпетсӗр! Несӗпсӗр!"  - теес килчӗ пуҫламӑшӗнчех.

Тӑххӑрмӗшпе вуннӑмӗш классенче вӗренекенсем - тӗп геройсем. Вӗрентекенсем - таҫти хыҫалти планра. Ним вырӑнне те хумаҫҫӗҫке вӗсене ачасем: кулаҫҫӗ, итлемеҫҫӗ. Урокпа тӑхтав хушшинче уйрӑмлӑх та ҫук тейӗн...

Шкул умӗнче пирус тӗтӗмӗпе чыхӑнаҫҫӗ "маттурсем", шалта та йӑсӑрлантармалли кӗтес пур вӗсен. Ҫӳлти хута чӑхсем кашта ҫине пуҫтарӑннӑ пек пухӑнаҫҫӗ. Пуҫланать  вара канашлу!.. Кам ӗнер ӑҫта "бухал", кама "предки достали", камӑн ҫӗнӗ джинс шӑлавар : илме укҫа ҫук, кам кам ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1320 | Хăçан хушнă: 01.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Улттӑмӗш ушкӑн - предложени ытлашши вӑрӑмланни, пуш сӑмахсемпе тулса ларни. Ҫакӑ мӗн ҫырнине тӳрех ӑнланса илме чӑрмантарать. Тӗслӗхсем: Хӑналӑх вӑхӑчӗ вара ҫыннӑн хӗвел шевли ӳкекен улӑх-ҫаранлӑ, курӑк-йывӑҫлӑ, шыв-шурлӑ, тӗрлӗ тӗслӗ чечеклӗ ҫӗр ҫинче киленсе утса, кӑкӑр тулли сывлӑша сыв-ласа, кайӑк-кӗшӗк юррипе савӑнса, юрат-нӑ ӗҫре, кил-йышра чун канӑҫне тупса, тӑванӗсемпе ӗҫсе-ҫисе, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, малашлӑха ӗмӗтленсе, ыррипе усалли хушшинче кӗрешсе иртет. Ним ҫукран та ӗҫлесе тем пек паха та ҫутӑ малашлӑх йӗркелесе яма пулать.

Ҫиччӗмӗш ушкӑн - сӑмахсемпе ирӗклӗн усӑ курма, предложенисене шухӑш енчен "ярӑнтарса" ҫырма шикленни, йӑнӑшсем тӑвасран хӑрани.

Саккӑрмӗш ушкӑн - ӑслав манерне тытса пыма пӗлменни. Япаласемпе пулӑмсем пӗр-пӗринпе пиркепе следстви, условипе следстви ҫыхӑнӑвӗсене пӗлтерекен чӗлхе мелӗсемпе (мӗншӗн тес ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 2145 | Хăçан хушнă: 01.04.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Грамматика йӑнӑшӗсен улттӑмӗш тӗсӗ вырӑс чӗлхинчи предлогсен тӳр килӗвне хыҫ сӑмах пӗлтерӗшлӗ япала ячӗпе палӑртнипе пулать: Тӑхтаман Нарспи ҫине авланать. Турӑ ҫине кӑна шанмалла мар. Урӑххи ҫине качча панӑ. Чӑвашла Тӑхтаман авланать, Нарспие качча илет. Турра кӑна шанмалла мар. Урӑххине качча панӑ темелле. Вырӑссем Тохтаман женится на Нарспи. Не следует надеяться только на Бога. Выдали замуж за другого теҫҫӗ. Пирӗн вырӑсла предложенисем тӑвасран сыхланмалла.

Ҫиччӗмӗш ушкӑн - вырӑс чӗлхинчи тӳр килӗве пӑхса чӑваш сӑмахӗн ытти сӑмахӗсемпе ҫыхӑнӑва кӗреслё-хне сарни: Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ӗҫрен тӑрать. Чӑваш-ла Текст виҫӗ пайран тӑрать теме пулать, анчах пурнӑҫ ҫинчен пыракан предложенире тӑрать сӑмах вырӑнсӑр. Ҫын ӗҫсӗр пурӑнаймасть тениех ӑнланмалла. Чӑваш сӑмахӗнчен малтан вырӑс сӑмахне шыранӑ пирки ҫыхӑну мелӗсем те вырӑсланаҫҫӗ. Ҫакна, тӗслӗхрен, использо-вать время тата пользоваться ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 2019 | Хăçан хушнă: 01.04.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Грамматика йӑнӑшӗн тепӗр ушкӑнӗ ҫуклӑха палӑртассинчен килет. Кунта йӑнӑш икӗ тӗрлӗ пулать. Пӗрремӗшӗ вӑл - сказуемӑя пурлӑ формӑра каласа ун ҫумӗнчи ҫуклӑх мелӗсене сулахаялла куҫарни: Ахальтен мар ӗнтӗ ваттисем ӗҫе пурнӑҫ тыткӑчи тенӗ. Пурнӑҫ укҫа ҫинче кӑна мар никӗсленет. Ҫук, тавралӑх вӑл шалти ырӑ йӗркепе те хитре. Ку йӑнӑш вырӑссен. Не напрасно старые люди говорили. Жизнь зиждется не только на деньгах. Нет, природа прекрасна также своей внутренней упорядоченностью йышши предложенисен ӗлкипе пу-лать. Чӑваш чӗлхинче ҫуклӑха сказуемӑя ҫуклӑ формӑна лартмасӑр пӗлтерме ҫук: Ваттисем ӗҫе пурнӑҫ тыткӑчи тесе ахальтен каламан ӗнтӗ. (Ваттисем ӗҫе пурнӑҫ тыткӑчи тени ахальтен мар ӗнтӗ). Пурнӑҫ укҫа ҫинче кӑна никӗсленмест. (Пурнӑҫ укҫа ҫинче кӑна мар, ытти пахалӑх ҫинче те никӗсленет.) Ҫук, тавралӑх тулашри илемӗпе кӑна илӗртет тени тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен тавралӑх вӑл хӑйӗн шалти йӗркипе те хитре. (Ҫук, тавралӑх тулашри илемӗпе кӑна илӗртет ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1296 | Хăçан хушнă: 01.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăваш шкулĕн 9-мĕш класне пĕтерекенсем кăçалхипе тăван чĕлхепе çĕнĕлле экзамен виççĕмĕш хут тытаççĕ. Иртнĕ тĕрĕслевре ачасем пĕлÿ шайĕ çирĕп пулнине кăтартрĕç. Çакă, паллах, çитменлĕхсем çук тенине пĕлтермест. Вĕренмелли, ĕçлемелли тата та пур. Тăван чĕлхепе калаçакан йыш малашне ÿссе пытăр , шкул пĕтернĕ çамрăк тĕрĕс калаçма, çырма пултартăр, экзамен пахалăхĕ çулсерен ÿссе пытар тесен хальхи йăнăшсене пĕлес пулать.

 Ҫӗнӗ йӗркепе тытакан экзамен икӗ пысӑк пайран тӑрать: пӗри - тест ыйтӑвӗсене хуравласси, тепри - изложенипе сочинени хайласси.

Тест ыйтӑвӗсене илсен чи йывӑррисен шутне çаксене кӗртмелле: стиле палӑртасси тата сӑмах тытӑмне тишкересси. 2009 ҫулта икӗ текстра та ӗҫ темине тапратнӑччӗ. Хветӗр Акивер хайлавӗ илемлӗх стилӗпе ҫырнӑскерччӗ, Илпек Микулайӗн - публицистика. Нумай ача Илпек Микулайӑн публицистикине асӑрхаман, текс ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1383 | Хăçан хушнă: 01.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

— Вихтăр, сирĕн ĕнĕр туртать-и?
— Çук.
— Апла-тăк сан ампару çунать.

==========================================================================

Арăмĕ упăшкине:
— Ваççа пăх халĕ, пирĕн чăх епле салху! Апата ямалла пулĕ?
— Эсĕ ку ун кăмăлне çĕклет тесе шутлатăн-и вара?

==========================================================================

— Хваттер илме черетре тăратăп теттĕн. Шăвать-и черечĕ?
— Шутараççĕ курăнать-ха: виççĕмĕшĕнчен вун виççĕмĕшне çитрĕм.

==========================================================================

Ваçук ашшĕне:
— Ку çын учитель курăнать.
— Мĕншĕн апла шухăшлатăн?
— Ларас умĕн пукана тимлĕн сăнаса пăхрĕ.

==========================================================================

— Хамăр кушака Пенопласт ят хутăмăр. Темиçе хут путарсан та ишсе тухать.
— Эпир вара — Бумеранг. Кирек ăçта персе хăварсан та каялла çаврăнса çитет.
— Пирĕн вара Джордано Бр ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 726 | Хăçан хушнă: 01.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Паян , пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Красноармейски районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ С.А.Николаев тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.И. Федоров кĕтсе илчĕç. Кун хыççăн Николай Васильевич «Шетмĕ» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак хуçалăх ертÿçи Владислав Германович Васильев пĕлтернĕ тăрăх, кунта халĕ 5 çын ĕçлет. Ăна 2006 çулхи март уйăхĕнче йĕркеленĕ. 2008 çулта унччен усă курман 208 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Пĕлтĕр 240 гектар тĕш тырă акса пĕр гектартан кĕлет виçипе 20 центнер тухăç пухса илнĕ. Кăçал 350 гектар акасшăн. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 181 пуç шултра мăйракаллă выльăх шутра тăрать, вĕсенчен 70 пуçĕ - сăвакан ĕне. 2009 çулта кашни ĕнерен 4984 килограмм сĕт суса илнĕ. Укçа çине куçарсан хуçалăх 5472 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. (2008 çулта - 4006 пин тенкĕлĕх), ăна сутса 3967 пин тенкĕ тупăш илнĕ, таса тупăш вара 910 пин тенкĕпе танлашнă.


Президент Алманч ял т ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 641 | Хăçан хушнă: 27.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сисмерĕмĕр те – каллех çуркунне çитрĕ. Апла-тăк кĕçех пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ППЭ) тытас вăхăт та çитет. Экзамен тытас умĕн шкул пĕтерекенпе унăн ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха?
ППЭ формипе кăçал та 11 класс пĕтерекен кашни çамрăкăн экзамен тытмалла. Вăтам пĕлӳ çинчен парăнакан аттестата икĕ тĕп предметпа – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – ППЭ тытса çирĕплетнĕ минимумран кая мар балл пухнă шкул ачисем илме пултараççĕ. Балсем мĕн чухлĕ пулмалли норма кашни çул тĕрлĕрен. Ăна Рособрнадзор çирĕплетет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, математикăпа минимум 21 балпа танлашнă.
Ачăр аслă е ятарлă вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенине кĕрейтĕр тесен шкул пĕтерекенĕн тата хăй суйласа илнĕ предметпа ППЭ тытмалла. Вĕсен результачĕсем вĕренме кĕнĕ чухнехи экзамен пек шутланаççĕ. Суйласа илмелли экзаменсене хуть те миçе предметпа тытма юрать – пĕтĕм предметпа тытсан та никам нимĕн каламĕ, вĕсем çирĕплетнĕ списока кăна кĕччĕр. Сăмах май списока çак предметсем кĕреççĕ: биологи, географи, ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 616 | Хăçан хушнă: 23.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче 9:00 сехетре Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ «Уçă алăксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçма, факультетăн вĕренӳ тата йышăну йĕркипе паллашма, вĕренме кĕмелли экзаменсем çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ. Тĕлпулу университет çурчĕн 1-мĕш корпусĕнче, 4 хутра, 434-мĕш аудиторире иртет.
Çак кунах пултарулăх конкурсĕ иртет. Театр ĕçĕпе специализациленес текенсем, эстрада тата халăх юрри, хореографи ăсталăхне алла илес текенсем пултарулăх конкурсне хутшăнма пултараççĕ.
Абитуриентсен пултарулăх конкурсĕнче сăвă е юптару каламалла, юрă юрласа памалла, ташласа кăтратмалла, пĕр-пĕр ситуацине выляса кăтартма пĕлмелле (этюд) — хăвăрăн пултарулăха пур енлĕн кăтартмалла.
Пулас абитуриентсем хăйсен музыка инструменчĕсемпе, диск-касс ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 560 | Хăçан хушнă: 22.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх пирĕн çĕр-шыври шкулсенче пĕтĕмпе тенĕ пекех хĕрарăм учительсем ĕçлеççĕ.-   Республикӑри педагогсен пӗрлӗхӗнче те ар ҫынсен шучӗ пурӗ те 6 процент ҫеҫ, - пӑшӑрханӑвне пытармарӗ ЧР Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Инесса Владимировна Ядранская. - Европӑпа Америкӑра вара хӗрарӑм тата ар ҫын учительсен йышӗ пӗр пекрех: 45 процент - ар ҫынсем.

-   Кӗҫех пире сайра тӗл пулакан "экспонат" тесе музее вырнаҫтарма та пулать, - шӳтлет Красноармейски салин 2-мӗш шкул учителӗ Виталий Михайлович Михайлов.

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 847 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 24 25 26 27 28 29 »


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:35
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!