Кĕçнерникун, 28.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Архив материалов

Ҫумра юратнӑ ҫын пулсан мӗн тери аван иккен. Вӗҫӗмсӗр юрлас-ташлас килет.

Юрӑпа эпир шӑп та лӑп виҫӗ ҫул каялла Юратакансен кунӗнче паллашрӑмӑр. Троллейбусран тухнӑ чухне ура ӑнсӑртран шуса кайрӗ те тротуар ҫине ӳкрӗм. Ҫук, никам та хӗрхенсе алӑ парса тӑратмарӗ. Ура тӳсмелле мар ыратнӑран аран тӑтӑм та уксахла-уксахла сак ҫине кайса лартӑм. 

- Хӗр ачи, ҫак сумка сан мар-и? - терӗ сасартӑк такам хул пуҫҫинчен тытса. Ҫаврӑнса пӑхрӑм та - чечек ҫыххи йӑт­нӑ кӑн-кӑвак куҫлӑ йӗкӗт тӑнине курах кайрӑм. Сулахай аллинче ва ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 747 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Тӑван яла таврӑнсан вӗҫӗмсӗрех ачалӑх тӗнчин алӑкне уҫатӑп: Чӑр-чар, Пиҫпак, Микиш кӗперӗ, Ленкше пуҫ тăвайккийӗсем яп-якаччӗ. Вӗсенче ача-пӑча хӗвӗшетчĕ кăна! Пӗрисем ҫунашкапа вирхӗнетчӗҫ, теприсем йӗлтĕр хуҫмаллах хамӑр ӑсталанӑ трамплинран сикетчӗҫ... Ялта хоккейла вылямалли 7 площадкӑччӗ. Халӗ тӑвайккисемпе варсем хулӑн кӗрт айӗнче. Ача-пӑча сасси илтӗнмест унта. Вӗсене йӗлтӗр йӗрӗ пачах илӗртмест-ши? Ыйту ҫӑмхине сӳтме учительсене чӗнтӗмӗр.

-  Красноармейски салинчи 2-мӗш шкулпа юнашарах электричество хунарӗсемпе ҫутатакан трасса хывнӑ, каток йӗркеленӗ. Хӗл кунӗсенче те сывлӑха ҫирӗплетме, спортри кӑтартусене лайӑхлатма майсем пур, - тет чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Зинаида Петровна Михайлова. -Кунта каҫченех ача-пӑча хӗвӗшет.

Елчӗкри вӑтам шкулти Любовь Васильевна Кудрявцева шухӑшне ҫапларах палӑртрӗ:

- Ас тӑватӑп-ха, Масар ҫырминче хӗвӗшеттӗмӗр. Алсиш йӗпеннипе пӑр чӑмакки пек пулатч ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1251 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Конкурс тӗллевӗсем:

Тӑван халӑха ҫутта кӑларнӑ И.Я.Яковлева чысласа, Чӑваш чӗлхи кунне тата фашистла Германине ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ палӑртасси, вӗренекенсене литература ӗҫӗпе ҫывӑхрах туслаштарасси, ҫамрӑк ҫыравҫӑсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне ӳстерме пулӑшасси.

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1262 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗ, М.Я. Сироткин ячӗллӗ чӑваш литература кафедри (студентсен  "Хунав" литпӗрлешӗвӗ,  "Ҫилҫунат" ӑслӑлӑхпа пултару пӗрлешӗвӗ, "Ҫамрӑк журналист" кружок), Чӑваш халӑх академийӗ, чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен "Тантӑш" хаҫачӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсене пултарулӑх хайлавӗсен (сочиненисен) ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

Конкурс тӗллевӗ:

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1024 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш эрне никампа та калаҫмастӑп. Кӑмӑлӑм ҫук. Тӗрӗссипе, ӑна чи юратнӑ ҫыннӑм Валера пӑсса хучӗ.

Пӗр кунхине ир-ирех такамран СМС илтӗм. "Ҫын савнийӗпе телейлӗ пулатӑп терӗн-ши? Ан ман, ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкместех", - тенӗ унта. Ним те ӑнланмарӑм. Ара, эпӗ камӑн каччине туртса илнӗ вара? Валерӑпа тӑваттӑмӗш ҫул пӗр хирӗҫмесӗр ҫӳретпӗр те, ӑна нихӑҫан та урӑххипе ылмаштарман. Такампа пӑтраштараҫҫӗ тесе ун чухне хама хам лӑплантартӑм-ха.

Тепӗр кунне каллех ҫавнашкал ҫыру илтӗм, кайран татах... Шӑп ҫак кунхине ман пата Валера килчӗ. Сумкине тенкел ҫине лартрӗ те: "Ҫӑкӑр илме маннӑ", - ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 852 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Ĕнер, нарăсăн 21-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ, 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ. Ку уява йышăннине ПНО-н Тĕп Ассамблейи те ырланă, хăйĕн шутне кĕрекен пайташ-патшалăхсене тĕнчери пур чĕлхесене те хÿтĕлеме тата вĕсене упраса хăварма чĕнсе каланă.
ЮНЕСКО ку уява тунă май тĕнчери çухалма пултаракан чĕлхесем епле пурăннине тишкерме тата вĕсене пĕтесрен пулăшма шутлать.
ЮНЕСКО шучĕпе çитес вăхăтра тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри таран çухалма пултарать — чĕлхене пĕлекен, калаçакан юлашки çынсем вилме пултараççĕ.
2009 çулхи пĕтĕмлетÿпе ЮНЕСКО Раççейри 136 чĕлхен пуласлăхĕ япăххине палăртнă, вăл шутра — чăваш чĕлхин те.
Чăваш чĕлхине çăласси, ăна аталантарасси — кашни чăвашăн тивĕçĕ. Чăваш ята илнĕ çыннăн хăйĕн чĕлхине май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшмалла (а ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 835 | Хăçан хушнă: 22.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хăйĕн сайчĕ урлă ирттернĕ «Ачасен пултарулăхĕ» инçет литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă. Унта районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен проза, поэзи тата тата драма жанрĕсемпе çырнă  50 яхăн ĕçне тăратнă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем ытларах Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен (30 ĕç, вĕрентекенĕсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов), Пикшик шкулĕнчен (14 ĕç, вĕрентекенĕ – Л.А.Тихонова),  Упи шкулĕнчен (4 ĕç, вĕрентекенĕ – В.В.Васильева) тата Карай шкулĕнчен (3 ĕç, вĕрентекенĕ – А.Ю.Никандрова)  хастар пулчĕç.  Тавах вĕсене!

Çĕнтерÿçĕсемп ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1056 | Хăçан хушнă: 21.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 14-мĕшĕччен Красноармейски 2-мĕш шкулĕн интернет сайчĕ урлă Красноармейски районĕ - Трак ен тăрăхĕ 75 çул тултарнине халалласа тăван ен историйĕпе культурин инçет олимпиади иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов пулчĕ. Олимпиадăна пĕтĕмпе 61 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен. Çак шкултан пурĕ 33 ача хутшăнма кăмăл тунă. Упи шкулĕнчен 15 ача, Именкасси шкулĕнчен – 5, Мăн Шетмĕ шкулĕнчен – 4, Чатукасси шкулĕнчен – 1, Шывпуç шкулĕнчен – 1. Çакă савăнтарать: олимпиадăна район тулашĕнчи шкул ачисем те хутшăннă. Вĕсем – Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулĕн вĕренекенĕсем. Çак ырă ĕçе хăнăхтараканни – пирĕн район хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна (Георгий Тусли журналист çемйинчен вăл.)

Çĕнтерÿçĕ ятне 50 балран ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 572 | Хăçан хушнă: 18.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ҫынна кӳрентерме питӗ ҫӑмӑл, каҫару ыйтма чылай йывӑртарах. Хӑшӗсем тата сӑлтавсӑрах тута тӑсма кӑмӑллаҫҫӗ. Унччен, ача чухне, хам та ҫавӑн пекчӗ. Каҫару ыйтсан та чӗнместӗмччӗ. "Тута тӑсса ҫӳрени хӗрсене пачах килӗшмест", - ӑс паратчӗ анне. Шкулта пулса иртнӗ пӗр пӑтӑрмах та асра...
Ун чухне эпӗ 8-мӗш класраччӗ. Чӑваш литературипе пире пӗр ҫул кӑна усӑ курнӑ кӗнекесем панӑччӗ. Анчах килте сӑвӑ вӗренме тӑтӑм та - унта мана кирлӗ стра-ница ҫук. Урока хатӗрленмесӗрех кайма тиврӗ. Учителе тӗрӗссине каларӑм, вӑл мана ӗненмерӗ, сӑвӑ вӗренес килменрен кӗнеке листине ҫӗтсе илнӗ тесе вӑрҫрӗ, пӗтӗм класс умӗнче намӑслантарчӗ. Хирӗҫ нимӗн те чӗнеймерӗм, килелле тухса утрӑм.
Тепӗр кунне "ҫӗтнӗ" страницӑшӑн вӗрентекене укҫа парасшӑнччӗ. Анчах вӑл илмерӗ. Ытти предмет учебникӗсенчен те сӑвӑ страницисем ҫухалнине асӑрханӑ-мӗн. Ҫак кӗнекесем малтанхи ҫул камра пулнине пӑхнӑ: пуринче те пӗр хушамат, манран пӗр ҫул аслӑрахскер ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 901 | Хăçан хушнă: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Нарăсăн 4-мĕшĕнче, республикăра черетлĕ «Чĕвĕлти чĕкеç» ăмăрту-вăйă иртрĕ. Кăçал ачасем хăйсен ăс çивĕчлĕхне 7-мĕш хут кăтартĕç ĕнтĕ. Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕрентӳ Министерстви, «Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентӳре» регионсем хушшинчи обществăллă организацийĕн чăваш уйрăмĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ. Конкурсăн тĕллевĕ: ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хăнăхтарасси, вĕсен пуплев культурипе пултарулăх енне туртăнассине ӳстересси.

Красноармейски районĕнчи шкул ачисем те ăна хастар хутшăнчĕç. Чи йышлăн хутшăннисем - Красноармейски иккĕмĕш шкулпа Трак чăвашла нимĕçле гимнази вĕренекенĕсем. Уписемпе пикшиксем те хутшăнма кăмăл тунă. Шкул ачисен пурĕ 30 задани пурнăçлама тиврĕ — вĕсенче кашни чăваш чĕлхипе тата лингвистикăпа пухнă пĕлĕве кăтартмалла пулчĕ. Пур ыйтăвăн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут панă.

Вăйă пĕтĕмлетĕвне классем тăрăх пăхса тухĕç. Çĕнтерӳçĕсене йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш чĕлхи кунĕнче Шупашкарта чыслĕç.

Пур ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 678 | Хăçан хушнă: 05.02.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 25 26 27 28 29 »


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:24
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!