Кĕçнерникун, 18.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Архив материалов

С 1 сентября шесть московских образовательных учреждений, победители проекта "Школа новых технологий", приступили к занятиям по электронным учебникам. Этого момента ждали давно. Всего столица закупила 2600 учебных планшетов на платформе Android по истории, биологии и химии для учеников 5-8 классов. Это пока пилотный проект, который должен показать, насколько столичные школы готовы полностью перейти на электронную систему обучения.

"Пока дети только знакомятся с учебниками. Наша школа их получила более 400 штук. Педагоги прошли специальные курсы обучения", - рассказывает директор школы №1010 Ирина Жданова.

По словам Ирины Дмитриевны, учителя с удовольствием взялись за изучение новых технологий. И, несмотря на то, что среди 12 педагогов, которые с 1 сентября ведут занятия с помощью современного оборудования, есть и представители старшего поколения, никого это ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 565 | Хăçан хушнă: 08.09.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Фоторепортаж

Ĕнер, çăвăн 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ тата «Чăваш ачи, сасуна пар!» видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысласси пулчĕ.

Кĕнеке пирки ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников, редакторĕ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вĕрентекенсем те — тухса калаçрĕç. Конкурса йĕркелекенсем кашни автора эпир тин çеç тухнă кĕнекене парнелерĕç.

«Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсăн çĕнтерӳçисене темиçе парне кĕтрĕ — паллă сăвăçсен сăнĕсем (вĕсене чăваш ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 1166 | Хăçан хушнă: 25.05.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Ака уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче (ăна, хутшăнакансем ыйтнипе, çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсма тиврĕ) Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе, Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн  Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тата Чăваш патшалăх символĕсен авторĕн Э.М.Юрьев ÿнерçĕн Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи музейĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче "Улăп – 2014: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс иртрĕ.

Ăна Чăваш чĕлхи кунне, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Е.Петров çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă.

Конкурса пурĕ 70 ытла ача ыйтса çырни ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Ачасен ĕçĕсенчи тĕп çитменлĕхсем çаксем: факт тата орфог ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 969 | Хăçан хушнă: 25.05.2014 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Конкурса хутшăнакансем ыйтнипе "Улăп-2014: Эпир Улăп йăхĕнчен" вăйă конкурс çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать.

  1. Виталий Петров ăçта тата хăçан çуралнă? Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ашшĕ-амăшĕ ăна Шăнкăрч тесе чĕннĕ. Сăлтавне уçса парăр.
  2. Виталий Петровăн çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Тĕплĕнрех каласа парăр.
  3. Виталий Петровăн юратнă юрăçисем çинчен мĕн пĕлетĕр.
  4. Юрăçă репертуарĕ хăш халăх юррисенчен тăнă? Вĕссенчен паллăраххисем хăшĕсем?
  5. Виталий Петров юррисене çырнă грампластинка ячĕсене палăртăр. Вĕсене ăçта кăларнă?
  6. Чăвашсен хăш композиторĕпе туслă пулнă вăл? Кам вăл? Унăн хăш юррисене юрл ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 767 | Хăçан хушнă: 29.04.2014 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Эпӗ — чӑваш ачи. Манра чӑваш юнӗ чупать. Атте те, анне те манӑн чăваш. Эпӗ кунпа мӑнаҫланатӑп. Мана вӗсем сӑпкара чухнех чӑваш юррипе йӑпатнӑ. Хам мӗн пӗчӗкрен калаҫса уснӗ чӑваш чĕлхине питӗ юрататӑп. Манӑн ҫемҫе чĕлхепе калаҫас та калаҫас килет. Унпа кирек епле ӑсла шухӑша та витӗмлӗн палӑртма, сӑнарлӑ сӑмах ҫыхӑнӑвӗсемпе усă курса хуть те мӗнле пулӑма та каласа ӑнлантарма пулать. Чăваш сăмахӗ чӗре ҫумне ҫемҫен лексе ӑшӑтни тата мӗне тӑрать! Ку чĕлхепе мана темиҫе хут калаҫма ҫӑмӑлрах. Эпӗ ытги чĕлхесене кÿрентересшӗн мар. Анчах та ку чӑнах та ҫапла. Ăшшӑн каланӑ чӑваш сӑмахӗ кашни ҫын чунне ӑшӑтать, кӑмӑлне ҫӗклет тесе шутлатӑп эпӗ. Ватта-вӗтте вара вӑл йӑпатать, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурӑнма хавхалантарать.

Эпӗ чăваш юррине, спектакльне, чӑваш передачине каҫса кайсах итлеме юрататӑп. Шкултан таврӑнсанах наци радионе яратӑп.Анне те манӑн чӑваш юррисене итлет. Мĕнле ҫепӗҫ вӗсем. Эпӗ ҫакна пӗчӗкрех чухне ӑнланм ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 4535 | Хăçан хушнă: 25.04.2014 | Рейтинг: 4.4/7 | Комментарисем (0)

Ака уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуçарнипе тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе республикăмăрти районсем хушшинче йăлана кĕнĕ "Улăп – 2014: Эпир - Улăп йăхĕнчен!" уçă инçет вăйă конкурс пулать. Кăсалхипе вăл виççĕмĕш хут иртет (2012, 2013).

Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Раççей Чăваш Республикисен тава тивĕçлĕ артисчĕ, паллă чăваш юрăçи çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă.

Конкурса Чăваш Республикинчи тата унăн тулашĕнчи 5-11 класра вĕренекен мĕн пур шкул ачи хутшăнма пултарать. Конкурс викторина евĕрлĕ иртет. Вăл тÿлевсĕрех пулĕ. Вăйă-конкурса йĕркелекенсем хушшинче Красноармейски район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, Чăваш наци конгресĕн райо ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 807 | Хăçан хушнă: 13.04.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Чылай шкулта ачасем ятарла формăпа çӳреççĕ. Çакна нумайăшĕ ырланине илтме тӳр килнĕ ахăртнех. Ара, илемлĕ тум çат тытакан джинс шăлаварсенчен самай лайăхрах-çке. Нумаях пулмасть шкул тумĕсен хăтлавĕ иртнĕ.

ЧР Экономика министерствин пресс-релизĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧР Вĕренӳ институтĕнче шкул ачисем валли тум çĕлекен фирмăсемпе канашлу-хăтлав иртнĕ.

Çакнашкал мероприяти Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти,Шупашкар тата Муркаш районĕсенчи вĕренӳ учрежденийĕн ертӳлĕхĕпе кăçал пуш уйăхĕн вĕçĕнче те иртнĕ. Хльхинче тĕп хуларан аякри шкулсен ертӳçисене чĕннĕ.

Хăтлава «Рассвет-ОВАС», «Пир-авăр фабрики», «KAYSAROW», «Элита», «Аврора» ателье» фабрикăсем хутшăннă. Унта кашни хăйĕн продукцйĕпе паллаштарнă. Ачасем тумсене тăхăнса кăтартнă.

Миçе хут пăхнă: 511 | Хăçан хушнă: 13.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне халалланă пресс-конференцире ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ Светлана Петрова кăçал Роспотребнадзор тимлĕ пулассине пĕлтернĕ. Чăваш Ене ППЭ вăхăтĕнче федераци инспекторĕсем килĕç.

Пĕлтĕр шкултан вĕренсе тухакансем ППЭре пысăк балсем пухни сисчĕвлентернĕ-мĕн. Ун чухне пирĕн выпускниксем Раççейри лидерсен йышнĕ кĕнĕччĕ. Светлана Петрова каланă тăрăх, Роспотребнадзор мĕншĕн иккĕленни паллă. Пĕлтĕр Чăваш Енре ППЭ правилисене пăснă виçĕ ача çеç çакланнă. Анчах шкултан вĕренсе тухакансем тĕнче серепинче чăн-чăн КВМсене (контрольпе виçев материалĕсем) тупма та пултарнă-мĕн. Çапла майпа вĕсем экзамена хатĕрленсе, хуравсене пĕлсе килнĕ имĕш.

Иккĕленĕве тата акă мĕн вăйлăлатать: ачасем халăх тетелĕсенче педагогсене шпаргалкăсемпе улаталани, экзаменра вĕрентекен пулăшни пирки çыраççĕ. Министр çумĕ кăçалхи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, экзамен тытмалли ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 490 | Хăçан хушнă: 11.04.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Федеральный закон «Об образовании в РФ», вступивший в силу 1 сентября 2013 года, отменил награждение выпускников школ серебряными и золотыми медалями за успехи в учебе. Однако у регионов осталось право самостоятельно устанавливать свои стимулы для учащихся, чем и воспользовалась Москва. Поэтому столичные власти всё же наградят лучших учащихся. Об этом на заседании правительства столицы сообщил Сергей Собянин - мэр Москвы. Он напомнил, что на федеральном уровне символические награды для выпускников школ с этого года отменили, однако многие родители московских школьников высказались за их сохранение, и городские власти пошли им навстречу. По завершению текущего учебного года почти пять тысяч выпускников московских школ получат медали. - Федеральный закон «Об образовании в РФ» отменил с 1 сентября 2013 года медали за успехи в уч ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 716 | Хăçан хушнă: 28.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Олимпиада уçăлнине халалланă уявра хĕллехи XXII Олимп вăййисен талисманне - мулкача - ÿкерекен Сильвия Петрова та пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки тăван тăрăха нумаях пулмасть таврăнчĕ. Журналистика уйрăмĕнче вĕренекен пике çул çÿрев пирки каласа кăтартрĕ.
- Сочие пуйăспа икĕ талăк кайрăмăр. Нарăсăн 7-мĕшĕнче 13 сехетре Адлера çитрĕмĕр. Пуйăсран ансанах хуралçăсем хупăрларĕç. Пирĕн сумкăсене тĕрĕслерĕç. Хăна çуртĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кирек хăш объекта та çăмăллăнах çитсе курма май пулчĕ. Электропуйăссемпе автобуссем пире тÿлевсĕрех илсе çÿрерĕç. Олимп паркне «чирлекенсен» паспорчĕсĕр тата ăмăртăва курмалли билетсăр кĕртмеççĕ, - Сочири лару-тăрупа паллаштарчĕ Сильвия.
Олимпиада уçăлнă чухнехи мероприяти хĕрĕн кăмăлне çĕкленĕ. Вăл кунашкал ил ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 564 | Хăçан хушнă: 17.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 6 7 ... 28 29 »


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:04
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!