Ытларикун, 23.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 8 » Республикăри аслă шкулсенчи йышăну комиссийĕсенчи пăтăрмахсем
Республикăри аслă шкулсенчи йышăну комиссийĕсенчи пăтăрмахсем
23:46
Республикăри аслă шкулсенчи йышăну комиссийĕсен экранне тем тесен те лăпкăн сăнаймастăн. Чăваш филологийĕпе культурологи пĕлĕвне паракан аслă икĕ шкулта та кăçал факультета йĕркелес шанчăк питĕ пĕчĕк. Заявленисен шучĕ çителĕклĕ-ха, анчах вĕсен хуçисем студент пулса тăрасси иккĕленÿллĕ. Федерацин çĕнĕлле вĕренÿ политикинчи çĕнĕлĕхсем субъектсене акă хăш енчен пырса тиврĕç. Ку инкек Чăваш Енрен те аякра мар.
Чи хăрушши - çак инкеке патшалăх шайĕнче пÿлме хăтланманни. ППЭ тытассипе çыхăннă лару-тăру çитес çулсенче те çаплах пулсан тăван республикăра чăваш чĕлхипе литература енĕпе специалистсен йышĕ чакасси каламасăрах паллă. Çак чăнлăх аслă шкулсенчи йышăну комиссийĕсенче тухса тăнă чăрмавсене тишкернĕ май уйрăмах сисĕнчĕ.
ППЭн «иккĕмĕш хумне» хутшăнма ыйтса çырмалли тапхăр вĕçленчĕ, вĕренÿ заведенине кĕме те заявленисене текех йышăнмаççĕ. Утă уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн чăваш чĕлхипе филологи факультетне 35-ĕн суйланă, виççĕмĕш экзамен пĕтĕмлетĕвĕсем вĕсенчен 12-шĕн кăна! Аса илтерни вырăнлă: кăçал вун пĕрмĕш класра вĕреннисен хăш енĕпе каяссине кура ăна пуш уйăхĕн 1-ччен суйламалла пулнă. Ку - шутпа валеçекен ППЭ ыйтăвĕсене илме кирлĕ процедура. Ачасен шухăш-кăмăлне кура шкул хăйĕн базине йĕркелет, малалла заявкăсем районти вĕренÿ уйрăмне çитеççĕ, унтан - Мускаври çĕнĕ йышши вĕренÿ технологийĕсен центрĕ урлă Раççейĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерствине.
ЧФФе кĕме вырăс чĕлхипе литературин кăтартăвĕсем кирли пуриншĕн те паллă. Маларах асăннă 12 абитуриент пирки пырать те сăмах. Ыттисен вара студент пулса тăрас тесен те шăла çыртмалла - кăçалтан йышăннă йĕрке çапла хушать. Филфак комиссийĕнчи лару-тăрупа паллашнă май виççĕмĕш экзаменсăр абитуриентсем Вăрнар районĕнчи Санарпуçĕнчен, Вăрмарти Мăнçырмаран, çавăн пекех Патăрьел тăрăхĕнчен килни паллă пулчĕ. Çамрăксене ĕненес тĕк республикăра çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать: вĕренекенсем кăна мар, çак экзаменран вĕрентекенсем те «хăраççĕ». ППЭ формипе тытма урăх предмет суйлама сĕннине, «ыйтусем йывăр, балсем пухаймастăн» тесе ÿкĕтленине, хăш-пĕр шкулта учительсем заявленисене çура-çура пăрахнине, унти «литература» предмета вуçех те чĕрнине урăхла тата мĕнле ăнлантарăн?
Тепĕр тесен - вун пĕрмĕшсен сăмахĕ хыççăн кăна кайни вырăнлă-и-ха? Мĕнле калас та, учительпе тавлашма хушман, ун пирки тĕрĕс çул кăтартакан теççĕ... Çавна май кăсăклă тата тепĕр факт: педуниверситетăн тĕрлĕ факультетне кĕрес тенĕ 20 абитуриентăн заявленине пăрахăçлама тивет. Сăлтавĕ - суйласа илмелли обществознани, хими, биологи, истори е тата урăх предмет кăтартăвĕсем мар, шăпах вырăс литературин балĕсем çукки. Пĕлес килет: республикăра вырăс литературине вĕрентекенсем çав тери вăйсăр-ши, тен, вун пĕрмĕшсен пĕлĕвне чăн та шанма йывăр - литературăна ППЭ формипе мĕншĕн тытмаççĕ? Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă Алена Любимовăпа Татьяна Орлова акă çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче экзамена вуçех пыман. Резерв кунĕпе те усă курас темен. Хăйсем вара педуниверситета кĕресшĕн. Айăпĕ камра? Пушшех те - ыйту пакетне илме хĕрсем пуш уйăхĕ вĕçлениччен заявлени çырнă - федераци базинче вĕсен хушамачĕсем пур. Хамăра кăсăклантаракан тĕп ыйтусен хуравне Муркаш районĕнче шырама шухăшларăмăр.
Калайкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем отпускра, çавăнпа та райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн Зоя Дипломатовăн вĕсемшĕн хуравлама тивет.
- Районта пурĕ 387 учитель. Эпĕ кашнин утăмнех сăнаса тăрайăп-и вара? - çапла каласа Зоя Юрьевна пĕрре те йăнăшмасть ахăр. Çапах нимрен ытла пире çак цифрăсем шухăшлаттарчĕç: кăçал вĕренсе тухакан 287 ачаран литературăна кăçал 4-ăн кăна суйланă, ăна тытма пĕри çеç пыни паллă. Мĕн сăлтавпа? Вĕренме кĕме 29 балл çителĕклĕ тейĕпĕр. Йышăну комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх вара 60-70 пухнисем те çук мар. Çав териех шикленмелле пулман пек те...
Пай пуçлăхĕ уçăмлатнă тăрăх, вырăс литератури предмечĕ вĕренекенсемшĕн кăна мар, вĕрентекенсемшĕн те хальлĕхе шăл çемми мар. Вун пĕрмĕшсенчен ытларахăшĕ обществознание, физикăна, химие тата биологие суйлать. Ку предмет ыйтăвĕсен иртнĕ çулсенчи тĕслĕхĕсем алă айĕнчех, вырăс литературипе вара хăйсене иккĕмĕш çул кăна тĕрĕслеççĕ.
ППЭ формипе тытмалли предмета Муркаш районĕнчи вун пĕрмĕшсем, ахăртнех, республикăри ытти тантăшĕ пекех, икĕ хут палăртаççĕ. Кĕркунне тата вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çуррин пуçламăшĕнче, нарăс уйăхĕнче. Çак тапхăрта професси суйлассипе çыхăннă шухăша улăштарма май çук пекех туйăнать. Апла мар иккен.
- Чи пĕлтерĕшли - федерацин пĕрлехи базине кĕрсе юласси: çак тĕллевпе заявленире пилĕкшер предмет кăтартакансем пĕрре те йăнăшмарĕç, - терĕ Зоя Дипломатова ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхĕнчен нумай килнине палăртса.
Çав «базăна» кĕрсе юлсан экзамен тытма нимле чăрмав та çук. Балл пухаймасан ăна резерв кунĕнче тепĕр хут пама юрать. Шел, çакăн пирки те, пĕлтерĕшлĕ ытти самант çинчен те вĕрентекенсем вăхăтра ăнлантарайман. Патăрьел районĕнче пулса иртнĕ инкек аса килчĕ. «Иккĕ» палла тÿрлетме май пуррине пĕлнĕ тĕк Туçа каччи пурнăçран уйрăлмастчĕ-тĕр.
Калайкасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хĕрсем пирки сăмаха Зоя Юрьевна хăех пуçарчĕ. Унăн шухăшĕпе, çакăнта шкул директорĕн е педагогăн айăпĕ çук. «Орловăпа Любимова экзамена хăйсен ирĕкĕпех килмен, - терĕ. - Сăлтавне пĕлтермен, вăйпа никам та хистеймест». Халĕ вара аслă шкула кĕрес тесен çак балсем сывлăш пек кирлĕ. Çапах çăлăнăç çук мар-ха, анчах кун пирки каярах.
Сăмах май, патшалăхăн аслă шкулĕсене вĕренме кĕрекен çамрăксен районти йышĕпе кăсăклантăмăр. Вун пĕрмĕшсен шучĕ çулран-çул чакса пыни кунта та кĕтменлĕх мар. Пĕлтĕр вĕсем 317 пулнă, кăçал 3 теçетке сахалрах. Иртнĕ çул абитуриентсен 30 проценчĕн тÿлевсĕр уйрăмсене кĕме май килнĕ. Пуçламăш професси пĕлĕвне паракан учрежденисене 33-шĕ, вăтам тата ятарлисене 90 кĕнĕ. Аслă шкул студенчĕ пулса тăнисем 168 çамрăк е 53 процент. Аттестат илейменнисем Муркашра иртнĕ çулсенче те, кăçал та çук. Аслă пĕлÿ паракан коммерцилле учрежденисен, филиалсен шучĕ республикăра астрономи хăвăртлăхĕпе ÿсет. Çакна пăхмасăрах регион тулашĕнче диплом илес текенсем те сахал мар. Пĕлтĕр çак тĕллевпе Мускава, Чулхулана тата Санкт-Петербурга çул тытнисем - 18.
Вĕренÿ пайне паян учительсен вăтам ĕç стажĕ «çамрăках» марри пăшăрхантарать - çĕнĕлле шухăшлакан, çĕнĕлле меслетсене пурнăçа хывакан специалистсем кирлĕ. Çапах Зоя Юрьевна районти вĕрентекенсен хутне кĕме тăрăшни тÿрех сисĕнчĕ:
-Наци проектне хутшăнса курăмлă çитĕнÿсем тăватпăр, вĕренÿри меслет хатĕрĕсене пухас ĕçре хастар. Олимпиадăсенчи çулленхи çитĕнÿсем - куç умĕнче.
Çакăнтан вара - кăшт тĕплĕнрех. Кăçал 18 ача республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Муркашри иккĕмĕш шкултан кăçал вĕренсе тухнă Оксана Николаева чăваш чĕлхипе тата литературипе кăçал иккĕмĕш вырăна тухнă, пĕлтĕр виççĕмĕшĕнче пулнă. Тăван чĕлхе предметне çирĕп «пиллĕклĕх» пĕлекен пултаруллă çак хĕр ача çывăх çыннисем çине тăнипе тата учительсем сĕннипе республикăри аслă шкулти медицина факультетне кĕме хатĕрленет. Мĕншĕн? Ăна олимпиадăсене хатĕрлекен Елена Михайловăн, тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕн, хуравĕ ансат:
- Ку енĕпе кайни перспектива кÿреймĕ.
Тĕрĕссипе вара мăн асаттесен чĕлхин шăпи çине чăрт! сурсан çитĕнекен ăрăва мĕн кĕтесси пирки шухăшлама та хăрушă. Тăван чĕлхесĕр мĕскĕн, мăнтарăн халăх...
Хальлĕхе вара Чăваш педуниверситетăн чăваш филологи факультечĕ шăпах çак инкеке пÿлме майсем шырĕ. Тÿлевсĕр пĕлÿ пухакан кашни студентшăн /пурĕ 25 вырăн/ патшалăх бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать-çке-ха. Лару-тăрăва çакă сисĕнмеллех улăштарасса ертÿçĕсем, паллах, сисеççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетри чăваш филологийĕпе культура факультечĕн те шухăш пайтах. Кунта 31 заявлени панă, виççĕмĕш экзамена тытма ĕлкĕрнисем пĕтĕмпе те 6-ăн анчах.
Материала хатĕрлесе пĕтернĕ çĕре çакă паллă пулчĕ: Калайкасси хĕрĕсене, Любимовăпа Орловăна, факультет абитуриентсен шутне кĕртнĕ. Хушамачĕсем «базăра» пурри кăна çăлнă вĕсене. Тата, паллах, экзаменсен вăхăтĕнче чирленине ĕнентерекен справка. Халĕ вĕсем утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче вырăс литературипе иртекен экзамена хатĕрленеççĕ. Икĕ хĕр-тантăш пĕр саслăн çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсем экзамена вăхăтра тытайманшăн учительсем айăплă мар: экзамен тытас шухăша улăштарма никам та хистемен. Йышăну комиссийĕнче шанăçа çухатнă çамрăксемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă хыççăн эпир кăна пачах та ĕненместпĕр. Вĕсене - ăннă, ыттисен вара çырлахмах тивет-ши? «Хыпарăн» çак эрнери ытлари кунхи номерĕнче «ППЭ хумĕ ĕмĕте татрĕ...» статья пичетленнĕренпе редакци телефонĕ шăнкăравсенчен татăлмасть: филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем, докторĕсем, аслă пĕлÿ паракан тата вăтам шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем, преподавательсем çак инкек хăрушлăхне сÿтсе яваççĕ. Леонид Сергеев, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, вĕренÿ тытăмĕн шур сухалĕ, çакна маларахах курса тăнине пĕлтерет, Герман Желтухинпа Аристарх Дмитриев паллă журналистсем тата ыттисем «чăн чăваш лаççинче хурçă пек хĕрес кăмăллă вăй питти яш-хĕре» хĕрхенсе хута кĕрессишĕн çунаççĕ.

Çăлкуç: http://hypar.ru/nws/show/32/7887/index.php?id=s082124197864

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1056 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.5/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:02
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!