Кĕçнерникун, 28.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 21 » "Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕ малалла пырать!
"Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕ малалла пырать!
19:08
null 1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
 Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
2. Конкурс тĕллевĕсем
• Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; 
• Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; 
• Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкулсенче 1-11 классенче вĕренекенсем тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем пулаççĕ.
4. Конкурса йĕркелесе ирттересси тата пĕтĕмлетесси
  Конкурс Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн сайчĕ урлă иртет. Конкурс йĕркине çак страницăна вырнаçтарнă: http://nesterjankas.ucoz.ru/index/0-7 . Конкурса хутшăнаканăн чи малтан сайтра регистрациленмелле, ун хыççăн пултарулăх материалĕсене çак страницăна вырнаçтармалла: http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13 . 
  4.1. Конкурс çак номинацисемпе иртет:
  1) «Савнă тăван ен – Красноармейски»: Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ;  
  2) «Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ…»: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ. 
  4.2. Конкурс ĕçĕсене хатĕрлемелли йĕрке 
  - Хайлавсем конкурс тематикине тивĕçтермелле;
 - Конкурс материалĕсене Times New Roman шрифтпа (чăвашла) çапмалла. Чăвашла шрифтпа çапакан программăна çакăнтан уçласа илмелле: http://chuvsite.ucoz.ru/load/1-1-0-4 
  - Конкурс ĕçĕн умне хăш номинацине хутшăннине палăртса çырмалла;
  - Конкурс ĕçĕн айне ачан ятне тата хушаматне, вăл хăш шкултан пулнине кăтартса çырмалла.
  4.3. Конкурс ĕçĕсене хакласси
  Конкурс ĕçĕсене хакламашкăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх жюри йĕркелет. Унта литература пултарулăхĕнче палăрнă ентешсене кĕртеççĕ. Жюри пултарулăх ĕçĕсем конкурс ыйтнине тивĕçтерекен, литература нормисемпе меслетлĕхĕсене тÿр килекен ĕçсене кăна пăхса тухать.
 4.4. Конкурс ĕçĕсене «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх» сайтăн «Ачасен пултарулăх конкурсĕ» страницăна (http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13) 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен вырнаçтармалла.
 4.5. Конкурса 2010 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Нестер Янкас пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей уявĕнче - Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ пултаруллă ентешсене халалланă каçра чыслаççĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 621 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:17
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!