Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 3 » Çамрăк армеецсен тупăшăвĕнче - хĕрÿ тапхăр
Çамрăк армеецсен тупăшăвĕнче - хĕрÿ тапхăр
10:36
Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Муркаш районĕнче "Зарница” тата "Орленок” çамрăк армеецсен республикăри XLII финал вăййисем иртрĕç. Спорт уявне ЧР Президенчĕ Николай Федоров, унăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна, ЧР вĕренÿ министрĕ Галина Чернова тата Намиби Республикин Раççей Федерацийĕнчи посолĕ Самуэль Кавето Мбамбо уçрĕç. 
Вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакансем унта хутшăнма тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Акă Тăвайĕнчи вăтам шкултан килнĕ кадет класĕн командирĕ Роман Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх, вĕренекенсем вăййа чылай вăхăт кĕтнĕ. Çар ĕçĕпе çыхăннă тупăшусене кăмăллаканскерсем йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă.

Чи пултаруллисене - преми

Етĕрнери 3-мĕш вăтам шкул командин ертÿçи Татьяна Васильева та тусĕсене çĕнтерÿ патне талпăнмашкăн хистет. 9-мĕш класран вĕренсе тухнăскер ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулма тăрăшать.
Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкулăн кадечĕсем те "Зарница” вăййа кăмăлланине, çар ĕçĕ вĕсене çывăххине пытармарĕç.
Кăçалхи ăмăртăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă. Çамрăк армеецсем паттăрсене сума суса палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Николай Федоров асăннă мероприяти йăлана кĕнине ырларĕ:
- Çак юхăм çитĕнекен ăрăвăн патриот туйăмне ÿстерет. Кунашкал мероприятисенче çеç çын çирĕплĕхне тĕрĕслеме, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренет. Чăваш Ен пуласлăхĕ - сирĕнешкел мал ĕмĕтлĕ çамрăксенче. Паян Муркаш çĕрĕ çинче чи маттуррисем пуçтарăннă. Вăйăра çĕнтерекен тата выляса яракан пур, анчах ку тупăшура пурте малтисем пулĕç.
РФ Правительстви çумĕнчи историпе культурăн патшалăх центрĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Зеленин та çамрăк армеецсене уявпа саламларĕ. Чăваш ачисем республикăн çеç мар, Раççейĕн малашлăхĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Вăл Шупашкарти "Ăрусен çыхăнăвĕ”, Вăрнар районĕнчи "Патриот” клубсене "Раççей çыннисене патриот воспитанийĕ панăшăн” хисеп паллипе чысларĕ.
Николай Федоров пурне те Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Пултаруллă яшсемпе пикесене ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕпе чысларĕ. Лауреат ятне камсем тивĕçрĕç-ха? Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Татьяна Давыдова, Шупашкарти коопераци институчĕн аспиранчĕ Сергей Тимофеев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн воспитани енĕпе ĕçлекен уйрăм специалисчĕ Александра Бочкарева, "Чăваш Ен” ПТРК ĕçченĕсем Ирина Николаева, Екатерина Фомина тата Татьяна Козлова. Сăмах май, асăннă премие 1996 çултанпа 77 чăваш çамрăкĕ тивĕçнĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕ уява пуçтарăннă ветерансемпе сăмахларĕ, унтан ачасен лагерьти пурнăçĕпе паллашрĕ.

Вăйлисенчен те вăйлисем

Çĕртме уйăхĕн юлашки эрни спортпа кăсăкланакансемшĕн, çĕршыв чысне яланах хÿтĕлеме хатĕррисемшĕн чăннипех те кăсăклă пулчĕ. Муркаш районĕнчи Малиновка вăрман хуçалăхĕн пысăк уçланкинче иртнĕ çулталăкри чи хĕрÿ тупăшăва пĕтĕмпе 73 команда хутшăнчĕ. «Зарница» уйрăмра 22 ушкăн, «Орленокра» - 24, «Çарпа патриот клубĕсем» - 10, «Професси училищисем» - 12, «Кадетсем» - 5.
- Пĕлтĕр 63 ушкăн ăмăртнăччĕ. Кăçал çамрăк спортсменсен, ытти çулти пекех, тĕрлĕ енлĕн тупăшма тиврĕ. 2010 çулта çĕнĕлĕхсем те кĕртрĕмĕр. Тĕслĕхрен, Вĕрентекен çулталăкне халалланă конкурссем пур. Малтанхи кунсенче çанталăк шăрăх тăнăран вăйăсене иртерех вĕçлесшĕнччĕ. Ачасем хĕвел ăшши аптратнăран вăйсăрланатчĕç. Кашни çулах кĕтмен пулăм сиксе тухать. Акă пĕлтĕр çил-тăвăл килес хăрушлăх пурччĕ, - терĕ вăйăсен тĕп судйи В.В.Павлов. Çарпа спорт вăййисене хутшăнакансен «Манăн тус - картта», «Туристсен чăрмавлă çулĕ», «Велосипедпа эрешсем туса ярăнасси», «Радист», «Хăрушсăрлăх шкулĕ», «Кĕлеткÿ кĕрнеклĕ, пиçĕ, чăн та, хисепе эс тивĕç» тата ытти конкурсра çивĕчлĕхпе çаврăнăçулăха палăртма тиврĕ. Финал вăййисенче район шайĕнче мала тухнисем çеç вăй виçеççĕ. Командăсем конкурсра мала тухма ăнтăлчĕç, республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлес ĕмĕтпе çÿрерĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсем пĕр çулхине «Зарница» уйрăмра пьедесталăн çÿлти картлашки çине тăнă та Туапсене канма кайнă.
- Пĕрре "ылтăна” тивĕçнĕ команда ыттисенчен пĕр пуç çÿллĕрех пулма тăрăшать, - терĕ Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ, команда ертÿçи Э.В.Романов. - «Орленок» ушкăн хăйĕн ятне ÿкермерĕ, чылай конкурсра пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Пушарнăйсен ăмăртăвĕнче ачасем насус пыршине çăмăллăнах салатса пуçтарчĕç, 2 метр çÿллĕш хÿмене парăнтарчĕç, ансăр пĕрене тăрăх чупса каçрĕç, ятарлă тума хăвăртах тăхăнчĕç.
Çĕнтерес тĕллевпе çунатланнăскерсем ирхи ултă сехетре тăраççĕ те чупма тухаççĕ. Каçхине йăнăшсене пăхса тухаççĕ, ытти ăмăртăва хатĕрленеççĕ.

Асран тухмĕç çак кунсем

«Зарницăпа» «Орленок» вăййисем мала тухнипе, пултарулăха туптанипе çеç çырăнса юлмаççĕ. Çамрăксенчен чылайăшĕ çĕнĕ тус-юлташ тупать. XLII финал вăййисем мĕнпе асра юлассине яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçран ыйтса пĕлес терĕмĕр.
Шупашкар районĕн Тренккасси шкулĕн вĕренекенĕсем вăйăсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вĕсен «Орленок» команди районти тапхăрта малти вырăна йышăннă-çке.
- Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче 9 сехетре çула тухрăмăр. Анчах пирĕн савăнăç нумая пымарĕ. Мĕн пур хатĕре тиенĕ автобус чарăнса ларчĕ. Инкек сăлтавне тĕпчесен малалла кайрăмăр. Палаткăсемпе апат-çимĕç темиçе сехетрен хăваласа çитрĕç. Кăнтăрла Муркаш районĕн çĕрĕ çине кĕтĕмĕр. «Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ çул мăн асаттесемпе мăн асаннесен ырă ятне ямăпăр», - сăмах патăмăр пĕр-пĕрне. Лайăх пĕтĕмлетÿсем çак сăмахсене çирĕплетеççĕ.

"Ертÿçĕпе мухтанатпăр”

Канашри 6-мĕш шкулăн «Карат» ушкăнĕ «Зарницăпа» «Орленок» вăййисенче пултарулăхне çулсерен кăтартать.
- Каникулăн пĕрремĕш кунĕсенчех ăмăрту пуçланасса кĕтрĕмĕр. Ÿстермесĕр калатпăр: çула тухасси пирки, уйра палаткăсенче пурăнасси çинчен ĕмĕтленсе пурăнтăмăр. Малиновка уçланкинче юратнă комендант Александр Николаевич кĕтсе илчĕ. Палаткăсене вырнаçтарса хĕвел аннине те сисмерĕмĕр. Пирĕн кÿршĕсем - Сосновкăпа Муркаш шкулĕсен командисем. Вĕсемпе хăвăртах туслашрăмăр. XLII финал çавра паллă мар. Анчах кăçал Вĕрентекен çулталăкĕ, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе те 90 çул çитрĕ. Вăйăсене уçнă савăнăçлă мероприятире Чăваш Ен Президенчĕ пулни кăмăла çĕклерĕ, хăпартлантарчĕ. Николай Васильевич пирĕн ертÿçе О.В.Савчука «Раççей патриочĕ» медальпе чысларĕ. Эпир вĕрентекенĕмĕрпе мухтанатпăр.

"Пуласлăх - патриотсен аллинче”

Етĕрнери 1-мĕш гимназин «Орленок» командине Муркаш районĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ. Вĕсем çарпа спорт вăййисене тепĕр эрнене тăсма хатĕр.
- Вăхăт сахал юлчĕ. Эпир палаткăллă лагерьсĕр тунсăхлăпăр. Кăçалхи вăйăсем пĕтсенех çитес çула хатĕрленме тытăнăпăр. Унсăр пуçне кĕçĕннисене те ăс парăпăр. Эпир 2-3 çул хушшинче пĕлнине вĕсем те вĕренччĕр. Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕ - патриотсен аллинче. Тăван çĕршыва аталантарассишĕн малашне мĕн пур вăйран тăрăшма хатĕр.
- Командăшăн пурте яваплă, - çапларах пĕлтерчĕ Çĕрпÿри 2-мĕш шкул кадечĕ Лиза Вертинова.
- Чăрмавлă çула парăнтарнă чухне хăвăртлăх, тимлĕх пысăк вырăн йышăнать. Командăшăн яваплăха туйни те пĕлтерĕшлĕ. Ăмăртура Сережа Иванов хăйне лайăх енчен кăтартма пултарчĕ. Игорь, командăн чи вăйлă спринтерĕ, Максима пулăшрĕ. 3 минут та 1 çеккунт пирĕншĕн рекорд пулчĕ. Манăн шухăшпа, пĕчĕк çитĕнÿшĕн те пĕр-пĕрне хавхалантармалла.

"Кÿршĕсен кăвайчĕн тĕтĕмĕ”

Пăрачкав районĕн Анастасово шкулĕн вĕренекенĕсем - пуçаруллисенчен пĕрисем.
- Эпир ЧР Президенчĕпе пĕрремĕш хут тĕл пултăмăр. Хĕрхенмесĕр хĕртекен хĕвеле пула пăрлă шывпа чÿхенни, информаци стендне хуçнă вăйлă çил, пирĕн палаткăсене хăрăмлатнă кÿршĕсен кăвайчĕн тĕтĕмне темиçе çултан та манмăпăр. Çур çĕрти дискотека мĕне тăрать! Ăмăртусем хыççăн ывăннăскерсем сиксе ташламасăр чăтаймастăмăр, - терĕç «Лига» командăн хĕрĕсемпе каччисем.

"Манăн пĕчĕк тусăмсем”

- Ир. Куçа аран-аран уçатăп. Акă вĕсем - манăн шанчăклă тусăмсем. Пĕчĕкскерсем, сиенсĕрскерсем. Вăрансан та, çывăрма выртсан та вĕсем юнашар. Эпир пĕр турилккерен çиетпĕр, пĕр савăтран ĕçетпĕр. Тушенкăпа çăратнă сĕт консервне мĕнле кĕреççĕ-ши вĕсем? Ывăнма пĕлмен кăткăсем манпа пĕрле Етĕрнере те, Сĕнтĕрвăрринче те пулчĕç. Акă мĕн аса илетĕп «Зарница» çинчен ыйтсанах, - терĕ Вăрнарти «Патриот» клуб хастарĕ. Мĕнех, кашни шÿтре чăнлăх пур.

"Йывăр, анчах кăсăклă”

- Пĕрремĕш кунхине кăткăс заданисене пурнăçлама тиврĕ, - пĕлтерчĕ Шупашкарти 61-мĕш шкулăн «Орленок» уйрăмĕн яшĕ. - Стройпа утсан алă вĕççĕн кĕрешрĕмĕр. Вăрманта карттăпа çÿренĕ хыççăн пушар сÿнтертĕмĕр. Алла хĕç-пăшал тытса чăрмавлă çула парăнтартăмăр, тĕл петĕмĕр. Шывра путакана çăлсан та ывăнмарăмăр. Вăхăта нихçан та çав тери хаваслă ирттермен. Конкурссем йывăр, анчах кăсăклă. Муркашри «Сывлăх» спорткомплексри ăмăртăва сăнаса савăнтăм. Туссем шывра путакана хăвăртах çăлчĕç. Халĕ эпĕ вĕсене шанатăп.
Улатăр хулин «Çăлтăр» çарпа патриот клубĕн çамрăк армеецĕсене XLII финал вăййисенче педагогсен конкурсĕ пулни тĕлĕнтернĕ.
- Пирĕн ертÿçĕ А.Н.Жуков ăсталăх ăмăртăвĕнче чи вăйли пулчĕ! Пĕрле чухне пире никам та çĕнтереймĕ. Тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕсене хăвăртах пĕлтерни кăмăла çĕклерĕ. Каçхине, çĕрле милици ĕçченĕсем тимлĕхе çухатманни, аппаратурăн сасси чăхăмлатманни савăнтарчĕ.

"Пуртăран пăтă пĕçерме вĕрентĕм”

- «Вут-хĕм чикки» конкурс умĕн пирĕн ертÿçĕ Э.Ф.Вахрушев хастарлăх урокĕ ирттерчĕ, - пĕлтерчĕ Шупашкарти 40-мĕш шкул вĕренекенĕ Наташа Краснова. - Вăл тĕл пеме пултаракан салтак пирки каласа пачĕ. Пĕррехинче вĕрентекен юлташĕпе паркра уçăлса çÿренĕ. Вĕсен умĕнче хĕр сумкине вăрă туртса илнĕ. Вахрушев лейтенант арçынна тĕллесе чул пенĕ те лектернĕ. Хурах ÿкнĕ. Каярахпа хĕр салтака качча тухнă. Çавăнпа тĕл пересси пирĕншĕн уйрăм вырăн йышăнать. 87 балл! Лайăх пĕтĕмлетÿ! «Радист» конкурс командăшăн çĕнĕлĕх мар. Ушкăн чысне Вадим Кулаковпа Ксюша Тарасова хÿтĕлерĕç. Вĕсем ĕçе 5 минут та 19 çеккунтра вĕçлерĕç. Çапла иккĕмĕш вырăна йышăнчĕç.
Пуртăран пăтă пĕçерме Муркаш районĕнче вĕрентĕм. Хурана рис е хура тул кĕрпи, тушенка, тăвар, пăрăç ямалла та - пулчĕ те. Сĕтел хушшине лайăх кăмăлпа лармаллине ан манăр çеç.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 668 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:08:57
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!