Юнкун, 24.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 24 » «Çамрăк ăсчах – 2010» вăйă-конкурс çĕнтерÿçи паллă
«Çамрăк ăсчах – 2010» вăйă-конкурс çĕнтерÿçи паллă
20:44
Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. 
Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти мĕн пур шкулсенчи 9-10-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче иртрĕ. Унта шкул шайĕнче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсем тăрăх панă кăсăк ыйтусене  тишкерчĕç тата «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак» (Геннадий Волков) темăпа эссе çырчĕç. Вунă ачаран пиллĕкĕшĕ чи матуррисем пулчĕç. Вĕсем вара финалта, 3-мĕш турта, тупăшрĕç. Ачасем анлă тест çырчĕç.
«Çамрăк ăсчах – 2010» вăйă-конкурс çĕнтерÿçин ятне Упи шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Тимофеева Надежда çĕнсе илчĕ (учителĕ – Васильева В.В.). Ăна «Çамрăк ăсчах – 2010» медаль тата I степеньлĕ Диплом парса чыслĕç. II степеньлă Диплома тата «Çамрăк чĕлхеçĕ – 2010» ята Чатукасси шкулĕнче вĕренекен Алексеева Ксения, Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче вĕренекен Маркова Надежда тата Трак чăвашла-нимĕçле гимназире вĕренекен Павлова Марийăпа  Егорова Любовь тивĕçрĕç. III степенльĕ Диплома тата «Çамрăк пĕлÿçĕ – 2010» ята Мăн Шетмĕ шкулĕнче вĕренекен Егорова Снежана, Карай шкулĕнче вĕренекен Федотов Василий, Пикшик шкулĕнче вĕренекен Михайлова Нина тата Именкасси шкулĕнче вĕренекен Ильин Евгений тивĕç пулчĕç.
Ачасем тăван чĕлхене юратни, ăна вĕренме, пĕлме тăрăшни чуна савăнтарать. Ку пулăм чăваш чĕлхи аталанасса, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шантарать.
Проект авторĕ çитес çул çак конкурса кÿршĕ районсенче вĕренекен шкул ачисене те явăçтарас шухăшлă.

Вăйă-конкурс материалĕсемпе çакăнта паллашма пулать: http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/p53aa1.html
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 731 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:10:10
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!