Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 4 » "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
"Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
10:15
Фоторепортаж
Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен ачасен "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн иккĕмĕш куçăм тапхăрĕ ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче муниципалитетăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Унта пĕрремĕш куçăмсăр тапхăрта çĕнтернĕ 68 вĕренекен хутшăнмаллаччĕ. Шел пулин те, вĕсенчен 21 вĕренекен çеç иккĕмĕш тура килме май тупнă. Вĕрентекенсемпе вĕрентÿ органĕсен яваплă çыннисем тăрăшнă пулсан майне тупма пулатчĕ пуль-ха... Çапах та Районсем хушшинчи V "Çамрăк ăсчах" инçет вăйă конкурс ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Финала 5 район ачисем (Красноармейски, Элĕк, Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Комсомольски) хутшăнма пултарчĕç. Вĕрентекенсене тавах уншăн. Тăкаклă инçе çула илсе тухса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслес тата аталантарас текен вĕрентекенсем вĕсем. Çĕнтерÿçĕ паллă. Вăл - Красноармейски районĕнчи Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче 10 класра вĕренекен Маркова Анна (вĕрентекенĕ - Кузьмина Юлия Егоровна). Аня 107 балл пухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Васильева Анастасия, Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрьски шкулĕнче 10 класра вĕренекен (вĕрентекенĕ - Васильева Татьяна Анатольевна). Виççĕмĕш вырăна тăватă вĕренекен тивĕçрĕ: Викторова Ангелина (Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, вĕрентекенĕ - Никитина Валентина Егоровна), Васильева Алена (Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, вĕрентекенĕ - Венедиктова Елена Ивановна), Вазинге Ольга (Канаш районĕн А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси шкулĕнче вĕренекен, вĕрентекенĕ - Александрова Елизавета Макаровна) тата Николаева Оксана (Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, вĕрентекенĕ - Никитина Валентина Егоровна). Саламлатпăр!

Аса илтеретпĕр: Çĕнтерÿçĕ 1-мĕш степеньлĕ Дипломпа медале тивĕçет, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăн йышăннисем 2-мĕш степеньлĕ Дипома алла илĕç. Финала хутшăннă ытти вĕренекенсене вара 3-мĕш степеньлĕ Дипломпа чыслĕç. Вăйă конкурсăн жюри йышăннă тăрăх иккĕмĕш тура килеймен ачасене вăйă конкурсăн пĕрремĕш тур çĕнтерÿçи пулни çинчен электрон почтăпа Сертификат ярса парĕç.

2 тур Тĕплĕнрех
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 569 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (04.05.2011 13:01) [Материал]
Республикăри районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн пĕрремĕш куçăмсăр турĕ вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх ушкăнĕ йышăннипе ирттернĕ. Ушкăн ертÿçи - З.П.Михайлова. Вăйă конкурс авторĕ тата ăна пуçарса йĕркелесе пыраканĕ - В.М. Михайлов.
Конкурс ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пычĕ. Унта хутшăнакансен "Çамрăк ăсчах" вăйă конкурс сайтĕнче 35 ыйтуран тăракан тест ыйтăвĕсем çине онлайн (тÿрĕ çыхăнура) хуравламаллаччĕ. Сайта пурĕ 382 ача кĕрсе ĕçе пурнăçлама çырăннă. Вĕсенчен 262-шĕ тест ыйтăвĕсене хуравланă. Тулли хурав памашкăн 230 ача çеç пултарнă. Вĕсенчен вăйă конкурсăн куçăм (иккĕмĕш) турне хутшăнма 68 ача ирĕк çĕнсе илнĕ. Вĕсен ятлăхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уçласа илме пулать.

Районсем тăрăх кам мĕнле хутшăннине шута илес пулсан, вĕрентекенсемпе ачасен хастарлăхĕ çапларах курăнать:
Вăрмар районĕ - 62
Сĕнтĕрвăрри районĕ - 62
Элĕк районĕ - 54
Красноармейски районĕ - 49
Канаш районĕ - 42
Шупашкар хули - 26
Тутар Республики - 19
Шупашкар районĕ - 9
Куславкка районĕ - 9
Хĕрлĕ Чутай районĕ - 9
Елчĕк районĕ - 9
Етĕрне районĕ - 8
Çĕрпÿ районĕ - 8
Муркаш районĕ - 6
Комсомольски районĕ - 5
Патăрьел районĕ - 2
Йĕпреç районĕ - 1
Вăрнар районĕ - 1
Çĕнĕ Шупашкар хули - 1
Мускав хули - 1

Конкурсăн куçăм турĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче пулать. Вăл 11 сехетре пуçланать. Унта пыма кăмăл тăвакансен mixaj_58@mail.ru электрон почтипе çыру-хыпар ямалла. Темине "Конкурс знатоков чувашской грамматики" тесе палăртмалла. Унăн хапине (формине) http://chuvsite.ucoz.ru/ сайта вырнаçтарнă.




Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:12:17
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!