Кĕçнерникун, 18.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 27 » "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурс пуçланать!
"Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурс пуçланать!
18:24
Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслă категориллĕ учитель, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Конкурс материалĕсен рецензенчĕ - Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Виноградов Ю.М. профессор.
Акă, 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах-2011" V инçет вăйă конкурс пуçланать. Вăйă конкурс йĕркине çакăнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3
Вăйă конкурс икĕ турпа иртет. Пĕрремĕш тур - куçăмсăр тур. Вăл инçет майпа "Çамрăк ăсчах-2011" вăйă конкурсăн сайчĕ урлă иртет, ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Иккĕмĕш тур - куçăм тур. Вăл ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче иртет. Унта пĕрремĕш турта чи нумай балл пухнă 15 шкул ачи хутшăнмалла.
Вăйă конкурс çĕнтерÿçи "Çамрăк ăсчах-2011" медале тата I степенлĕ Диплома çĕнсе илĕ. Призерсемпе финала хутшăннисем вара - II тата III степенльĕ Диплома тивĕçĕç.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 540 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.8/4 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 mixaj_58   (16.04.2011 18:41) [Материал]
Вăйă конкурс йĕркине çакăнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3 " rel="nofollow" target="_blank">http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3

0  
1 Николаевна   (12.04.2011 17:13) [Материал]
конкурс ыйтавесене тупаймастап,менле хутшанмалла?



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:12:28
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!