Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 17 » “Çамрăксен хули” хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме аталанма хистет ("Çамрăксен хаçачĕ")
“Çамрăксен хули” хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме аталанма хистет ("Çамрăксен хаçачĕ")
16:40
Иртнĕ эрнере республикăри 9 хулапа районтан 500 яхăн хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм Атăл леш енче иртнĕ "Çамрăксен хули - 2010” форума хутшăнчĕ. Çак проект Чăваш Енри пултаруллă çамрăксене иккĕмĕш çул пухрĕ. Хĕрсемпе каччăсем юхан шыв хĕрринче тăватă кун палаткăсенче пурăннă. Вучах чĕртсе апат пĕçернĕ, çĕнĕ тус-юлташпа паллашнă, чылайăшĕ хăйсен шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртмелли май тупнă, уçă сывлăшра юрласа-ташласа савăннă.
Форумăн программи питĕ анлă. Тăватă кун хушшинче кунта пухăннисем валли 40 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Çамрăксем "IT-технологисем”, "Экологи тата туризм”, Лидерлăх”, Экономикăпа предпринимательлĕх”, "Ырăлăх технологийĕ”, "Халăхсен хутшăнăвĕ”, "Журналистика”, "Суйлав” енĕсемпе тĕрлĕ ăсталăх класне, тренингсене хутшăннă, кăсăклантаракан ыйтусене специалистсемпе сÿтсе явнă.
"Туризм” тематика лапамĕнче хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм регионри çак тытăм аталанăвĕ пирки лекци итленĕ. Занятие шыври туризм спорт мастерĕ Владимир Матвеевпа йĕлтĕрпе Çурçĕр полюсне парăнтарнă, ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Сергей Ломов хутшăннă. Çамрăксене вĕсем туризм вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Хăнасем спортсменăн çирĕп кăмăллă пулмаллине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине пĕр шухăшлăн палăртнă. Туризмпа кăсăкланакансене компаспа ĕçлеме, тĕвĕсем çыхма вĕрентнĕ. Çул çÿревçĕсене туризмпа çывăхрах паллаштарнă. Çамрăксем тĕрлĕ чăрмава парăнтарса хăйсене тĕрĕслеме те пултарнă. Чылайăшне шыври туризм вăрттăнлăхĕсем кăмăла кайнă. Çăлав тумĕ тăхăннă çамрăксен çиле хирĕç вăхăтпа ишме тивнĕ. Пысăк хумсем хăвăртлăха ÿстерме май паман.
Экономикăпа кăсăкланакансем валли те çĕнĕлĕх чылай пулнă. Чăваш Енри 2020 çулчченхи Аталану стратегийĕ пирки ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин каласа кăтартнă. "Праксис” компани директорĕ Наталья Красильникова пуласлăх экономикипе çыхăннă ăсталăх класĕ ирттернĕ.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче студентсен наука ĕçĕсен "Çамрăксен ăслăлăхĕ” куравĕпе те паллашма май пулчĕ. Республикăри 13 вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ятарлă стендсем хатĕрленĕ. Вĕсемпе усă курса çамрăксем хăйсен проекчĕсем пирки каласа кăтартрĕç.

"Çамрăксен хули” форума ЧР вĕренÿ министрĕ Галина Чернова тата ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Владимир Тимофеев уçрĕç. Владимир Владимирович Николай Федоровăн салам çырăвне вуласа пачĕ. "Çамрăксен хули” республика пуласлăхĕ шанчăклă алăра пулнине çирĕплетет. Çак кунсем кашнин асĕнчех юласса шанатăп”, - тенĕ унта Президент. Галина Чернова мероприяти пуçаруçисене тав турĕ. Министр форум иккĕмĕш çул йĕркеленнĕ май йăлана кĕнине палăртрĕ. Çитес çул та хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм кунта килсе вăхăта усăллă ирттерессе шаннине пĕлтерчĕ. Çамрăксен вĕренÿ форумне пурнăç шкулĕпе танлаштарчĕ. "Яшсемпе хĕрсем "хулара” пурăннă хыççăн ăслăлăх картлашкипе пĕр утăм та пулин хăпарсан, паян хăвăра ĕнерхинчен ăслăрах туйма пуçласан - ку сирĕншĕн чи лайăх кăтарту”, - терĕ Галина Чернова.
Сумлă хăнасем волонтерсен ĕçне чи хастар хутшăнакан, çамрăксен вĕренÿ форумĕн тĕрлĕ уйрăмне ертсе пыракан хастарсене "Волонтер кĕнекипе” чысларĕç. Ырă ĕçсем тунăшăн хисепе çаксем тивĕçрĕç: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электротехника факультечĕн студенчĕ Евгений Исаков, "Эткер” центр методисчĕ, ЧР Президенчĕн стипендиачĕ Зинаида Филимоненко, ЧР Çамрăксен экологи дружинин членĕ Евгения Ильина, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн преподавателĕ Олег Ефимов, Çамрăксен экономика пĕрлешĕвĕн председателĕ Владимир Терентьев, Республикăри ачасене пулăшакан общество канашĕн секретарĕ Галина Павлова, "Волонтерсен центрĕ” çамрăксен общество пĕрлешĕвĕн членĕ Елена Демьянова, Шупашкарти Мускав районĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен тĕп эксперт специалист Никита Куражников, ЧР Студентсен ăслăлăх канашĕсен председателĕ Сергей Баженов. "Журналистика” тата "Суйлав” секцисен ертÿçисене ЮТВ компани пуçлăхĕпе Юрий Гурьяновпа ЧР тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумне Александр Цветкова "Чăваш Ен çамрăкĕсем” тесе çырнă футболкăсем парнелерĕç.
Владимир Тимофеевпа Галина Чернова "Çамрăксен хулинчи” пурнăçпа та паллашрĕç, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ыйтăвĕсене хуравларĕç. Студентсен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Форум мĕнпе тыткăнларĕ?
Алина ПЕТРОВА, Шăмăршă район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ:
- "Çамрăксен хулине” эпир районти чи пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме илсе килтĕмĕр. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни, çивĕч ыйтусене хускатни, пĕр шухăшлă туссене тупни çав тери усăллă пек туйăнать. Муркаш районĕн çамрăкĕсемпе юнашар вырнаçнă май вĕсемпе чылай канашларăмăр. Тĕрлĕ секцие çÿресе нумай çĕнĕлĕх пĕлтĕмĕр. Республикăри чи хастар çамрăксемпе тĕл пулма май пурри те савăнтарать.
Юрий САВЕЛЬЕВ, Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн истори вĕрентекенĕ:
- Форум мана питĕ килĕшрĕ. Эпĕ "Экологипе туризм” секцие çырăнтăм. Ку енĕпе мероприятисен программи çав тери анлă. Вĕрентекенре тăрăшнă май туризм спорчĕпе илнĕ пĕлÿ кирлĕ, усăллă пек туйăнать. Шкул ачисене те çак енпе вĕрентес кăмăл çуралчĕ.
Сергей Петров, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьел районĕнчи филиалĕн 3-мĕш курс студенчĕ:
- "Çамрăксен хулинче” эпĕ пĕрремĕш хут. Йĕркелÿçĕсем форума тĕплĕн хатĕрленни сисĕнет. Çÿп-çап пăрахмалли ятарлă вырăнсем те уйăрнă, пит-куçа çумалли таса шыв та пур. Канăва кунашкал усăллă ирттерме май туса панишĕн хĕпĕртерĕм. "Суйлав” секципе кăсăклантăм. Ман шухăшпа, вăл çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çавăнпа ун çинчен пĕлни кашнинех кирлĕ. Ăста специалистсемпе канашлани те усăллă.
Елена ЯКОВЛЕВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн радиотехника факультечĕн 5-мĕш курс студентки:
- Çак мероприяти çамрăксене аталанма пулăшать, çĕнĕ юлташсем тупма май парать. Эпĕ IT-технологисемпе интереслентĕм. Пĕлменни, кăсăкли пайтах пулчĕ кунта. Техника специальноçне суйласа илнисем çынсемпе сайра хутшăнни пирки те ыйту хускатрĕç. Лару-тăрăва уçăмлатас тесе ертÿçĕ ятарлă вăйăсем, тренингсем ирттерчĕ. Питĕ килĕшрĕ.
Ирина АНТОНОВА, Муркаш райпо ĕçченĕ:
- Çамрăк пулнă май вĕренмелли, пĕлмелли нумай. Форум программи çав тери пуян. Эпĕ бухгалтерта ĕçлетĕп, çавăнпа "Экономика тата предпринимательлĕх” секцие суйларăм. Кунта çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартрĕç. Чăваш Енри экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕç. Пирĕн ыйтусене туллин те ăнланмалла хуравларĕç.


Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 605 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:05:08
Шырав
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!