Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 15 » "ЧĂВАШ АЧИ, САССУНА ПАР!" конкурс
"ЧĂВАШ АЧИ, САССУНА ПАР!" конкурс
15:26

Чăваш наци конгресĕ, Чăваш çамрăкĕсен республикăри "Хастар” пĕрлешĕвĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ "Чăваш ачи, сассуна пар!” ятпа пултарулăх конкурсĕ ирттереççĕ. Конкурса К.В. Иванов çуралнăранпа 120 çул, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалланă.

Конкурс икĕ номинаципе иртет:

1. "Чи лайăх сочинени”
2. "Чи лайăх илемлĕ хайлав” (сăвă, калав, эссе, повесть т.ыт.те).
Конкурс тематики – чăваш халăх шăпи, чăвашсен илемлĕ литератури, чĕлхе илемлĕхĕ, чăваш çамрăкĕн вырăнĕ.

Конкурса республика тата унăн тулашĕнчи 9-11 классенче вĕренекен шкул ачисем, училищĕсемпе техникумсенче пĕлÿ пухакансем хутшăнма пултараççĕ.

Ĕçсене çĕртме (июнь) уйăхĕн 14-мĕшĕччен çак адрессемпе йышăнаççĕ:

428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ.

428000, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканачĕ.

Электронлă адрес: chuvfil@chuvsu.ru; vitrod1@yandex.ru.

Конвертсем çине "Чăваш ачи, сассуна пар!” тесе палăртма ан манăр.

Çĕнтерÿçĕсене çĕртме (июнь) уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен республикăри Ака туйра палăртатпăр. Вĕрентекенсене сертификатсем паратпăр. Конкурс çĕнте-рÿçисене дипломсемпе парнесем кĕтеççĕ. Унсăр пуçне вĕсене "Хастар” пĕрлешĕвĕн пултарулăх ушкăнне кĕме сĕнетпĕр. 11-мĕш класс, училищĕсемпе техникумран вĕренсе тухакансене университетăн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн "Филологи”, "Культурологи” специальноçĕсемпе тата "Журналистика” специализаципе вĕренме кĕнĕ чух çăмăллăх паратпăр.


Йĕркелÿ ушкăнĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1221 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 6
0  
6 Васильева Елена   (25.06.2010 15:47) [Материал]
Итоги конкурса "Чаваш ачи, сассуна пар" когда будут на сайте???

+1  
2 Иванова Валентина   (18.05.2010 22:04) [Материал]
Мана тĕрлĕ чăвашла сайтра конкурссем ирттерни питĕ кăмăла каять. Конкурсĕсем ачасене суйламалăх та, пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслемелĕх те пур. Йĕркелÿçĕсене пысăк тав, малашне те вĕсене ăнăçу сунатăп.Чăваш ачисен сасси те уççăнрах, янăравлăрах илтĕнессе шанатăп. Хамăрăн та чăвашла сайтсем тума вĕренесчĕ.

0  
4 mixaj_58   (19.05.2010 22:08) [Материал]
Чăвашла сайт тăвас тесен çакăнта çыру çырăр: bomber.94@mail.ru

+1  
1 Иванова Валентина   (18.05.2010 21:57) [Материал]
Конкурса тăратакан ĕçсене электронлă адреспа ярса пама юрать-и?
Пĕр е икĕ ĕçшĕнех Шупашкара çити пыма йывăртарах вĕт-ха, конвертпа ярсан вара хăвăрт çитмесен те пултарать.
8-мĕш класра вĕренекен хĕр ача сăвăсем аван çыркалать, унăн ĕçне йышăнаççĕ-ши?

0  
3 mixaj_58   (19.05.2010 22:05) [Материал]
Ку пĕлтерÿ кăна. Ыйтăва çак адрессемпе ямалла: chuvfil@chuvsu.ru ; vitrod1@yandex.ru .

0  
5 Пирĕшти   (27.05.2010 19:52) [Материал]
Тавта пуç хуравшăн!



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:51
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!