Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 17 » Чăваш чĕлхи олимпиади хыççăн ачасен олимпиадăри хуравĕсене хаклани
Чăваш чĕлхи олимпиади хыççăн ачасен олимпиадăри хуравĕсене хаклани
11:34
 «Халăх шкулĕ» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕнче (13–14 стр.) Ю.М.Виноградов доцентăн «Икĕ ыйту такăнтарчĕ» статйи пичетленсе тухрĕ. Унта сăмах Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан чăваш ачисен республика (область) шайĕнче ирттернĕ олимпиадăн ачасемшĕн чи йывăр ыйтăвĕсемпе палаштарнă, хуравсенчи йăнăшсене тишкернĕ.
  Сире статьяпа паллаштаратпăр. 

Икĕ ыйту такăнтарчĕ

  2010 çулхи раштав тата 2011 çулхи кăрлач уйăхĕсенче тулай (диаспора) чăваш ачисем хушшинче тăван чĕлхепе тата литературăпа республика (область) шайĕнчи олимпиадăсем иртрĕç. Вĕсен материалне пирĕн Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедринче хатĕрлесе патăмăр. Кафедрăран икĕ çын – Ю. Вингорадов доцентпа Л. Петрова методист Хусанта жюрире те ĕçлесе курчĕç.
  Жюри ачасем чухламан ыйтусем литературăпа пачах çуккине палăртрĕ. Çав вăхăтрах чĕлхепе икĕ ĕç йывăр пулни курăнчĕ. Пĕр ĕçĕнче ачасен текстри предложенисене пĕтĕмĕшле тишкермеллеччĕ, тепринче чарăну паллисене мĕншĕн лартнипе лартманнине ăнлантармаллаччĕ. Ку ыйтусем пĕлÿпе хăнăхушăн, çыру практикишĕн тата экзаменшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ икенне, Тутар Республикин ачисемпе учителĕсене кăна мар, ытти республикăсемпе облаçсенче те кирлĕ пулнине шута хурса ик ĕçне те уйрăммăн пăхса тухăпăр. 
  Тишкерÿ условийĕ тăрăх, 9-мĕш классен хутсăр предложенисем пĕр тĕп членлă (тĕп членсăр) тата ик тĕп членлă пулнине çеç каламаллаччĕ. 10-11-мĕш классем 9-мĕшсенни пек ĕç тунисĕр пуçне хутлă предложенисен тĕсне кăтартса вĕсен кашни хутсăр предложенине çырса илмеллеччĕ. 
  9-мĕш класс ачисене çакнашкал текст сĕнсеттĕмĕр: (1)Шаккать стена çинчи сехет. (2)Хăй еккипе. (3)Сулмаклă утăмĕпе виçет те виçет пире уйăрса панă пурнăç анлăшне. (4)Ăш вăркать, вăркать... (5)Ларас та, выртас та килмест.
  Ку текстра тĕп членсăр (пĕр тĕп членлă) предложени пĕрре çеç – 5-мĕш предложени, мĕншĕн тесен унăн подлежащийĕ çук, пулма та пултараймасть. 1-мĕшпе 4-мĕш предложенисем ик тĕп членлă пулни куç кĕрет паллă: иккĕшĕн те тĕп членĕсем пур (сехет шаккать; ăш вăркать, вăркать). Ачасем 2-мĕшпе 3-мĕш предложенисене пула улталаннă, мĕншĕн тесен вĕсен тĕп членĕсене (сехет шаккать) иккĕшĕнче те каламасăр хăварнă. Çак тĕп членсене кура 2-мĕшпе 3-мĕш предложенисене икĕ тĕп членлă темелле.
  10-мĕш классем ак мĕнле текстпа ĕçлерĕç: (1)Хурлă пурăнать Улькка: куççулĕпе пит çăвать те кĕпе çаннипе шăлать. (2)Кĕпи те кÿршĕсем хĕрхенсе пани çеç. (3)Чĕри ыратса, чĕпĕтсе килчĕ Матвин, анчах хĕре шеллесе виç сăмах каличчен мунча умне Матви ашшĕ çитсе тăчĕ. (4)Ывăлĕ хыççăн утнă иккен вăл кунталла, Матви ăçталла каясса пĕлсех утнă. 
  Чылай ача хĕре шеллесе виç сăмах каличчен сăмах майлашăвне пăхăнуллă предложени пулать тесе йăнăшнă. Çав вăхăтрах кÿршĕсем хÿрхенсе пани çеç (подлежащи кÿршĕсем, сказуемăй пани) тата Матви ăçталла каясса (подлежащи Матви, сказуемăй каясса) пăхăнуллă предложенисене курманнисем пурччĕ.
  (1)Таса та ырă кăмăллă çын пĕрре пăхса курăнмасть çав. (2)Чун шалта вăл. (3)Çын чĕринче-ăшĕнче мĕн шухăш пуррине курмалла тунă пулсан ултав сахалрах пулĕччĕ те – курмалла туман текст 11-мĕш классене лекрĕ. Кунта ачасене йывăрлăх кÿрекен предложенисенчен 2-мĕшне палăртмалла, мĕншĕн тесен шалта сказуемăй вырăн падежĕнчи япала ятĕнчен пулнă. Танлаштарăр: Мăнукăм тăваттăра. Тĕрĕс хуравлама татăк пĕлтерĕшпе усă курнă вăл местоимени чăрмантармалла мар. Предложени икĕ тĕп членлă. Пулсан союза пула курăнать, 3-мĕш предложенири Çын чĕринче-ăшĕнче мĕн шухăш пуррине курмалла тунă пулсан сăмахсене хăшĕ-пĕри пăхăнуллă предложени тесе пăхнă. Çав вăхăтрах ку сăмахсенчен çын чĕринче-ăшĕнче мĕн шухăш пуррине синтагмăра шухăш тата пуррине сăмахсем подлежащи пек çыхăннине нумайăшĕ асăрхаман. Чăн-чăн пăхăнуллă предложени пулать тесе, тĕрĕссипе, çын чĕринче-ăшĕнче мĕн шухăш пуррине сăмахсене кăна илмеллеччĕ. 3-мĕш предложени пĕтĕмĕшлĕн сыпăнуллă хутлă. Унăн иккĕмĕш пайĕ (курмалла туман) тĕп членсăр, мĕншĕн тесен подлежащийĕ çук, кирлĕ те мар. 
  Тишкерес умĕн нумайăшĕ ĕç условине тимлĕ вуламан иккен – предложенисене тулли характеристика пама хăтланнă, çавăнпа хаклă вăхăта сая янă, кирлине туман. 
  Пунктуаци тишкерĕвĕ валли 9-мĕш классене Кисловодск, минерал шывĕсем çинчи ытти хуласем пекех, кану валли тунăскер, йăлтах парк, сад та йывăç-чечек ăшĕнче ларать предложение сĕнтĕмĕр. Ачасенчен нумайăшĕ минерал шывĕсем çинчи ытти хуласем пекех тата кану валли тунăскер сăмах ушкăнĕсене кÿртĕм сăмахсем тесе пăхнă. Ыйтăва кÿртĕм сăмахсем çине йăвантарма пĕр сăлтав та çук. Тĕрĕссипе, ку сăмахсем ларать сказуемăй туртăмĕнче тăраççĕ. Запятойсене сăмахсен çыхăнăвне уçăмлатма лартнă. Минерал шывĕсем çинчи ытти хуласем пекех сăмахсене запятойпа уйрăмлатмасан минерал шывĕсем çинчи ытти хуласем пекех кану валли тунă тесе ăнланма тивĕччĕ. Запятойсене пула минерал шывĕсем çинчи ытти хуласем пекех ларать тесе ăнланатпăр. Запятойсене лартмасан тунăскер сăмах Кисловодск сăмаха пăхăнтарать тесе ăнланаттăмăр.
  Парк, сад та йывăç-чечек сăмахсем хушшинчи запятоя пĕр йышши членсемпе çыхăнтарма пăхнă, анчах çыхăну союзсăр пулнине калакан çукпа пĕрехчĕ. Çавăн пекех, сад тата йывăç-чечек сăмахсем хушшинче запятой çукки çинчен, çакă та союзран килни çинчен те никам та çырман.
  10-мĕшпе 11-мĕш классен кĕрет чарăну паллисене мĕншĕн лартнине кăна ăнлантармалла пулнă. Апла пулин те йăнăшĕсем 9-мĕшсенни майлă. Акă 10-мĕш классем Пуйăспа юнашар рельс кĕтессине, телефон пралукĕсем çине хĕвел çути ÿкнĕ те, йăлтăркка çутăсем, ылтăн кайăксем пек, икĕ врач ларса пыракан вакунтан юлмасăр вирхĕнсе вĕçеççĕ предложение тĕпчерĕç. Пĕрремĕш запятоя, паллах, кĕтессине, çине пĕр йышши членсем союзсăр çыхăннăран лартнă. Ылтăн кайăксем пек вĕçеççĕ тесе ăнланмашкăн ылтăн кайăксем пек сăмахсене икĕ енчен те запятой лартса уйрăмлатнă, ахальлĕн ылтăн кайăксем пек икĕ врач тесе вуласа кайма тивĕччĕ. Те союз хыççăнхи запятоя сыпăнуллă хутлă предложенин пайĕсене уйăрма лартни такама та паллă. Куна пурте пĕлчĕç теме юрать. 
  11-мĕш классен ĕçĕ пысăк марччĕ, çапах та Пĕр хушă Мĕтрик тетерен хыпар килмерĕ. Кĕтмен çĕртен, вилни çинчен калакан хут çитрĕ текстра иккĕмĕш предложенири кĕтмен çĕртен сăмахсене пурте кÿртĕм сăмах тесе пăхни тĕлĕнтерчĕ. Ку йăнăша 9-мĕш е 10-мĕш класс ачи тумасть-çке – 11 класс ачи тăвать. Запятоя кĕтмен çĕртен вилни тесе мар, кĕтмен çĕртен çитрĕ тесе ăнланма кăна лартнă.
  Чĕлхепе ытти ыйтусем пуплев тата гарамматика йăнăшĕсене тупассипе çыхăннăччĕ. Кунашкал ĕçсене унчченхи олимпиадăсенче те тунăран пулас, пур ача та тенĕ пек тĕрĕс хурав панă. Гамматикăпа пунктуацие кăшт манăçа хăвартăмăр та – вĕрентÿре кăлтăк пурри тÿрех курăнчĕ. 
  Тата тепĕр çитменлĕх вăл – ачасем грамматика терминĕсене пĕлменни. Тĕслĕхрен, пĕр йышши член тес вырăнне однородный член тени, кÿртĕм сăмах термин вырăнне вводное слово терминпа час-час усă курни палăрчĕ.
  Олимпиадăра шкул ачи чăваш чĕлхи программине мĕнле пĕлнине пĕтĕмпе тĕрĕслеме çук, çапах та учителĕн ачасене олимпиада умĕн учебниксене уçкаласа пăхма, мĕн вĕреннине хăвăрт аса илме хистемелле. Урокра вĕренни яланах кирлĕ: шкул пĕтериччен те, шкул пĕтерсен те, олимпиадăра та, аттестаци экзаменĕнче те. 
Олимпиада учителĕн ачасен тимлĕхне аталантарас пирки ĕçлеме тивĕç пуррине те кăтартрĕ.

Ю.Виноградов, кафедра пуçлăхĕ, доцент
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1010 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:50
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!