Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 2 » Чăваш чĕлхи вĕренме «Хавал» лагерь пулăшĕ!
Чăваш чĕлхи вĕренме «Хавал» лагерь пулăшĕ!
11:18
Çапла, утă уйăхĕн 4-мĕшпе 11-мĕшĕ хушшинче, Атăлăн леш енче (йăлăмра) «Хавал» çуллахи лагерь ĕçлĕ. Ăна «Хавал» ятлă хастар ушкăн йĕркелет, вĕсене «Ăнăçу чĕлхи» ятлă ют чĕлхесен шкулĕ пулăшать.
Çак лагере йĕркелекенсем ăна кашни çул пухасшăн, ăна ирттересси йăлана кĕрессе шанаççĕ. Хавалçăсен шухăшĕпе чăвашла калаçакансем хушшинче вăхăт ирттерни чĕлхене вĕренме пулăшать. Унсăр пуçне ку меслетпе усă курса халăх йăли-йĕркисемпе, унăн историйĕпе, культурипе паллашма пулĕ теççĕ. Уçă сывлăш, кăвайт патĕнчи калаçу — çакă пĕтĕмпех чăваш чĕлхине ăша хывма, чĕлхе аталанăвĕн çулне тупма, тĕрлĕ регионсенче пурăнакан чăвашсем хушшинче туслăха çирĕплетме пулăшатех тесе шутлаççĕ.

«Хавал-2010» лагерь программинче:

◊ чăваш чĕлхи урокĕсем (чăвашла пĕлменнисем е япăхрах пĕлекенсем валли). Опытлă педагогсем вĕрентĕç.
◊ тематикăллă лекцисемпе семинарсем. Чăваш культури епле аталанмалла, хăш çулпа каймалла? Çĕнĕ чăваш хула культури мĕнле пулмалла? Аталантарма мĕн çитмест? Хуравсем тупма ятарласа чĕннĕ экспертсем те пулăшĕç.
◊ алĕç ăстисен пултарулăхĕ. Сире чăвашла тĕрлеме, чăваш кĕпине çĕлеме, йывăç касма тата ытти ăсталăха вĕрентĕç.
◊ спорт мероприятийĕсем. Лагерьте эсир чăваш кĕрешĕвĕпе тата ытти халăх вăййипе паллашма пултаратăр. Пушă вăхăтра мечĕк те ахаль выртмĕ пулĕ.
◊ каçхине сире кăвайт кĕтĕ — ун умĕнче гитара сасси пурин кăмăлне те уçĕ, савăнтарĕ тата ытти те.

Çĕр каçасси ирĕклĕ — çывăрма палаткăра та, кану базинче те пулать. Кану базинче, паллах, тӳлевлĕ — кунне 500 тенкĕ.
Лагерьте вăхăта ирттересси — тӳлевлĕ (укçасăр хальхи вăхăтра май çук :) ). Хальтерех тӳлесен (çĕртмен 1-мĕшĕччен) — 300 тенкĕ, каярах — 400 тенкĕ. Лагерь уçăлнă кунне вара 500 тенкĕ таран кăларса хума тивĕ. Апат тӳлевсĕр çитермеççĕ — е хăвăрпа пĕрле илсе килмелле, е кану çуртĕнчипе çырлахма тивĕ (маларах пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ — кунне 500 тенкĕ патнелле).

Çак лагере каяс шухăш çуралчĕ пулсан — çак телефонсемпе çыхăнмалла:

23-02-03 («Ăнăçу чĕлхи» офисĕ, Шупашкар)
68-50-51 (Александр Блинов, Шупашкар)
8-903-187-86-79 (Александр Савельев, Мускав)
Лагере хутшăнма шутлакансен анкета çырса тултармалла пулĕ — ăна chuvash.haval@gmail.com адреспа ямалла. Тĕл пуличчен!

Çăлкуç = http://www.chuvash.org/news/897.html
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 618 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:10:29
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!