Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Пуш » 22 » Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче «Уçă алăксен кунĕ» иртĕ
Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче «Уçă алăксен кунĕ» иртĕ
21:12
Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче 9:00 сехетре Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ «Уçă алăксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçма, факультетăн вĕренӳ тата йышăну йĕркипе паллашма, вĕренме кĕмелли экзаменсем çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ. Тĕлпулу университет çурчĕн 1-мĕш корпусĕнче, 4 хутра, 434-мĕш аудиторире иртет.
Çак кунах пултарулăх конкурсĕ иртет. Театр ĕçĕпе специализациленес текенсем, эстрада тата халăх юрри, хореографи ăсталăхне алла илес текенсем пултарулăх конкурсне хутшăнма пултараççĕ.
Абитуриентсен пултарулăх конкурсĕнче сăвă е юптару каламалла, юрă юрласа памалла, ташласа кăтратмалла, пĕр-пĕр ситуацине выляса кăтартма пĕлмелле (этюд) — хăвăрăн пултарулăха пур енлĕн кăтартмалла.
Пулас абитуриентсем хăйсен музыка инструменчĕсемпе, диск-кассетăсемпе, костюмсемпе усă курма пултараççĕ.
Çавăн пек «Литература ĕçĕ» тата «Журналистика» специализацисене вĕренме кĕме кăмăл тăвас текенсен сăвă-калав, статья, очерк çырас ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.
Пултарулăх конкурсĕнче пысăк балл пуçтарнă абитуриентсене вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсем пулаççĕ.
Абитуриентсене сумлă жюри членĕсем хаклĕç: Чăваш академии драма театрĕн режиссĕрĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ — И.И. Иванов, ЧР халăх артистки — В.А. Иванова, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ — В.А. Милютин тата З.К. Яковлева, ЧР писателĕсен союзĕн членĕ — Елен Нарпи (Е.П. Чекушкина).

Ыйтса пĕлмелли: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 229 пӳлем (4, 12, 14, 21 маршрутлă троллейбуссемпе «Университет» чарăнăва çитмелле). Тел.: 45-23-39, 58-18-40.
Факультетпа çыхăнмалли телефон: (8-8352) 45-03-37 (31-01).
E-mail: irinakir1@mail.ru.

Тĕплĕнрех информацийе факультет сайтĕнче вуласа пĕлме пулать: http://chuvsu.ru/~chfik
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 559 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:15:50
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!