Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 16 » Чăвашла пĕлмесен чăвашла пурăнаймастăн
Чăвашла пĕлмесен чăвашла пурăнаймастăн
16:52
Çут тĕнчене килекен кашни ачан пĕрремĕш сăмахĕ пĕр. Вун-вун ĕмĕр каялла та çапла пулнă, паян та. Африкăра-и, Европăра-и е Австралире-и, чухăн-и, пуян-и – пур пĕр чи малтан хăйне çут тĕнче парнеленĕ çынна чĕнет пепке. Сăмахĕ çеç кашни халăхăн тĕрлĕрен янăрать. Анне, мазе, мутер, мама... Пĕрремĕш сăмаха мĕнле чĕлхепе калать – çав уншăн тăван чĕлхе.
Ибрагим Ариканăн та çак статьяна вулакан çĕр-çĕр çамрăкăнни пекех пĕрремĕш сăмахĕ "Анне" пулнă. Анчах чăвашла мар, турккăлла. Шăпах икĕ чĕлхере пĕр пеклĕх нумай пулни чăвашла вĕренме хистет те ăна паян. Ибрагим Анкара университечĕн Хальхи тĕрĕк чĕлхисен тата литературисен кафедринче ĕçлет. Унти ăсчахсем пирĕн халăх пирки, паллах, илтмен мар, кăсăкланакансем те, тĕпчекенсем те пур. Анчах хальлĕхе чăвашла калаçакан пĕр çын та çук унта.
Наукăра ĕçленĕ май Ибрагим аллине И.П.Павловăн "Хальхи чăваш литература чĕлхи" кĕнеки лекнĕ. Уйăха яхăн тĕпченĕ ăна, çапла майпа пĕрре те чăваш калаçăвне илтменскер аванах тĕшмĕртме пуçланă. Чĕлхене лайăхрах вĕренес, тĕпчевçĕсемпе канашлас шутпа Шупашкара килме палăртсан пĕрре те шикленмен вăл. Чăвашла ăнланать, калаçма та пултарать-çке. Анчах Чăваш Енĕн тĕп хулине çитсен йăлт аптăраса укнĕ, кунта пурте вырăсла калаçаççĕ иккен.
Чăн чăвашла пуплеме яла кайма тивнĕ ун. Шăпах çакăнта чăваш сăмахне, культурине тăнланă. Шупашкара килсен ял ачисем вырăсла калаçма пуçланине, хулара пурăнакансем пепкисене мĕншĕн вырăсла вĕрентнине халĕ те пуçне вырнаçтараймасть вăл. Çакна нимĕнле сăлтав тупса ăнлантараймасть. "Темиçе сăмах çеç пĕлсен эсĕ, паллах, ачусене тăван чĕлхене вĕрентейместĕн. Ăна ăруран ăрăва куçарас тесен ачаран калаçса усмелле. Паллах, Раççеире вырăсла пĕлмеллех. Кунта нумай наци çынни пурăнать-çке. Анчах чăвашпа чăвашăн мĕншĕн тăван чĕлхепе калаçмалла мар? Çамрăксем тăван культура шăпи вĕсен аллинче пулнине ăнланса илмесен чĕлхе вилет. Эпĕ турккăлла, чăвашла, акăлчанла калаçатăп, авалхи тĕрĕкле, кăшт вырăсла пĕлетĕп. Мана пĕри те чăрмантармасть", – тет Ибрагим. Пачах тепĕр майлă, ытларах чĕлхе пĕлни ыттисене те вĕренме пулăшать çеç. Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс тесе ахальтен каламан вĕт. Калăпăр, вырăсла калаçакана славян ушкăнĕнчи ытти чĕлхесене ăша хывма çăмăл, чăвашла пĕлекене – тĕрĕк чĕлхисене. "Эпĕ чăвашла пĕр уйăхра вĕрентĕм, эсир те турккă чĕлхине пĕр уйăхра вĕренме пултаратăр", – мана та хавхалану хушать Ибрагим.
Хăйĕн тăван çĕр-шывĕнче чăваш чĕлхипе кăсăкланакансем тупăнасси пирки пĕрре те иккĕленмест вăл. Чĕлхеçĕсен хушшинче ун пеккисем пур та. Калăпăр, Булент Байрам чăвашла-турккăлла кĕске словарь тунă. Огузхан Дурмуш вара Чăваш Енре çулталăк пурăннă хыççăн пирĕн чĕлхен морфологине тĕпчесе доктор диссертацийĕ хутĕленĕ. Синан Гюзель литературăна тишкерет. Халĕ Эдирне хулинчи университетра вăй хурать вăл. Ибрагим ĕçлекен аслă шкулта та пирĕн чĕлхепе интересленекен профессорсем пур-мĕн, çывăх вăхăтрах унта уйрăм кафедра уçасса та шанать вăл.
"Чăвашсем ытти халăхсенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ, тăван ене таврăнсан пирĕн пирки мĕн каласа паратăр;" – кăсăкланатпăр эпир сыв пуллашас умĕн. "Сирĕн халăх хăнасене тарават, – ăнлантарать вăл. – Эпĕ кунта икĕ ялта пулса куртăм. Чăваш пурнăçĕ шăпах унта пек туйăнчĕ мана. Чăвашла пĕлетĕн тĕк чăвашла пурăнма пулать, пĕлместĕн тĕк – чăвашла пурăнаймастăн".

Надежда ЯКОВЛЕВА ("Тантăш")
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1112 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.5/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:21:55
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!