Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 24 » ЧĂВАШЛĂХ ÇУЛĔ – ПУЛАСЛĂХ ÇУЛĔ («Ровесник (Тантăш)»
ЧĂВАШЛĂХ ÇУЛĔ – ПУЛАСЛĂХ ÇУЛĔ («Ровесник (Тантăш)»
09:00
Тăван чăваш халăхĕ утса тухнă çул питĕ вăрăм, мухтавлă та чаплă. Эпир нихăçан та мĕскĕн халăх пулман. Историн кирек хăш самантĕнче те пирĕн тĕлĕнмелле паттăрсем пулнă. Тискер тутар-монголсем тапăнса килсен вĕсемпе Челпир патша хăюллăн кĕрешнĕ. Ун хыççăн Ылтăнпик патша тăшмансене хирĕç хастаррăн тăнă. Ылтăнпик хĕрĕ Ылтăнчеч тата унăн савнă мăшăрĕ Бачман çар пуçĕн паттăрлăхĕ çинчен çынсем çавăн чухнех вун-вун юрă хывнă. Упи-паттăр, Саврăш-паттăр, Сăкăт-паттăр çинчен тата мĕн чухлĕ халăх каларăшĕсем юлнă! Эпир паян куна çитиччен Чекерчек-паттăрпа Пайтул Искеев вил тăприсене юратса пăхса пурăнатпăр. 
Темиçе çул тискер тутар-монголсемпе пынă хаяр та юнлă кĕрешÿре каярах Чăваш-паттăр ятлă çар пуçĕ чапа тухнă. Вăл ертсе пынипе пăлхар-чăвашсем ХIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тутар-монголсен çарĕсене темиçе хутчен те çĕмĕрсе тăкнă. Уйрăмах хальхи Челябинск облаçĕн çĕрĕ çинче, Миасс шывĕ хĕрринчи çапăçура, Чăваш-паттăр ертсе пыракан пирĕн мăн асаттесен çарĕсем чапа тухнă.
Чăваш-паттăр каярахпа Тобол шывĕ хĕрринче пулса иртнĕ хаяр та юнлă çапăçура пуç хунă. Ăна çак юхан шывăн сылтăм çыранĕнче пысăк сăрт туса пытарнă. Унăн вил тăприйĕ паян кун та пур. Вăл Чăваш сăрчĕ ятпа упранать. Ун чухне ку çĕрсем пурте Атăл çи Пăлхар патшалăхне кĕнĕ.
Каярахпа çав аслă та чаплă паттăра асăнса ĕнтĕ тискер тăшмансене парăнман Атăл çи пăлхарсем хăйсене чăваш теме тытăннă. Чăннипех те чаплă та мăнаçлă, чăн-чăн паттăрсене тивĕçлĕ ят. Кун пек тĕслĕх, халăх хăйĕн малтанхи ятне пăрахса пĕр-пĕр чаплă çын ячĕпе калама тытăнни, историре нумай пулнă.
ХV ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш мăрси Вагрим Мускав аслă князĕ Василий патне хăйĕн йăхĕпе куçса кайнă та çĕнĕ çĕр-шывăн чиккисене паттăррăн сыхлама тытăннă. 1555 çулта Хусана илнĕ чухне Вагрим йăхĕнчен тухнă Мĕтри Чăваш ятлă паттăртан та паттăр çар пуçĕ палăрнă. Тăшмансем питĕ йывăр амантнă ăна. Хăрах куçне çĕмренпе пенĕ. Сулахай аллине хĕçпе касса татнă. Вăл пур пĕрех çапăçу хирĕнчен пăрахса кайман. Ун çинчен çав çулсенче çырнă поэма та упранса юлнă.
Чăваш мăрси Вагрим йăхĕнчен тухнă Гавриил Державин чаплăран та чаплă хайлавсем çырса пĕтĕм вырăс литературине чапа кăларнă. Вăл – Александр Пушкинăн учителĕ. Вырăс халăхĕн çар сумне çĕкленĕ. Никам çĕнтерейми Александр Суворов та авалхи пăлхар-сăвар йăхĕнчен. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн хушамачĕ малтан Суваров тесе çырăннă.
Чăваш ята пирĕн халăх яланах ялав пек çÿлте тытса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ мордва чĕлхинче «чăваш» сăмах пархатарлă, таса чун-чĕреллĕ, мăнаçлă çын тенине пĕлтерет. Çакăн çинчен эпир 1901 çулта Санкт-Петербургра тухнă «Живописная Россия» кĕнекере те вуласа пĕлме пултаратпăр. Хусан ханĕсемпе мăрсисем иртĕхсе пурăннă çулсенче хальхи ирçе-мăкшăсен хушшинче Чăваш Чалдин ятлă паттăр чапа тухнă. Вăл хăйĕн маттур çарĕ-пе ирçе-мăкшăсене темиçе хутчен те иртĕхсе çÿрекен хан çыннисенчен хăтарнă.
«Чăваш» ят пирĕн халăхра 19-мĕш ĕмĕрсенче те пулнă-ха. Ăна эпир революцичченхи çырусенче (ревизские сказки) куратпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче пирĕн чапа тухнă Яков Николаев партизан хăйне валли «Чăваш» текен хушма ят илнĕ. Вăл ертсе пынă кĕрешÿçĕсен отрячĕ Польшăра чапа тухнă. Ун çинчен поляксем уйрăм кĕнекесем те çырнă.
Хамăр халăхăн мухтавлă ятне ÿстерекен çакăн пек чăнлав питĕ нумай илсе кăтартма пулать. Чăваш – мухтавлă ят. Халĕ пĕтĕм Раççейĕпе халăх çыравĕ пырать. Эпĕ те, ман тăвансем те, юлташ-тусăмсем те пурте хамăр чăваш пулнине мăнаçланса кăтартăпăр.
Чăвашлăх çулĕ – пирĕн халăхăн пуласлăх çулĕ. Çакна палăртса ĕнтĕ çак йĕркесене çыртăм:
Чăваш пулса кĕрешĕве çĕкленнĕ
Мăн ламтайсем чылай çул каялла,
Чăваш пулса тем чухлĕ ĕмĕтленнĕ
Çĕнсе юта тупма ăраскала.

Чăваш пулса пуласлăхшăн кĕрешнĕ,
Çĕкленĕ тÿпене чăвашлăха.
Чăваш пулса тамăрсемпе пĕрлешнĕ,
Пуласлăх панă савнă халăха.

Чăваш пулса йăла-йĕрке упранă,
Уявсенче те савăннă чунтан?
Чăваш пулса тăванлăха упранă,
Йăх-шыв чапне яман сĕм авалтан.

Чăваш пулса чĕлхемĕре упранă,
Тăван чĕлхемĕр пулнă чăн сăвап.
Чăваш юррисене савса юрланă,
Паян та эп вĕсемшĕн кĕл тăвап.

Чăваш пулса эпир телей шыранă,
Саркун çĕр-шывĕ, тен, пур пуль тесе.
Чăваш пулса тăшмансене тылланă,
Телей тупассине ĕмĕтленсе.

Кашни терте, хĕн-асапа çĕнтернĕ
Чăваш çынни пулса чăн-чăн чăваш.
Ахальтен мар хăйне «чăн чăваш» тенĕ
Нихçан ниме те парăнман чăваш.

Чăваш пулса чăваш ав парăнтарчĕ
Çÿл тÿпене те чăн-чăн улăпла.
Эппин, туссем, нихçан та манас марччĕ
Чăваш пулса утса тухнă çула.

Чăваш пулса... Çыравçă пулнă майăн
Сăмах тĕшне пĕлетĕп пит аван;
Çак ик сăмах пĕрлешĕвне халь манăн
Ялав туса çĕклес килет паян!.. 


Юхма Мишши, чăваш халăх писателĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1041 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:12:26
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!