Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 16 » Чĕвĕлти чĕкеç - 2012" вăйă конкурс нарăсăн 2-мĕшĕнче пулать!
Чĕвĕлти чĕкеç - 2012" вăйă конкурс нарăсăн 2-мĕшĕнче пулать!
19:47
«Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентÿре» Регионсем хушшинчи обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ (ЧРО МОО ЖНО), И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс йĕркелерĕ.
Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Вăйă конкурс шкулсенче иртет, вĕренекене нимĕнле йывăрлăх та кÿмест, ыйтусемпе ĕçсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене „ăслă” ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.
Сирĕн вĕренекенĕрсене эпир „Чĕвĕлти чĕкеç -2012” вăйă конкурса хутшăнма йыхравлатпăр. Вăл 2012 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, иртет. Ку вăййа 2-11 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ (2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вĕренекенсем уйрăмшарăн тупăшаççĕ). 
Шкулсенче вăйă конкурс ирттерес тĕллевпе шкул директорĕсен комисси туни çинчен ятарлă хушу кăлармалла. Вăйă конкурс материалĕсене чикнĕ пакета комисси членĕсен вăйă пуçланас умĕн çеç ачасем умĕнче уçмалла, унччен уçма юрамасть! Вăйă вăхăтĕнче нимĕнле справочниксемпе, словарьсемпе, кĕнекесемпе тата ытти хушма материалсемпе усă курма юрамасть!
Вĕренекенсене чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсем сĕнетпĕр, вĕсене кашни шкул ачиех пурнăçлама пултарать. Хуравĕсене çырмалла мар: сĕннĕ 5 хуравран тĕрĕссине (1 тĕрĕс хурава) суйласа илсе ятарлă бланк çинче хура гель ручкăпа паллă тумалла çеç. Ĕçе пурнăçлама 1 сехет те 15 минут уйăрнă, çак вăхăт ывăнмалăх та çук. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кашни класпа уйрăммăн пулаççĕ. Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, кашни вăййа хутшăнакан шкул пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата вĕренекенсен Раççей шайĕнче хăйсен ушкăнĕнчи вырăнĕсене палăртнин протокол ведомоçĕсене илеççĕ, вăййа хутшăнакан кашни вĕрентекен тивĕçлĕ сертификат илет.
Ытти çулхи конкурссемпе танлаштарсан кăçал мĕнпур парне фондне вăййа хутшăнакан кашни ача валли сувенирсем илнĕ çĕре усă куратпăр (ку вăл е логотиплă ручка е тата ытти пулма пултарать). Çавăнпа та çĕнтерÿçĕн тата тĕрлĕ шайра мала тухнисен çакна пĕлме тивĕç: çĕнтернĕшĕн вĕсене диплом çеç параççĕ. Раççей шайĕнче хăйсен ушкăнĕнче 100 ытла балл пухнисенчен чи маттуррисене палăртма куçăнлă тура Шупашкара чĕнсе илетпĕр.
Вăййа хутшăнма 1 ачан 43 тенкĕ (3 тенки шкула юлать) тÿлемелле.
Вăййа хутшăнма кăмăл тăвакансен, раштавăн 25-мĕшĕччен регионти йĕркелÿ комитетне 9.00 пуçласа 16.00 сехетчен (ĕç вăхăтĕнче) çак телефонсемпе шăнкăравламалла: (8352) 45-03-01 (35-56), 37-32-27, федераллă номер 8-927-667-32-27 (е merlina@chuvsu.ru электрон адреспа вăййа хутшăнакансен шутне (кашни класпа уйрăммăн), шкулăн адресĕпе телефонне, шкул директорĕн тата вăйăшăн яваплин хушамачĕпе, ятне тата ашшĕ ятне кăтартмалла. Çавăн пекех ку хыпара çак адреспа ярса памалла: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, математикăна вĕрентес меслет кафедри (I-327 ауд.) (ку заявкăна вăййăн ыйтăвĕсемпе ĕçĕсене илме пынă чухне те парса хăварма юрать). Çавăн пекех заявкăсене http://www.schoolgames.ru/ сайтра та пама пулать.
«Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурс çинчен тĕплĕнрех http://chuvlast.ucoz.ru сайтра тупма пулать. «Вăййа хутшăнакансем валли» страницăра вăйăшăн банк е почта урлă тÿлемелли бланк вырнаçтарнă. Çав бланка уçласа илмелле те кашни шкулăн хăйĕн реквизичĕсене алăпа çырса тултармалла. Тÿлени çинчен ĕнентерекен квитанцисене вăйă материалĕсем патне килнĕ чух пĕрле илсе пымалла.
Вăйă ирттермелли материалсене (ыйтусемпе ĕçсен варианчĕсене, хурав бланкĕсене, ятарлă инструкцие) шкулсене вăйă пуçланиччен 2-3 кун малтан регионăн Тĕп комитетĕнче çак адреспа паратпăр: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, МПМ кафедри (I-327 ауд.).
Вăйă ирттернĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсене 2012 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа пырса илмелле: 428015, Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, физикăпа математика факультечĕ, МПМ кафедри (I-327 ауд.). Вăйă пĕтĕмлетĕвĕсем йĕркелÿ комитетĕнче 1 çул упранаççĕ.
2011 çулхи вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе (ыйтусемпе ĕçсен хуравĕсемпе ăнлантарăвĕ, çĕнтерÿçĕсен списокĕ тата вĕрентекенсен сĕнĕвĕсем) кĕнеке тухнă.

«Чĕвĕлти чĕкеç»
Тĕп йĕркелÿ комитечĕ

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 551 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:10:43
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!