Ытларикун, 16.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 5 » «Чĕвĕлти чĕкеç — чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» конкурс иртрĕ
«Чĕвĕлти чĕкеç — чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» конкурс иртрĕ
20:22
Нарăсăн 4-мĕшĕнче, республикăра черетлĕ «Чĕвĕлти чĕкеç» ăмăрту-вăйă иртрĕ. Кăçал ачасем хăйсен ăс çивĕчлĕхне 7-мĕш хут кăтартĕç ĕнтĕ. Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕрентӳ Министерстви, «Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентӳре» регионсем хушшинчи обществăллă организацийĕн чăваш уйрăмĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ. Конкурсăн тĕллевĕ: ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хăнăхтарасси, вĕсен пуплев культурипе пултарулăх енне туртăнассине ӳстересси.

Красноармейски районĕнчи шкул ачисем те ăна хастар хутшăнчĕç. Чи йышлăн хутшăннисем - Красноармейски иккĕмĕш шкулпа Трак чăвашла нимĕçле гимнази вĕренекенĕсем. Уписемпе пикшиксем те хутшăнма кăмăл тунă. Шкул ачисен пурĕ 30 задани пурнăçлама тиврĕ — вĕсенче кашни чăваш чĕлхипе тата лингвистикăпа пухнă пĕлĕве кăтартмалла пулчĕ. Пур ыйтăвăн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут панă.

Вăйă пĕтĕмлетĕвне классем тăрăх пăхса тухĕç. Çĕнтерӳçĕсене йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш чĕлхи кунĕнче Шупашкарта чыслĕç.

Пурне те пĕлме: 2009 çулта вăйăна пĕтĕмпе 21 964 шкул ачи хутшăннă: Чăваш Республикинчен — 20 776, Тутарстанран — 593, Пушкăртран — 562 вĕренекен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен — 16 вĕренекен, Самара тăрăхĕнчен — 15 вĕренекен хăй пултарулăхне кăтартса панă.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 682 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:08:49
Шырав
Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!