Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 12 » ЧЫСА ТА, СЫВЛĂХА ТА ПĔЧĔКРЕН УПРА
ЧЫСА ТА, СЫВЛĂХА ТА ПĔЧĔКРЕН УПРА
11:14
Каникул хыççăн шкул пурнăçне, çĕнĕ кун йĕркине хăнăхса пыратăр ĕнтĕ. Çапах иртерех тăма йывăртарах пулĕ, хăш чух нихăçан та çывăрса тăранаймассăн туйăнать-и... 
Ун пек ан пултăр тесен пирвайхи вăхăтра иртерех выртса çывăрмалла. Кĕçĕн классене çÿрекенсен талăкра 9-10 сехетрен кая мар канмалла. Çителĕклĕ çывăрайман ача урокра тимсĕр, вĕрентекен каланине ас туса юлма йывăр ăна.
Çавăнпа каçхине 9 сехетре выртма тăрăшмалла. Çапла майпа организм канса вăй пухма ĕлкĕрет. Кулленех пĕр вăхăтра, 7 е 6 сехет те 30 минутра (шкулĕ аякра пулсан) тăрсан, ирхи зарядка тума хăнăхсан хăвăра чылай лайăхрах туйма пуçлатăр. Паллах, ăшă вырăн хыççăн тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлассине, турник çинче туртăнассине йăлана кĕртме çăмăлах мар. Çапах тăрăшса пăхма юрать – усси пысăккине хăвăрах туйса илме пултаратăр. 
Çăвăнса шăлсене тĕрĕс тасатма хăнăхăр: çÿлтисене – çÿлтен аялалла, аялтисене – çÿлелле. Апат çинĕ хыççăн çăвара чÿхеме ан манăр.
Шкула кайиччен апатланма тăрăшăр. Кунне 4-5 хутчен, кашни 3-4 сехетрех çимеллине асра тытăр. Сĕтел хушшинче калаçмаççĕ, вылямаççĕ, пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ. Каçхине ытлашши çуллă, йывăр апат çини йĕркеллĕ çывăрса канма чăрмантарать. Пылак çимĕçпе ытлашши иртĕнмелле маррине те пĕлетĕр ĕнтĕ. 
Уроксем хыççăн канмалла, кирек епле çанталăкра та урамра 2-3 сехетрен кая мар çÿремелле. Уçă сывлăш сывлăха çирĕплетме, ÿт-пĕве пиçĕхтерме пулăшать. 
Урамра уçăлса çÿренĕ хыççăн килти ĕçсене пурнăçлама пĕр вăхăтра ларсан аванрах. Кашни çур сехетрен 10-15 минут канса илессине йăлана кĕртĕр.
Сĕтел хушшинче тĕрĕс мар, ÿпĕнсе ларсан çурăм шăмми авăнма пултарать. Çавăнпа ĕç вырăнне вĕренекен çÿл- лĕшне кура çĕклемелле. Çакна тĕрĕслеме ансат: тăнă чух сĕтел çийĕ ача чавсинчен 2-3 сантиметр çÿллĕрех, пукан ларкăчĕ чĕр куççи таран пулмалла.
Парта хушшинче кĕлеткене тÿрĕ тытмалла, кăкăр сĕтел хĕррине перĕнмелле мар. Куçпа кĕнеке хушшинче 30-35 сантиметр кирлине тепĕр хут аса илтерни ытлашши пулмĕ. Мĕншĕн тесен чылайăшĕ çырнă чух ÿпĕнсе ларма кăмăллать. Хăвăра тĕрĕслесе-асăрхаса тăма хăнăхăр: чавсана сĕтел çине лартсан пÿрне вĕçĕсем тăнлава лекмелле, кăкăрпа сĕтел хушшинче чăмăр кĕмелĕх вырăн юлмалла, хул калакки пукан хыçне перĕнсе тăмалла.
Телевизор умĕнче сехечĕ-сехечĕпе ларни сиенлĕ, урамра уçăлса кĕнĕ хыççăн чи интереслине, усăллине çур сехет пăхнипе çырлахма хăнăхăр. Сенкер экранран 2 метртан аяккарах лармалла. Компьютер мониторĕпе куç хушши 60-70 сантиметртан кая мар кирлĕ.
Вырсарни кун чăннипех кану кунĕ пултăр, урамра ытти чухнехинчен ытларах çÿрĕр. Çавăнпа килти ĕçсене шăмат кунах пурнăçласан аван.
Тасалăх – сывлăх çăл куçĕ тенине те асра тытăр. Çывăрма выртас умĕн ал-урана, пит-куçа çăвăр, шăлсене лайăх тасатăр. Хăвăр ĕç сĕтелĕ çинче те йĕрке тăвăр, портфеле мĕн пур вĕренÿ хатĕрне хунине тепĕр хут тĕрĕслĕр.


Мария Тоябинская, Республикăри реабилитаципе сывлăха çирĕплетмелли медицина центрĕн врачĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1821 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:17:21
Шырав
Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!