Кĕçнерникун, 28.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 23 » Çыпçăнчăк идея, е Чăваш сăмахĕсене таткаласа пĕтермеллех-ши?
Çыпçăнчăк идея, е Чăваш сăмахĕсене таткаласа пĕтермеллех-ши?
23:10
Тĕнчере «синтетикăлăх» тата «аналитикăлăх» малта тăракан чĕлхесем пур. Студентсем валли çырнă темиçе кĕнекене те вуласа пăхрăм, анчах çак пулăма пĕринче те Николай Егоров пек ăнлантармаççĕ. Эпĕ çакна ку чĕлхеçĕн статйине /«Хыпар», 2010, ака, 27/ вуласа тухнă май калатăп. Апла-и, капла-и, - ĕçĕ унта мар.
«Пĕрле е уйрăм» çырасси аналитикăлăх-синтетикăлăхпа пачах та çыхăнман. Вырăс чĕлхин витĕмĕ пирки калаçни те ахаль çеç. Чăннипе вара пĕтĕмпех хамăрăн «мăнтăр» кăмăлтан килет. Урăхла каласан - эпир хамăр пĕр-пĕринпе мĕнлерех калаçса татăлнинчен. Мĕншĕн «хĕрача» пĕрле, анчах «вĕренекен ача» уйрăм? Çавнашкал айванла ыйтусене итлесе хăлха йÿçĕхсе çитнĕ ĕнтĕ.
Ăнлавсене «пĕрле е уйрăм» çырас ыйтупа халĕччен вун-вун, çĕр-çĕр статья тухнă. Пин-пин аргумент илсе кăтартнă. Апла пулин те Н.Е.чĕлхеçĕ ыттисен шухăшне пайăррăн илсе шĕкĕлчемест. Эпĕ çакна мăн кăмăллăх тесе çеç хаклама пултаратăп. Чăн та, Николай Егорович С.П.Горский ятне аса илет-ха. Анчах та кирлехчĕ-ши тахçанах çĕре кĕнĕ профессора «тÿнккеме»?
Чăваш чĕлхинче хутлă сăмахсем пур-и? Çак ыйтăва мĕнле хуравласси пĕтĕмпех вăйра тăракан орфографирен килет. Ку - питĕ йĕркеллĕ япала. Уçă алăка çĕмĕрме кирлĕ мар. Хутлă сăмахсем хальхи нимĕç, акăлчан чĕлхисенче çав тери вăйлă сарăлнă. Акăлчансемпе нимĕçсем те вырăссем хыççăн сикнĕ-ши? Мĕн енчен аван-ха ăнлавсене пĕрле çырма тăрăшни? «Пробел» текен пунктуаци палли пур: вăл çырăнакан лаптăкра вырăн йышăнать, кĕсье телефонĕсен тата компьютерсен тÿмисене ятарласа пусма та хистет. Ручкăпа çырнă чухне те çыру хăвăртлăхне самаях чакарать пробел. Эппин, вĕсем текстра сахалрах пулни çав тери аван. Нивушлĕ çĕр процентлă çакнашкал агрументсем те витереймеççĕ Николай Егоров йышшисене? Е «пĕр пеклен» ăнлава илер-ха. Çак орфограммăна куç умне тăратсан чăваш чĕлхинче «пеклен» глагол пур пек пулса тухать. Анчах та ку сăмах хăй тĕллĕн /уйрăм/ çÿресшĕнех мар. «Çÿреттерме» пулать, анчах - мĕн усси?
Николай Егоров пире вырăс чĕлхинчи «говядина», «свинина» йышши сăмахсемпе тĕлĕнтересшĕн. Чăннипе вара кунашкал тĕслĕхсем чăваш чĕлхинче те пайтах. Акă «кукамай» ăнлава вырăсла пĕр сăмахпа калама çук, ирĕксĕрех «бабушка со стороны матери» теме тивет. Хисеплĕ Николай Егорович, пуплев сăнарлăрах, капăртарах, эрешлĕрех пуласси чĕлхесенчен мар, çынсенчен хăйсенчен килет. Эрешлĕхе е эрешсĕрлĕхе чĕлхе мар, калаçакан çын хăй палăртать.
Сирĕн статйăрта çакнашкал пассаж пур: «Маншăн пулсан «хутлă сăмах» ăнлав вăл чăн-чăн чĕлхеçе чĕлхе ĕçне ăнсăртран пырса кĕнĕ «специалистран» уйăрмалли лакмус хучĕ. «Хутлă сăмаха» хÿтĕлекен çын чĕлхе вĕрентĕвне пач та пĕлмест». Мĕнех, хаяррăн каланă. Анчах та мĕн темелле-ши «сăмах» /слово/ тата «сăмах тĕпĕ» /корень слова/ ăнлавсене уйăрайман çын пирки?
Çук, хуть те мĕн калăр та, эпĕ С.П.Горский профессор ятне демонизацилессине хирĕç. Семен Петровича темĕнле усал вăй пек кăтартма кирлĕ мар. Чăваш чĕлхинчи пĕрле çырас йĕркесем тĕпрен илсен ăна кура мар, хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ. Акă «ача-пăча» сăмах. Унăн кĕске варианчĕ те пур. Орфограмма «ача-пча» евĕр курăнмалла пек ĕнтĕ. Чăннипе вара ăна пурте «ачапча» тесе çыраççĕ. Мĕншĕн-ха çак вариант çиеле тухнă? Паллах, С.П.Горский профессор хистенипе мар! Чăн та, Семен Петрович çырса хăварнисенче корректлă мар йĕркесем те тĕл пулаççĕ ĕнтĕ. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров тутар чĕлхине аван чухлама тивĕçлĕ. Вăл шутра тĕрĕк чĕлхин çырулăхне те. Эппин, мĕншĕн-ха танлаштарса пăхас мар. Ара, кăсăклă тĕслĕх мĕн чухлĕ унта! Акă ыйту татăкĕ текенскернех илер: чăвашсен - «каятăн-и» /дефиспа!/, тутарсен -барасынмы /пĕрле!/. Кутăнларах тĕслĕхсем те пур: тутарсен - кил элĕ /уйрăм!/, пирĕн - кил-ха /лĕ/ /дефиспа!/. Нимĕçсемпе акăлчансем енне çаврăнса пăхма юратмастпăр пулĕ, анчах тутарсен тĕслĕхĕсене шута илесчĕ иçмасса!
Николай Егоровăн тепĕр шухăшĕ: «Чĕлхе тытăмĕпе орфографи хушшинче çураçулăх çуккине пула мĕн чухлĕ шкул ачи «иккĕ» илнине, мĕн чухлĕ абитуриент вĕренме кĕреймесĕр юлнине пĕр Турă кăна пĕлет-тĕр».Орфографипе чĕлхе тытăмĕ хушшинче çыхăну çуккине палăртрăмăр ĕнтĕ. Халĕ вĕрентÿ ыйтăвĕсем тĕлĕшпе сăмах хускатар. Шкул ачисемпе абитуриентсем уроксенче, экзаменсенче çухалса ан кайччăр тесен ыйтусене тĕрĕс лартмалла. Диктантсем, изложенисем, сочиненисем валли тĕрĕс текстсемпе темăсем суйласа илмелле. Тĕрĕслев тата хаклав критерийĕсене лайăхлатмалла, уçăмлатмалла. Урăхла каласан кунта педагогсен ăсталăхĕ, профессионализмĕ, компетентлăхĕ малти вырăнта. Пĕтĕм йывăрлăха орфографи çине йăвантарни - вырăнсăр! Пĕррехинче Мускав облаçĕнчи чи лайăх вĕрентÿçĕсене пухнă та А.П.Чехов калавне тĕпе хурса диктант çыртарнă. Вĕсенчен «виççĕ» илекенсем сахал пулнă, тĕпрен илсен «иккĕ» çаклатнă. Мĕншĕн çапла пулса тухнă-ха? Учительсем начартан-и? Çук! Чăннипе каласан тĕрĕслевçĕсем текст уйрăмлăхĕсене шута илмен иккен. Ара, «автор орфографийĕ» текен пулăм та пур-çке тĕнчере! Ачасен çыру ĕçĕсене тĕрĕслесси - самай кăткăс япала. Йăнăш тени тĕрлĕрен пулать. Ача «Чацкий» вырăнне «Чадский», «Нарспи» вырăнне «Арспи», «Гамлет» вырăнне «Камлет» çырать тĕк - ку мĕне пĕлтерет? Асăннă йăнăшсем орфографипе пачах та çыхăнман. Чăннипе вĕсем - факт йăнăшĕсем. Урăхла каласан ку ача орфографие мар, литература хайлавĕсене начар пĕлет.
Вырăсла шухăшласа чăвашла калăплани пирки. Ман айван ăсăмпала - этем калаçас тата çырас ĕçсене çеç уйрăм /пайăр/ чĕлхепе пурнăçлать. Шухăшласси вара - кăткăс процесс.
Николай Егоров - чĕлхесен историйĕ тата этимологи тĕлĕшпе çав тери пысăк специалист. Анчах та вăл çырулăх ыйтăвĕсене, ман шутпа, начар ăнланать. Е ăнланасшăн та мар-и? Чăваш сăмахĕсене таткалас тени - çыпçăнчăк идея шайĕнчи шухăш çеç.

Х.Ç.

«Ют» çырулăхсен опытне шута илмешкĕн хистеме тиврĕ çине-çинех. Анчах та «хамăр» чĕлхе шайĕнче çеç чакалансан та кăсăклă тата усăллă шухăшсем патне пырса тухма пулать. Акă эпир чĕлхере аффиксем пур тетпĕр, çавна кура çав элементсене «пĕрле» çыратпăр. Чăннипе вара хайхи-майхисене татăк теме те пулать: лаша сем, ĕне сем, юман лăх, çăка сар... «Шупашкартан Кавал таран», - çырнă тахçан Çеçпĕл Мишши. Кунта тĕл пулакан «-тан» тата «таран» элементсем чăннипе пĕр ретре тăраççĕ: пĕри туху падежне палăртать, теприне чикĕ падежĕн /лимитативăн/ палăрăмĕ теме пулать. «Таран» элемента уйрăм, «-тан» тенине пĕрле çырнине традиципе çеç ăнлантармалла. Çÿлерех асăннă пулăма «таран» уйрăм çырăннине кура чăн-чăн падеж теме çук ĕнтĕ, çапах та чăваш чĕлхинче чикĕ падежĕ пур: - чен, - ччен аффикссемлĕ сăмахсем: паянччен, Шупашкарччен... Кириллица никĕсĕ çинчи чăваш çырулăхĕ XVIII ĕмĕртенпе пырать. «Пĕрле е уйрăм» çырас тĕлĕшпе 250 çул хушшинче темĕн те пулнă! Унта хăйĕн «çăпата йĕррине» такам та хăварнă. Калăпăр, 1767 çулхи сăвăра «ытах» сăмаха та таткаласа янă: i gax. Н.Золотницкий «Хозан-да» тесе çырнă. Эппин, кунта С.П.Горский еткерĕ тавра çеç çаврăнни çав тери çителĕксĕр.

Элли Илле ("Хыпар" хаçатран)

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 713 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 3
0  
3 Элли ИЛЛЕ   (19.10.2012 23:53) [Материал]
Тимсĕрлĕх çине тимсĕрлĕх! Статьяра "Николай ИВАНОВИЧ" мар, "Николай Егорович"... Шăпах çакă йăнăш ĕнтĕ!

0  
2 Элли ИЛЛЕ   (19.10.2012 23:26) [Материал]
Ку текстра халĕччен тени тĕл пулать. Авторăн чăннипе ХАЛИЧЧЕН пулнă.

0  
1 Элли ИЛЛЕ   (19.10.2012 23:17) [Материал]
Николай Иванович Егорова ку хайлавра йăнăшпа(ăнсăртран) "Николай ИВАНОВИЧ" тенĕ. Çапла пулса тухнăшăн ÿкĕннине пĕлтеретĕп.



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:53
Шырав
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!