Кĕçнерникун, 18.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Çу » 19 » ППЭ пункчĕсенче тухтăрсем те, тьюторсем те пулĕç
ППЭ пункчĕсенче тухтăрсем те, тьюторсем те пулĕç
16:26

Часах пĕлÿ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланĕ. Пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вăхăт нумай юлмарĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем кăçал та яланхиллех икĕ тапхăрпа иртеççĕ. Пĕрремĕшĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен пулнă. Раççейре 18700 çамрăк экзамена маларах тытнă. 164-шне шпаргалкăпа тата гаджетпа усă курнăшăн кăларса янă. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ. Вăл кун çамрăксем географи тата вырăс литературин предмечĕсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕç. Чăваш Енре тĕп тапхăра 6742 хĕрпе каччă хутшăнĕ. Вĕсенчен 5855-ĕшĕ шкултан кăçал вĕренсе тухать. Республикăра ППЭ 36 пунктра иртĕ. Предмет комиссийĕсем йĕркеленнĕ ĕнтĕ, вĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. 2016 çулта пĕлÿ шайне тĕрĕслекенсене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха? Суйламалли предметсен йышĕнче чылайăшĕ обществознание кăмăлланăран ку экзамена тытмашкăн ятарлă кун уйăрнă. Çавна май çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче выпускниксем пĕр предметпа çеç пĕлÿ шайне тĕрĕслĕç. Ют чĕлхепе сăмах вĕççĕн хуравламалли пай валли икĕ кун уйăрнă. Кăçалтан истори, обществознани, географи, информатика предмечĕсемпе ППЭ тытакансен те тест ыйтăвĕсене хуравлама тивмĕ, мĕншĕн тесен вĕсене пăрахăçланă. Пĕлтĕр ку çĕнĕлĕх вырăс чĕлхине тата литературине, математикăна пырса тивнĕ. Рособрнадзор пуçлăхĕ Сергей Кравцов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 7 предметпа тест пайне кăларнă. Унăн шухăшĕпе, ППЭ куллен çырса пурнăçламалли ахаль тĕрĕслев ĕçне çаврăнать. Ăна пур шкултан вĕренсе тухакан та пурнăçлĕ. Истори предмечĕпе тест пайне сочинени çырассипе улăштарнă. Пĕлтĕр математика, ют чĕлхе тата обществознани предмечĕсемпе аслă шкула вĕренме кĕмелли балсене ÿстернĕ. Кăçалхи цифрăсем паллă. ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене текех улăштармĕç. Университетпа института вĕренме кĕрекенсен вырăс чĕлхипе вăтамран _ 36, математикăпа профиль шайĕнче _ 27, историпе _ 32, биологипе _ 36, вырăс литературипе 32 балл пухмалла. Аттестат илес тесен шкултан вĕренсе тухаканăн математикăпа экзамена база шайĕнче «виççĕ» паллăлăх тытмалла, вырăс чĕлхипе сахалтан та 24 балл пухмалла. ППЭ йĕркине пăсакансене çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе экзамен ирттерекен пунктсене видеосăнав хатĕрĕ вырнаçтарма тытăнчĕç. Кăçал вăл кашни аудиторире пулĕ. ППЭ мĕнлерех пынине экзамен мĕнле иртнине сăнакан центрсенче онлайн мелпе пăхса тăрĕç. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, экзамена кĕрекенсене ятарлă хатĕрпе тĕрĕслĕç. Ăна çумра телефон пуррипе çуккине палăртассишĕн тăваççĕ. РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви ППЭ ирттермелли йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Экзамен пулман аудиторисене пурне те пичет лартсах питĕрĕç, пÿлĕмсенчи стендсемпе плакатсене илĕç. Чăваш Енри çĕнĕ вĕренÿ технологийĕн центрĕн директорĕ Галина Арзамасцева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал экзамен иртекен кашни пунктра сканер вырнаçтарĕç. Унăн витĕр пĕтĕм материала кăларĕç. Унччен экзамен хуравĕсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухса нумай вăхăт иртнĕ пулсан çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕнипе ку ĕç чылай çăмăлланать. Çĕнĕлĕх экзамена пĕтĕмлетес ĕçе те хăвăртлатать. Кăçалтан ППЭ пунктĕнче тухтăр та пулĕ. Енчен те пĕр-пĕр çамрăк экзамен вăхăтĕнче аптăраса ÿксен ăна тÿрех шурă халатлисем патне илсе кайĕç, экзамен тытайманни пирки акт çырса çирĕплетĕç. Çавăн пекех ППЭне тьюторсене те кĕме ирĕк панă. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, ППЭ хуравĕсене тата экзамен пунктĕнче ÿкернĕ видеофайлсене тепĕр çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен упрĕç. Экзаменри тĕрĕслев йĕрки çулран-çул çирĕпленсе пыни шкултан вĕренсе тухакана çеç мар, вĕсен ашшĕпе амăшне те сехĕрлентерет. Рособрнадзор сайтĕнче вун-вун ыйту вырнаçтарнă. Математикăпа ППЭ база е профиль шайĕнче кирлине шута илсе тĕрлĕ кунра иртет. Кунашкал çĕнĕлĕх хальлĕхе вырăс чĕлхине пырса тивмест. Пĕрремĕшĕнчен, вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать. Иккĕмĕшĕнчен, ку предметпа вăтам балăн икĕ чиккине çирĕплетнĕ. Чылайăшĕ РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов историпе ют чĕлхене тĕп предметсен йышне кĕртесси çинчен калаçнине илтнĕ. 2020 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсем ют чĕлхепе экзамен тытĕç, тепĕр икĕ çултан 11-мĕш класран вĕренсе тухакансен те ку енĕпе пĕлÿ шайне тĕрĕслеме тивĕ. Историе тĕп предметсен йышне кĕртесси пирки ыйту хальлĕхе татăлман-ха. ППЭне компьютерпа тыттарас йĕркене пурнăçа кĕртесси пирки те нумай калаçаççĕ. Рособрнадзор ĕçченĕсем ку ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Пĕлтĕр çамрăксене информатикă- па экзамен тыттарса ăна апробациленĕ. ППЭне компьютерпа тыттармалли йĕркене хатĕрленĕ, анчах ăна штат режимне кĕртес тесен мĕн пур техникăпа методика уйрăмлăхне шута илмелле, кашни регионти лару-тăрăва тĕплĕн тишкермелле. Çавăнпа ку çĕнĕлĕх тепĕр 3-4 çултан çеç пурнăçа кĕрейĕ. ППЭпе çыхăннă ытти хыпарпа Рособнадзорăн официаллă сайтĕнче тата патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн порталĕнче паллашма пултаратăр.

Любовь ПЕТРОВА

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 418 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:22:30
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!