Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 1 » Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-2
Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-2
20:16

Грамматика йӑнӑшӗн тепӗр ушкӑнӗ ҫуклӑха палӑртассинчен килет. Кунта йӑнӑш икӗ тӗрлӗ пулать. Пӗрремӗшӗ вӑл - сказуемӑя пурлӑ формӑра каласа ун ҫумӗнчи ҫуклӑх мелӗсене сулахаялла куҫарни: Ахальтен мар ӗнтӗ ваттисем ӗҫе пурнӑҫ тыткӑчи тенӗ. Пурнӑҫ укҫа ҫинче кӑна мар никӗсленет. Ҫук, тавралӑх вӑл шалти ырӑ йӗркепе те хитре. Ку йӑнӑш вырӑссен. Не напрасно старые люди говорили. Жизнь зиждется не только на деньгах. Нет, природа прекрасна также своей внутренней упорядоченностью йышши предложенисен ӗлкипе пу-лать. Чӑваш чӗлхинче ҫуклӑха сказуемӑя ҫуклӑ формӑна лартмасӑр пӗлтерме ҫук: Ваттисем ӗҫе пурнӑҫ тыткӑчи тесе ахальтен каламан ӗнтӗ. (Ваттисем ӗҫе пурнӑҫ тыткӑчи тени ахальтен мар ӗнтӗ). Пурнӑҫ укҫа ҫинче кӑна никӗсленмест. (Пурнӑҫ укҫа ҫинче кӑна мар, ытти пахалӑх ҫинче те никӗсленет.) Ҫук, тавралӑх тулашри илемӗпе кӑна илӗртет тени тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен тавралӑх вӑл хӑйӗн шалти йӗркипе те хитре. (Ҫук, тавралӑх тулашри илемӗпе кӑна илӗртет тени тӗрӗс мар: тавралӑх хӑйӗн шалти йӗркипе те хитре.) Ҫуклӑха палӑртассипе ҫыхӑннӑ иккӗмӗш йӑнӑш пӗртен-пӗр ҫук сӑмахран тӑракан предложенисемпе усӑ курсан пулать: Илӗ-ши Нар-спие Турӑ хӑйӗн тӗнчине? Ҫук пуль. Каппайлӑх кама та пулин телейлӗ тунӑ-и? Ҫук пуль. Каппайлӑх кама та пулин телейлӗ тунӑ-и? Ҫук. Ку предложенисене вырӑсли-семпе танлаштарса пӑхӑр: Бог примет ли к себе Нарспи? Наверное, нет. Кичливость сделала ли человека счастливым? Нет. Чӑвашла акӑ мӗнле каламалла: Илӗ-ши Нарспие Турӑ хӑйӗн тӗнчине? Ҫук, илес ҫук пуль. (Ҫук, илмест пуль.) Каппайлӑх кама та пулин телейлӗ тунӑ-и? Ҫук, туман. Ку предложенисенчи ҫук сӑмах - татӑк. -Санӑн укҫу пур-и? - Ҫук евӗрлӗ тӗслӗхсенче вара ҫук сӑмах татӑк мар, паллӑ ячӗ. Танлаштарӑр: Ҫук сӑмаха пур туса калаҫаҫҫӗ тӑшмансем (Ч.х.с).

Грамматика йӑнӑшӗсен виҫҫӗмӗш тӗсӗ ыйтӑва палӑртассипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш чӗлхинче ыйтӑва палӑртакан мелсем (ыйту сăмахĕсемпе ыйтуллӑ татӑксем) сказуемӑй ҫумӗнче пулаҫҫӗ е ун тытӑмне кӗреҫҫӗ: Мӗнле пулса иртнӗ ку ӗҫ? (Л.Тал.) -Елен ятлӑ-и эсӗ? - Елен ятлӑ. - Миҫе ҫулта? - Вунна кайрӑм (Илпек.). Ыйту татӑкне сочинени авторӗсем час-часах хӑй вырӑнӗнчен предложени умнелле куҫарма пӑхаҫҫӗ: Ӗҫлесен-и е ӗҫлемесен-и лайӑх? Танлаштарӑр: Ӗҫлесен лайӑх-и? (Ӗҫлесен лайӑх-и, ӗҫлемесен-и? Ӗҫлесен лайӑх-и? Ӗҫлемесен-и? Мӗнле лайӑх: ӗҫлесен-и, ӗҫлемесен-и? Мӗнле лайӑх - ӗҫлесен-и, ӗҫлемесен-и?) Хӑш чухне ыйту мелӗсене пачах пӑрахса хӑварни пулать: Ӗмӗре ӗҫлесе е ӗҫлемесӗр ирттерсен аванрах? Ҫӗр ҫин-че ӗҫлесе е ӗҫлемесӗр пурӑнма лайӑх? Чӑвашла тӗрӗс калас пулсан: Ӗмӗре мӗнле ирттерсен аванрах: ӗҫлесе-и, ӗҫлемесӗр-и? Ҫӗр ҫинче мӗнле пурӑнма лайӑх -ӗҫлесе-и, ӗҫлемесӗр-и? темелле. Пирӗн вырӑс чӗлхи картине кӗрсе ӳкесрен сыхланмалла. Вырӑссем вӗсем ли татӑка кирек мӗнле сӑмах ҫумне те лартма пултараҫҫӗ е интонаципех ҫырлахаҫҫӗ: Напрасно ли поэма начинается с описания весны? Поэма начинается ли с описания весны? Поэма ли начинается с описания весны? С описания весны начинается поэма? Поэма на-чинается с описания весны? Хорошо жить без работы?

Грамматика йӑнӑшӗсен тӑваттӑмӗш тӗсӗ вӑл - сказуемӑя шухӑш тӗшши туса уйӑракан татӑксене сулахайри ытти сӑмахсем ҫумне лартни: Камӑн-ха хӑй пурнӑҫне юратман ҫынпа ирттерес килтӗр? Мӗншӗн-ха Сенттисӗр пуҫне телейлӗ ҫын ҫук? Мӗншӗн-ха илеме сӑмах вӑйӗпе те тума пулать? Ку йӑнӑш вырӑссен Кому же хочется провести свою жизнь с нелюбимым человеком? Почему же нет человека счастливее Сенти? Почему же красоту можно создавать силой слова? майлӑ предложенисене пула сиксе тухать. Чӑвашла акӑ мӗнле каламалла: Хӑй пурнӑҫне юратман ҫынпа камӑн ирттерес килтӗр? Сенттисӗр пуҫне телейлӗ ҫын мӗншӗн ҫук-ха? Илеме сӑмах вӑйӗпе мӗншӗн тума пулать-ха?

Пиллӗкмӗш ушкӑнри йӑнӑшсем вырӑн падежӗнчи сӑмахсене сказуемӑй вырӑнне пӗлтерӗше шута илмесӗр лартнипе пулаҫҫӗ: Мӗнре-ха этемӗн тивӗҫӗ? Чӑваш туйӗн илемӗ ӗҫкӗ-ҫикӗре кӑна мар ҫав. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тивӗҫӗ хӑйӗн халӑхне юратма пӗлнинче. Ку сӑмахсен тупсӑмӗ мӗнре? Кун пек чухне тӗп падежпа усӑ курмалла: Мӗн-ха этемӗн тивӗҫӗ? (Этемӗн тивӗҫӗ мӗн?) Чӑваш туйӗн илемӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ кӑна мар ҫав. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тивӗҫӗ - хӑйӗн халӑхне юратма пӗлни. Ку сӑмахсен тупсӑмӗ мӗн? Вырӑн падежӗпе усӑ курнӑ чух мӗнле те пулин глагол хушса хурас пулать: Этемӗн тивӗҫӗ мӗнре палӑрать? Чӑваш туйӗн илемӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ ре кӑна курӑнмасть ҫав. Ку сӑмахсен тупсӑмне ӑҫта шырамалла? Содержанине кура предложение пачах урӑхла йӗркелеме те тивет: Этем тӑван халӑха юратнине хӑйӗн ҫӗр ҫинчи чи пысӑк тивӗҫӗ тесе пӑхать. Сказуемӑй пирӗн чӗлхере вырӑн падежӗнчи сӑмахран пачах пулмасть мар паллах. Ун пек чухне сказуемӑй улшӑнуллӑ вырӑна пӗлтерет: Манӑн пӗтӗм тӑван хулара (Л.Тал.). Ку пред-ложени калаканнин тӑванӗсем хӑй вӑхӑтӗнче ялта пурӑннине, кайран тӗрлӗ сӑлтава пула хулана куҫса кай-нине пӗлтерет. Манӑн пичче салтакра предложени пичче салтака кӗске вӑхӑтлӑха кайнине, часах урӑх ҫӗре куҫассине (сӑмахран, таврӑнассине, вӗренме е ӗҫлеме каяссине) хыпарлама кирлӗ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1297 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:01:45
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!