Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 1 » Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-3
Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-3
22:53

Грамматика йӑнӑшӗсен улттӑмӗш тӗсӗ вырӑс чӗлхинчи предлогсен тӳр килӗвне хыҫ сӑмах пӗлтерӗшлӗ япала ячӗпе палӑртнипе пулать: Тӑхтаман Нарспи ҫине авланать. Турӑ ҫине кӑна шанмалла мар. Урӑххи ҫине качча панӑ. Чӑвашла Тӑхтаман авланать, Нарспие качча илет. Турра кӑна шанмалла мар. Урӑххине качча панӑ темелле. Вырӑссем Тохтаман женится на Нарспи. Не следует надеяться только на Бога. Выдали замуж за другого теҫҫӗ. Пирӗн вырӑсла предложенисем тӑвасран сыхланмалла.

Ҫиччӗмӗш ушкӑн - вырӑс чӗлхинчи тӳр килӗве пӑхса чӑваш сӑмахӗн ытти сӑмахӗсемпе ҫыхӑнӑва кӗреслё-хне сарни: Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ӗҫрен тӑрать. Чӑваш-ла Текст виҫӗ пайран тӑрать теме пулать, анчах пурнӑҫ ҫинчен пыракан предложенире тӑрать сӑмах вырӑнсӑр. Ҫын ӗҫсӗр пурӑнаймасть тениех ӑнланмалла. Чӑваш сӑмахӗнчен малтан вырӑс сӑмахне шыранӑ пирки ҫыхӑну мелӗсем те вырӑсланаҫҫӗ. Ҫакна, тӗслӗхрен, использо-вать время тата пользоваться временем йышши сӑмах ҫыхӑнӑвӗсене уяман чухне курма пулать: Кашни вӑхӑта усӑ курма вӗренмелле. Кашни сӗнӗве усӑ курас пулать. Чӑвашла тӗрӗс калас пулсан пару падежӗ мар, пӗрлелӗх падежӗ кирлӗ: Кашни вӑхӑта усӑ курма вӗренмелле. Каш-ни сӗнӳпе уса курас пулать.

Вырӑс чӗлхи витӗмӗпех пирӗн пуплеврен чугун ҫулӗ ҫинче контролерта ӗҫле (контролер ӗҫне ту), больницӑра медсестрара ӗҫле (медсестра ӗҫне ту) йышши сӑмах майлашӑвӗсем манӑҫа тухма пуҫларӗҫ. Ҫакӑ ачасен эк-заменра ҫырнӑ сочиненийӗсенче те палӑрать: Манӑн аппа Мускавра пӗр фирма офисӗнче хуҫа пулса ӗҫлет. Петр Макарович тракторист пулса ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр тӑрӑшнӑ. Пул глаголпа усӑ курас тӑк - ӗҫле, тӑрӑш сӑ-махсем мар, тух, выля глаголсем пулмалла: Манӑн аппа сцена ҫине Нарспи пулса тухрӗ. Н.Григорьева артистка Н.Терентьевӑн "Ҫӗрпе хӗр" трагедийӗ тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльте Ахмур ятлӑ хӗр ача пулса вылянӑ.

Саккӑрмӗш ушкӑн - шухӑш тӗшши ӳкекен сӑмахсене сказуемӑй хыҫне лартни: Тӗслӗхшӗн ак эпир илӗпӗр Константин Ивановӑн "Нарспи" поэмине. Танлаштарӑр: Тӗслӗхшӗн ак эпир Константин Ивановӑн "Нарспи" поэми-не илӗпӗр. Шухӑш тӗшшине предложенин сказуемӑйӗ хыҫҫӑн калас йӗрке вӑл вырӑс чӗлхишӗн кӑтартуллӑ: Для примера мы возьмем поэму Константина Иванова "Нарспи".

Вырӑс чӗлхи витӗмӗсӗрех пулакан грамматика йӑнӑшӗ нумай мар.

Кун пек йӑнӑшсенчен пӗри вӑл - сӑмахсен ҫыхӑнӑвне йӗркеленӗ чухне сӑпат килӗшӗвӗ тума манни: К Ива-новӑн "Нарспи" поэмӑра чӑвашсен авалхи пурнӑҫне ҫыр-са кӑтартнӑ. Юрат та сав хӑвӑн ӗҫе. Хӑвӑн чыса вара-ласан тасалса тухаймӑн. Танлаштарӑр: КИвановӑн "Нар-спи" поэминче чӑвашсен авалхи пурнӑҫне ҫырса кӑтар-тнӑ. Юрат та сав хӑвӑн ӗҫне. Хӑвӑн чысна вараласан тасалса тухаймӑн.

Иккӗмӗш йӑнӑш - ят сӑмахсемпе вӗсене улӑштаракан местоименисен хушшинче хисеп енчен килӗшӳ ҫукки: "Этем ӗҫпе паха", - тенӗ ваттисем. Мӗне пӗлтереҫҫӗ-ха ҫак сӑмахсем? Унӑн тупсӑмӗ мӗн? Лайӑх пурӑнакан ҫын вӑл - ӗҫлекен ҫын. Вӗсене ытти ҫынсем пурте хаклаҫҫӗ.

Виҫҫӗмӗш йӑнӑш вӑл - япала ятне ӑнлантаракан

аллӑ хисеп ячӗн кӗске (синтаксис) формине (алӑ е ал) ытти хисеп ячӗсенчен уйӑрса тулли калани: Мӗнле пулӗ-ши пирӗн тӗнче тепӗр аллӑ, ҫӗр, пин ҫултан? Тӗрӗс ва-риант; Мӗнле пулӗ-ши пирӗн тӗнче тепӗр алӑ, ҫӗр, пин ҫултан? Танлаштарӑр: пилӗк тенкӗ, улт(ӑ) салтак, сакӑр кун, тӑхӑр талӑк, вун(ӑ) минут, ал(ӑ) ҫул.

Тӑваттӑмӗшӗ - -лӑ(-лӗ), -ла(-ле) аффикссене пӗр-пӗ-ринпе пӑтраштарни е вӗсемпе кирлӗ мар ҫӗртех усӑ курни: социалла иӗрке, классикалла хайлав, лирикӑлла герой, историлле тапхӑр. Танлаштарӑр: социаллӑх йӗрки (е халӑх йӗрки), классика хайлавӗ, лирика геройӗ, истори тапхӑрӗ.

Пиллӗкмӗшӗ - хутлӑ предложенин пайӗсене пӗр-пӗ-ринчен уйӑрса уйрӑм предложени шайне лартни:

Хветӗр Акивер каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вӑл - пурнӑҫ тыткӑчи, ҫынна чи кирли. Анчах эпир пурте писатель пек шухӑшлатпӑр-и? (Танлаштарӑр: Хветӗр Акивер каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вӑл - пурнӑҫ тыткӑчи, ҫынна чи кирли, анчах эпир пурте писатель пек шухӑшлатпӑр-и?) Тума пуҫланӑ ӗҫе нихӑҫан та ырана хӑвармалла мар. Мӗншӗн тесен ыран мӗн пуласса никам та пӗлмест. (Танлаштарӑр: Тума пуҫланӑ ӗҫе нихӑҫан та ырана хӑвармалла мар, мӗншӗн тесен ыран мӗн пуласса никам та пӗлмест.)

Улттӑмӗш йӑнӑш - хутлӑ предложени пайӗсем пек тачӑ ҫыхӑнман предложенисене вӑйпа пӗрлештерни: "Нарспие" нумай чӗлхене куҫарнӑ, ҫавӑнпа чаплӑ хайла-ва пӗтӗм тӗнче пӗлет. Танлаштарӑр: "Нарспие" нумай чӗлхене куҫарнӑ. Ҫавӑнпа чаплӑ хайлава пӗтӗм тӗнче пӗлет. Ҫавӑнпа сӑмах - союз мар, наречи пӗлтерӗшлӗ местоимени.

Ҫиччӗмӗш ушкӑн - причасти е деепричасти сӑмах ушкӑнӗн пӑхӑнакан пайӗнчи сӑмахсене каялла куҫарни: - Эй-яй-яй! - терӗ карчӑк самантран саманта майлаштарса тӑнӑ чух тутӑр тӗввине. Предложение ак епле йӗркелемелле: - Эи-яи-яи! - терӗ карчӑк тутӑр тӗввине самантран саманта майлаштарса тӑнӑ чух. Пуплев йӑнӑшӗсем, тӗпрен илсен, ҫаксем: Пӗрремӗш ушкӑнри йӑнӑшсем пӗр сӑмаха тепӗр сӑ-мах вырӑнне каланипе пулаҫҫӗ: хушӑ (йыш вырӑнне), тӑрӑ (ҫий), вырӑнне шутлӑ (тесе шутланӑ, тесе хакланӑ), пурнӑҫла (ту), энциклопеди (нумай ен), шӑрӑх (шартлама), хӗрт (хӗрет), качча тухтар (качча пар), курма пултараймастӑп (кураймастӑп), вӑрӑм (тарӑн), турремӗн (тӳррӗн), куҫ ҫинче (пит ҫинче), ӳкӗн (хӑра, шиклен), ҫап (тупта), ӑс (ас), йывӑр (асап, нуша), ӑнлантар (кала) т.ыт.те. Тӗслӗхсем (тире умӗн йӑнӑш пуррисене, тире хыҫҫӑн тӳрлетнисемпе вӗсен варианчӗсене кӑтартса пырӑпӑр): Ҫыравҫӑсен хуш-шинче К.Иванов пеккисем сахал. Ҫыравҫӑ йышӗнче К.Иванов пеккисем сахал. Вера халӑх хушшинче ырӑ ят илет. - Вера халӑхра ырӑ ят илет. Ку сӑмахсем асна килсе чӗлхӳ тӑррине епле пулчӗҫ-ши? - Ку сӑмахсем асна килсе чӗлхӳ ҫине епле пулчӗҫ-ши? Вениамин Васильевич хӑй ӗҫне юратса пурнӑҫланӑ. - Вениамин Васильевич хӑй ӗҫне юратса тунӑ. Ҫын пулас тесен йывӑрлӑхран хӑра-маллӑ мар (шикленмелле мар). Ман кукаҫи хӑй вӑхӑтӗнче кама кӑна пулӑшман-ши? Пӗрне ҫава ҫапса пана, теприне пӳрт тума пулӑшнӑ. - Пӗрне ҫава туптаса панӑ, теприне пӳрт тума пулӑшнӑ. Ват карчак хӑй ывӑлӗн ывӑлне ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарса парать. - Ват карчӑк хӑй ывӑлӗн ывӑлне ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пирки (ҫинчен) каласа парать. (Ват карчӑк хӑй ывӑлӗн ывӑлне ӗҫӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарса парать.)

Ҫавӑн пекех, йӑнӑш синонимлӑ сӑмахсенчен пӗрин куҫӑмлӑ пӗлтерӗш пуррине, теприн ҫуккине асӑрхаман-нипе те пулать. Акӑ чыса варала теме юрать, анчах чыса лапӑрта теме май килмест, мӗншӗн тесен лапӑрта сӑмахӑн куҫамлӑ пӗлтерӗш ҫук. Кӗнекене, хута, тетраде варалама та, лапӑртама та май пур, анчах чыс сӑмахпа варала сӑмах кӑна килӗшӳллӗ.

Пӗр тӗпрен пулнӑ сӑмахсене пӗр-пӗринпе пӑтраштар-нине те шута илмелле: Пирӗн ялта П.Н.Крылов пурӑнать. Вӑл нумай ӗҫленипе пуянланса кайнӑ. Ку тӗслӗхре пу-янлӑх пухнӑ тесен вырӑнлӑрах. Эпӗ хама ӳпкеленместӗп тени предложенин содержанине пӑсать. Автор чӗлхере ӳпкелеместӗп глагол пуррине шута илмен.

Пуплев йӑнӑшӗсен иккӗмӗш тӗсӗ чӑваш сӑмахӗсем вырӑнне вырӑс сӑмахӗсемпе усӑ курсан пулать: Вот санӑн хуйхӑ-суйхӑсӑр выртасчӗ кӑмака ҫинче. Вӑт ним хуйхӑ-суйхӑ пӗлмесӗр кӑмака ҫинче ларасчӗ санӑн, асан-не. Ӗҫченлӗх ҫынна пӗрре те мешетлемест. Ку предло-женисенче вот, вӑт сӑмахсене катертсе ак(ӑ) татӑка ка-ламалла. Мешетле сӑмахсӑр та май килет, мӗншӗн тесен хамӑр чӗлхерех чӑрмантар глагол пур.

Пуплев йӑнӑшӗсен виҫҫӗмӗш ӳшкӑнне сӑмахсемпе морфемӑсен норма тулашӗнчи фонетика варианчӗ-сем кӗреҫҫӗ: сенкӗ (сенӗк), ят-сун (ят-сум), пӳтеш (пу-тиш), ҫин (ҫын), ҫынсам (ҫынсем), ӑшӑнче (ӑшӗнче), пуҫӑнче (пуҫӗнче), асаннӗшӗ (асламӑшӗ), асаттӗшӗ (ас-лашшӗ), мӑнукӑшӗ (мӑнукӗ), Раҫҫейра (Раҫҫейре), ҫуккӑ (ҫук), нумайӗшӗ (нумайӑшӗ), уна (ӑна), пурӗн те (пурин те), ыттысем (ыттисем), шутланыне (шутланине), кӑларса яччӗр (кӑларса яччӑр), кӳрнӗ (кунӗ), ҫиян (ҫиетӗн), тӑван (тӑватӑн), пулмаҫ (пулмасть), пӗлмеҫ (пӗлмест), курсамчӗ (курмастчӗ), паҫӑртампа (паҫӑртанпа), халиччен (халӗ-ччен, хальччен), мӗн чухлӑ (мӗн чухлӗ), кӳлӗнтӗн тӑк (кӳлӗнтӗн тӗк), каларӑн-а? (каларӑн-и?) т.ыт.те.

Тӑваттӑмӗш ушкӑн вӑл - интерфонемӑсене вырӑнсӑр кӗртсе лартни е пӗр-пӗринпе пӑтраштарни. Кунашкал йӑнӑш, час-часах, ят сӑмах пӗтмӗшӗнчи ӑ, ӗ сасӑсене пару падежӗнче сыхланипе пулать: Ашшӗ-амӑшӗ пуян каччӑна вӗҫертесшӗн пулман. {Качча темел-ле.) Пирӗн кӳршӗнех илер-ха. (Пирӗн кӳрше.) Хӑш-пӗр ӗҫре у, ӳ сасӑсемпе пӗтекен сӑмахсен пару падеж аф-фиксӗ умӗн й е н интерфонема тӗл пулать: чиркӳе ҫӳ рет, кӗтӳне ярать. Тӗрӗссипе у, ӳ сасӑсем ӑв тата ӗв сасӑсемпе ылмашмалла: чиркӗве ҫурет, кӗтӗве ярать. Хӑш чухне ачасем интерфонемӑн й варианчӗ вырӑнне н варианчӗ-пе усӑ курма пӑхаҫҫӗ: Манӑн кукамай Нарспине юратмасть. Ҫӗнӗ техникӑпа ӗҫлеме вӗренес тесе фермерҫем Германине кайса килчӗҫ. Тӗрӗссипе, и сасӑ-па пӗтекен сӑмах пару падежӗн аффиксне йышӑннӑ чух-не сӑмах тӗпӗпе аффикс хушшине й сасӑ кӗрсе лармалла, н сасӑ вара а, э сасӑсемпе пӗтекен сӑмахсенче пу-лать: Нарспи - Нарспие, Германи - Германие, шӑши -шӑшие, расписани - расписание; лаша - лашана, купе - купене. Ку ретре парта, кофе йышши вырӑс сӑмахӗсем те тӑраҫҫӗ: партӑна, кассӑна, кофӗне, морзӗне.

Пиллӗкмӗш ушкӑн - повторсем: Вилӗмсӗр поэмӑна хутла пӗлменсем те пӑхмасӑр калама пӗлнӗ. - Вилӗ-мсӗр поэмӑна хутла пӗлменсем те пӑхмасӑр калама пултарнӑ. Шкул стурӑшӗ халап калама юратать, ҫавӑнпа та тӗрлӗ япаласем ҫинчен калама юратать. - Шкул стурӑшӗ халап яма, тӗрлӗ япала, ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа пама юратать. Тӗнчере ӗҫсӗр ҫынсем питӗ нумай. Паянхи кун питӗ нумай ҫынна ӗҫрен кӑларса янӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ эрех-сăрапа алхасать, преступлени тăвать. - Тӗ нчере ӗҫсӗр ҫын питӗ нумай. Паянхи кун ӗҫрен чылай ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсенчен пайтахӑшӗ эрех-сӑрапа алхасать, преступлени тӑвать. Тӗллевсӗр ҫынсем пурнӑҫра нимӗн те пурнӑҫлаймаҫҫӗ, пурнӑҫа ҫаплипех ирттерсе яраҫҫӗ. - Тӗллевсӗр ҫынсем пурнӑҫра нимӗн те тӑваймаҫҫӗ, ӗмӗрне ҫаплипех ирттерсе яраҫҫӗ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 2020 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:43
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!