Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 1 » Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-4
Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем-4
22:55

Улттӑмӗш ушкӑн - предложени ытлашши вӑрӑмланни, пуш сӑмахсемпе тулса ларни. Ҫакӑ мӗн ҫырнине тӳрех ӑнланса илме чӑрмантарать. Тӗслӗхсем: Хӑналӑх вӑхӑчӗ вара ҫыннӑн хӗвел шевли ӳкекен улӑх-ҫаранлӑ, курӑк-йывӑҫлӑ, шыв-шурлӑ, тӗрлӗ тӗслӗ чечеклӗ ҫӗр ҫинче киленсе утса, кӑкӑр тулли сывлӑша сыв-ласа, кайӑк-кӗшӗк юррипе савӑнса, юрат-нӑ ӗҫре, кил-йышра чун канӑҫне тупса, тӑванӗсемпе ӗҫсе-ҫисе, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, малашлӑха ӗмӗтленсе, ыррипе усалли хушшинче кӗрешсе иртет. Ним ҫукран та ӗҫлесе тем пек паха та ҫутӑ малашлӑх йӗркелесе яма пулать.

Ҫиччӗмӗш ушкӑн - сӑмахсемпе ирӗклӗн усӑ курма, предложенисене шухӑш енчен "ярӑнтарса" ҫырма шикленни, йӑнӑшсем тӑвасран хӑрани.

Саккӑрмӗш ушкӑн - ӑслав манерне тытса пыма пӗлменни. Япаласемпе пулӑмсем пӗр-пӗринпе пиркепе следстви, условипе следстви ҫыхӑнӑвӗсене пӗлтерекен чӗлхе мелӗсемпе (мӗншӗн тесен союзпа, пирке пӗлтерӗшлӗ ҫавӑнпа местоименипе, лула, пирки хыҫ сӑмахсемпе, пӗрлелӗхпе пирке падеж аффиксӗпе, услови пӗлтерӗшлӗ енчен, ытах, ешӗл, тесен, тӑк (тӗк) союзсемпе т.ыт.) усӑ курас хӑнӑху ачасен сахал аталаннӑ. Сочиненисем, тӗпрен илсен, калав манерӗпе йӗркеленеҫҫӗ.

Логика йӑнӑшӗ те сахал мар.

Пӗрремӗшӗ вӑл - малтан палӑртнӑ ӑнлавсемпе пулӑмсенчен пӗрисене тӗплӗн, теприсене ҫиелтен уҫса пани: К.В. Иванов этемӗн начар енӗсене яр уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех поэмӑра ҫынсен ӑсӗпе вӑй-хӑватне, Силпи ялӗн пуянлӑхӗпе илемне сӑнласа панӑ. Ялӗ тавра ҫӗнӗ ҫатан укӑлча ҫавӑрнӑ. Кил карти, чӗнтӗрленӗ тӑрӑллӑ сарӑ хапха куҫа илӗртет. Выльӑх-чӗрлӗх пичке пек ҫӳрет. Сочинени авторӗ "Нарспи" поэмӑн содержанине аса илнӗ май ялӑн нумай енлӗ панорамине кӑтартать - ҫынсем ҫинчен вара пӗтӗмӗшле сӑмахсем кӑна калать. Кун пек ҫитменлӗхе пӗтерес тесен Силпи ҫыннисем мӗн енчен лайӑх, мӗн енчен начар пулнине тӗплӗн уҫса памаллаччӗ.

Иккӗмӗшӗ - пӗр шухӑшран е микротемӑран теприн патне кӗтмен ҫӗртен, ҫыхӑнусӑр-мӗнсӗр куҫни: Нумай ҫывӑрсан, ним тумасӑр апат ҫисе кӑна ҫӳресен ҫынсем сана наян тейӗҫ. Ĕҫ вӑл - пурнӑҫ тыткӑчи. Сум та пулӗ сан, хисеп те. - Нумай ҫывӑрсан, ним тумасӑр апат ҫисе кӑна ҫӳресен ҫынсем сана наян тейӗҫ. Ку ята илтес мар тесен ӗҫлемелле, мӗншӗн тесен ӗҫ вӑл - пурнӑҫ тыткӑчи. Ку тыткӑча алӑран вӗҫертмесен сум та пулӗ сан, хисеп те. Тепӗр тӗслӗх: Республика Президенчӗ Н.В.Федоров хушнипе 2009 ҫул Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулӗ шутланать. Ҫавӑнпа та ваттисем тӗрӗсех каланӑ: "Ĕҫ вӑл - пурнӑҫ тыткӑчи", - тесе. Сочинени авторӗ ҫавӑнпа местоименипе усӑ курнӑ пулин те икӗ предложени хушшинче шухӑш енчен нимле ҫыхӑну та палӑрмасть. Мӗн тесен те, икӗ предложени ҫине таянса лайӑх текстах тума май пур: Республика Президенчӗ Н.В.Федоров хушнипе 2009 ҫул Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулӗ шутланать. Ҫакӑ ахальтен мар, мӗншӗн тесен пирӗн республика ял хуҫалӑхӗ аталаннӑ регионсенчен пӗри. Кунта хастар та пултарулпӑ халӑх ӗҫлет, малашлӑха шанать. Шанчӑк ваттисен: "Ĕҫ вӑл - пурнӑҫ тыткӑчи", - текен сӑмахне пула ҫирӗпленсех пырать.

Виҫҫӗмӗшӗ - пӗр микротемӑпа ҫыхӑннӑ текста ют микротема татни: Ӗлӗкхи вӑхӑтра ача-пӑча ҫамрăклах ӗҫе кӳлӗннӗ, вунӑ-вун икӗ ҫултах ака-суха ӗҫне явӑҫнӑ, лашапа ҫӳреме вӗреннӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ. Пире те атте-анне, асатте-асанне мӗн пӗчӗкренех ӗҫе вӗрентсе ӳстереҫҫӗ. Манӑн асаттепе асанне акӑ мӗн ҫамрӑкранах ҫӑм атӑ йӑваланӑ. Ӑна кам валли кӑна туман пуль пирӗн аттен ашшӗ-амӑшӗ?! Шухӑш енчен килӗшӳ пултӑр тесен, тӗрӗссипе, Пире те атте-анне, асатте-асанне мӗн пӗчӗкренех ӗҫе вӗрентсе ӳстереҫҫӗ предложение чи кая лартмалла. Вара иртнӗ пурнӑҫа ҫеҫ мар, хальхи ача-сем мӗнле пурӑннине те туллин ҫырса пама ҫул уҫӑлать.

Тӑваттӑмӗшӗ - предложенисене ҫыхӑнтарма усӑ курнӑ местоименисен контекстри уҫӑмсӑрлӑхӗ: "Ҫын ӗҫре пиҫет", - тесе калаҫҫӗ ваттисем. Ҫак сӑ-махсенче чӑвашсем ӗҫе хисеплени курӑнать. Вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва ӗҫе-хӗле тивӗҫлипе хаклама вӗрентеҫҫӗ. Ку тӗслӗх-ре вӗсем местоимение хӑш сӑмахсем вы-рӑнне калани уҫӑмсӑр: вӗсем - сӑмахсем-и, чӑвашсем-и? Кун пек чухне местоимени вырӑнне конкретлӑ пӗлтерӗшлӗ сӑмах ларт-малла: "Ҫын ӗҫре пиҫет", - тесе калаҫҫӗ ваттисем. Ҫак сӑмахсенче чӑвашсем ӗҫе хисеплени курӑнать. Ваттисен сӑмахӗ ҫам-рӑк ӑрӑва ӗҫе-хӗле тивӗҫлипе хаклама вӗрентет. (Чӑвашсем ҫамрӑк ӑрӑва ӗҫе-хӗле тивӗҫлипе хаклама вӗрентеҫҫӗ.)

Пиллӗкмӗшӗ - предложенисене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарма каланӑ место-именисен ытлашшилӗхӗ: Пирӗн ялта пӗр фермер пурӑнать. Вӑл ырми-канми ӗҫлет. Унӑн кафесем, фермӑсем, пысӑк ҫӗр лап-тӑкӗсем пур. Вӑл хӑйӗн пурлӑхне ӳстернӗҫем ӳстерсе пырать. Ӑна ял кӑна мар, пӗтӗм район пӗлет. Кунта 3-мӗш сӑпат местоименийӗ кашнинчех предложени-сен тема ушкӑнне кӗрет, темӑпа рема черетленӗвӗ сыпӑнчӑклӑ текст тӑваймасть. Ҫавӑнпа предложенисен хушшинчи ҫыхӑну йӑмшак. Ун пек ан пултӑр тесен местоименисене катертмелли мелсем тупмалла: Пирӗн ялта пӗр фермер пурӑнать. Вӑл ырми-канми ӗҫлет. Кафесем, фермӑсем, пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсем тытать. Ҫак майпа хӑйӗн пурлӑхне ӳстернӗҫем ӳстерсе пы-рать. Пултаруллӑ предпринимателе ял кӑна мар, пӗтӗм район пӗлет. Тепӗр тӗслӗхПирӗн йӑхра ӗҫчен те сумлӑ ҫын нумай. Вӗсенчен пӗри - Анатолий Люби-мов. Вӑл Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ, кун-та ҫитӗннӗ. Вӑл тӗнчипе паллӑ гобоист. Танлаштарӑр: Пирӗн йӑхра ӗҫчен те сумлӑ ҫын нумай. Вӗсенчен пӗри - тӗнчипе паллӑ Анатолий Любимов гобоист. Вӑл Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ, кунта ҫитӗннӗ.

Улттӑмӗшӗ - курман-илтмен ӗҫсем ҫинчен кӗрет курнӑ пек ҫырни: К.В. Ива-нов тахҫанах пӗтӗм халӑх поэчӗ пулса тӑчӗ. И.Я. Яковлев пӗтӗм чӑваш халӑхне ҫутта кӑларчӗ. Мӗнле телейлӗччӗ Нарспи хӗр пулса ҫитиччен?! Курман ӗҫ ҫинчен глаго-лӑн иртнӗ причасти формипе пӗлтермелле: К.В. Иванов тахҫанах пӗтӗм халӑх поэчӗ пулса тӑнӑ. И.Я. Яковлев пӗтӗм чӑваш ха-лӑхне ҫутга кӑларнӑ. Мӗнле телейлӗ пурӑннӑ Нарспи хӗр пулса ҫитиччен?!

Ҫиччӗмӗшӗ - куҫпа курнине глаголӑн иртнӗ причасти формипе усӑ курса каласа пани: Малтанхи хут "Нарспи" поэма авторӗ ҫинчен эпӗ кукамайран илтнӗ. Атте-аннене эпӗ пӗчӗк чухнех пулӑшнӑ. Йӑнӑша глаголӑн сӑпатлӑ формипе усӑ курса тӳрлетмелле: Малтанхи хут "Нарспи" поэма авторӗ ҫинчен эпӗ кукамайран илтрӗм. Атте-аннене эпӗ пӗчӗк чухнех пулӑшаттӑм.

Саккӑрмӗшӗ - пулаюпа пулаюсӑрлӑх формисене пӗр ретре калани: Аслӑ поэтӑмӑр Гагарина та пӗлеймерӗ, Андриян Николаев ятне те илтмерӗ. Танлаштарӑр: Аслӑ поэтӑмӑра космос ӗмӗрне ҫити пурӑнса Гагарин ҫинчен пӗлме, Андриян Николаев ятне илтме май килмен.

Тӑххӑрмӗш ушкӑна ачасем ирӗклӗ сочинени картинчен тухса текст тишкерӗвӗ енне ытлашши сулӑннипе пулакан йӑнӑша кӗртме юрать.

Логика нумай чухне сочинение мӗнле пуҫласа янинчен килет. Тӗслӗхрен, 2009 ҫулта ачасем сочинени ӗҫ ҫинчен ҫырчӗҫ. Ку темӑна тапратакан предложени акӑ мӗнле пулма пултарать: Ӗҫ вӑл икӗ тӗрлӗ пулать: вӑй-хул вӑйӗпе тӑваканни тата ӑс-тӑн ӗҫӗ. Малалла унӑн кашни тӗсне уйрӑммӑн пӑхса тухма меллӗ. Шел, ачасем ӑс-тӑн вӑйӗпе тӑвакан ӗҫ пуррине шута илмен. Ӑнӑҫлӑ хайлав ҫырма тӗплӗ шухӑшласа тунӑ план кирлӗ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 2142 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:11:56
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!