Кĕçнерникун, 18.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 7 » Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем - 5
Экзаменра тĕл пулакан паллăрах йăнăшсем - 5
15:15
Орфографи йӑнӑшӗсем, тӗпрен илсен, сӑмахӑн сасӑ тытӑмне палӑртассипе, сӑмахсене пӗрле, уйрӑм тата дефиспа пӗрлештерсе ҫырассипе ҫыхӑннӑ. Сасӑсене палӑртнӑ чухне пулакан йӑнӑшсене темиҫе ушкӑна уйӑрма пулать.

Пӗрремӗш ушкӑн вӑл - икӗ хупӑ сас палли вырӑнне пӗрре ҫырни: ҫынӑн (ҫыннӑн пулмалла), хӗл вари (хӗл варри), хушинче (хушшинче), урӑхи (урӑххи), вали (валли), пӗре (пӗрре), Кӗҫтенки (Кӗҫтенкки), каланкӑ (каланккӑ), иртер (ирттер), выртар (вырттар), мӑшкӑла (мӑшкӑлла), памала (памалла) т.ыт.те. Тӗрӗс ҫырма вӗренес тесен сӑмахсене пӗр тата икӗ хупӑ сас палли партса вуласа пӑхас пулать: сапас {мпгшс, курня   кЛрккя, тёркес   гӳркквс, атя - атте, ана - аннӑ, виҫӗ - виҫҫӗ. Нумай чухне сӑмах тытӑмне пӗлни пулӑшать. Акӑ ирттер, вырттар сӑмахсенче ирт, вырт тымарсене тата сӑмах тӑвакан -тар(-тер) аффикс уйăратпӑр. Мӑшкӑлла сӑмах мӑш-кӑл тата -ла пайсенчен тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш фонетикин уйрӑмлӑхӗсене пӗлни те чармасть. Акӑ, тӗслĕхрен, ҫиесчӗ, йӑванасчӗ глаголсенче икӗ ч нимле те ҫырма ҫук, мӗншӗн тесен ч сасӑ икӗ сӑмахӗнче те шавлӑ хупӑ сасӑ (с) хыҫҫӑн юнашар тӑрать. Икӗ ч ҫырни (ҫиесччӗ, йӑванасччӗ) - каҫарма ҫук пысӑк йӑнӑш.

Иккӗмӗшӗ - л сас паллипе пӗтмен сӑмахсем ҫумне -лӑх(-лӗх) аффикс хушӑннӑ чухне ытлашши л ҫырни: хӑюллӑх (хӑюлӑх), тӑрӑшуллӑх (тӑрӑшулӑх). Ку сӑмахсем хӑю, тӑрӑшу сӑмахсем ҫумне -лӑх аффикс хушӑннипе пулнӑ.

Виҫҫӗмӗшӗ - хупӑ сас палли ҫумӗнчи ҫемҫелӗх паллине сиктерсе хӑварни е ӑна сӑлтавсӑрах лартни: пулница (пульница), ахалтен (ахальтен), халхи (хальхи); шель (шел), пулинь (пулин), вилеть (ви-лет), килӗшместь (килӗшмест), ирттер-месть (ирттермест), выльӑх-чӗрльӗх (выльӑх-чӗрлӗх). Йӑнӑш ан юлтӑр тесен правилӑсене аса илмелле.

Тӑваттӑмӗшӗ - тухья сӑмаха ъ паллӑ-па ҫырни. Хальхи правило тӑрӑх, тухъя, кӗсъе, мӑръе сӑмахсене ь паллӑ лартса ҫырмалла. Ҫав вӑхӑтрах ҫемьи, статьи (ь лартса) ҫырни те тӗрӗс мар.

Пиллӗкмӗшӗ - уҫӑ сасӑ хыҫҫӑн йа е йэ илтӗннӗ чухне й сас паллипе усӑ курни: Нарспийе, хӑйаймарӗ, кӗтӳйе, пӑлахайа. Тӗрӗссипе Нарспие, хӑяймарӗ, кӗтӗве, пӑлахая темелле. (Кӗтӳйе тенинче, паллах, пуплев йӑнӑшӗ те пур). Й сас палли й хыҫҫӑн ӑ, ӗ, и, ӳ, ы сас паллисем тӑнӑ чухне кӑна кирлӗ: йӑлӑм, йӗкел, ҫемйи, йӳҫӗ, йысна.

Улттӑмӗшӗ - хытӑ сӑмахсенче ҫ тата ч сас паллисем хыҫҫӑн ы е ӑ вырӑнне и, е, ӗ, у вырӑнне ӳ ҫырни: пулччӗр, чилай, чис, куҫҫӳл. Кун пирки ятарлӑ правило пур: ҫ, ч хыҫҫӑн хытӑ сӑмахсенче ы, ҫемҫе сӑмахсенче и ҫырмалла. У сасӑпа ӳ сасса вырӑсланнӑ чӑвашсем кӑна уйӑраймаҫҫӗ. Уйӑрма йывӑр пулсан сӑмахсене танлаштарса вуламалла: ҫул - ҫӳл, ула - ӳле, упра - ӳпре, тус - тӳс, лӑру - кӗтӳ, куляну - кӳренӳ, вӑрану - вӗренӳ т.ыт.те.

Ҫиччӗмӗшӗ - ӑ, ӗ сасӑсене а, е сас паллисемпе палӑртни: камака (кӑмака), санарсем (сӑнарсем), чере (чӗре), пӳлем (пӳлӗм), тирек (тирӗк), ӗҫсер (ӗҫсӗр), ка-ларе (каларӗ). Кунта каллех сӑмахсене танлаштарса вуламалла: сӑна - сана, ту-лӑ - тула, тӗк - тек, пӳлӗм - тӳпем.

Саккӑрмӗшӗ - ӳ сас палли вырӑнне ю сас паллипе усӑ курни: тюсеймесӗр, чиркю, кюрен. Ҫырасса тӳсеймесӗр, чиркӳ, кӳрен (ӳ лартса) ҫырмалла. Асӑрхӑр: ку сӑмахсенче ӳ сас палли ӳ сасӑ каламал-лине, ю сас палли у сасӑ каламаллине пӗлтерет. Чӑваш сӑмахӗсен орфографине вырӑс сӑмахӗсеннипе пӑтраштарни куҫ кӗрет. Танлаштарӑр: тӳпе - тюбик, пус - бюст, пӳре - бюро, лӳппер - люпин (курӑк ячӗ).

Сасӑсене тӗрӗс уйӑрса ҫырура кирлӗ сас паллипе усӑ курма вӗренес тесен чӑвашла та, вырӑсла та лайӑх пӗлес пулать. Кунсӑр пуҫне чӗрӗ калаҫӑва итлемелле, тӗрӗс вулава аталантармалла. Вара ҫӗр ҫинче вырӑнне ҫӗр чинче, ӗҫлекен вырӑн-не ӗщлекен, калаҫни вырӑнне калащни ҫырас усал йӑларан хӑтӑлма та пулӗ.

Пӗрле, уйрӑм тата дефиспа ҫырассипе йӑнӑшсем кивӗлле ҫырнӑ текстсем витӗмӗпе, сӑмах пӗлтерӗшӗпе функцине пӗлменнипе, ку е вӑл сӑмаха морфема шайӗнче пӑхнипе пулаҫҫӗ курӑнать. Паллӑрах йӑнӑшсем ҫаксем:

Пӗрремӗшӗ - вырӑс чӗлхинчи приложениллӗ пӗрлӗхсене вырӑссем пекех дефиспа ҫырни: асамҫӑ-писатель (асамҫӑ писатель темелле), гуманист-писатель (гуманист писатель), ҫыравҫӑ-врач (ҫыравҫӑ врач, врач ҫыравҫӑ), летчик-испытатель (тӗпчевҫӗ летчик, испытатель летчик), ученӑй-востоковед (вос-токовед ученӑй) т.ыт.те.

Иккӗмӗшӗ - кунран-кун, ҫултан-ҫул йышши дефислӑ сӑмахсемпе ялтан яла (ҫӳре), хуларан хулана (вӗҫ) йышши пӗрлӗхсене пӑтраштарни. Ҫавӑнпа кунран-кун (дефиспа та), кунран кун (уйрӑм та), ялтан-яла (дефиспа та), ялтан яла (уйрӑм та) ҫырнине курма пулать.

Виҫҫӗмӗшӗ - ҫут ҫанталӑк сӑмах майлашӑвне уйрӑм та, пӗрле те дефиспа та ҫырни. Пӗртен-пӗр тӗрӗс вариант вӑл -уйрӑм ҫырни. Танлаштарӑр: ҫут тӗнче, ҫут тӑхлан.

Тӑваттӑмӗшӗ - вăхӑта пӗлтерекен ҫур ҫӗр сӑмах майлашӑвне пӗрле (ҫӳрҫӗр) ҫырма ирӗк панӑ тавралӑх енне пӗл-терекен ҫур ҫӗр сӑмах майлашӑвӗпе пӑтраштарни: Ҫурҫӗр иртрӗ те, тавралӑх сулхӑнланчӗ. Кун пек чухне ҫурҫӗр (пӗрле) ҫырни пысӑк йӑнӑш шутланать, мӗншӗн тесен сӑмах ҫӗрӗн ҫурри ҫинчен пырать. Танлаштарӑр: ҫур ҫул, ҫур кун, ҫур ҫӑкӑр, ҫур тенкӗ, ҫур витре.

(Малалли пулать).

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1292 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:19
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!