Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Авăн » 2 » «Эсир, çамрăксем - республика пуласлăхĕ»
«Эсир, çамрăксем - республика пуласлăхĕ»
17:41
Республикăри тĕп аслă шкулăн - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн - студенчĕсемшĕн Пĕлÿ кунĕ Чăваш Енĕн çĕнĕ Президенчĕпе Михаил Игнатьевпа çывăхрах паллашнинчен пуçланчĕ. Хăнана вĕсем тĕп корпус умĕнче кĕтсе илчĕç, унăн саламне хумханса итлерĕç. Çамрăксене Шупашкар хула мэрĕ Николай Емельянов, университет ректорĕ Всеволод Агаков вĕренÿре, пурнăçра ăнăçу сунчĕç.
Университетăн çултан-çул çирĕпленсе пынă ырă йăла-йĕрке нумай. Йăлана кĕнĕ тăрăх Пĕлÿ уявĕнче те тĕрлĕ наци студенчĕсен туслăх монуменчĕ тата чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев палăкĕ умне чечексем хучĕç.
Çак тивĕçе вĕренÿре палăрнă студентсене шанчĕç.
М.Игнатьев Президентпа В.Агаков ректор пĕрремĕш курссене вĕренÿ ăнăçлăхĕн символĕсене - пĕлÿ уççипе студент билетне пачĕç. Пĕлĕтелле мир кăвакарчăнĕсене вĕçтерчĕç. Ырă суннăшăн тав тума пĕрремĕш курс студенчĕсем Елена Соляновăпа Александр Королев сăмах илчĕç. «Хисеплĕ Михаил Васильевич, пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак кун эсир пирĕн уява хутшăннăшăн чĕререн тав тăватпăр, - терĕç вĕсем. - Паянтан эпир - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем. Хамăра çав тери телейлĕ туятпăр, мĕншĕн тесен Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх аслă шкулсенчен пĕринче вĕренме пуçлатпăр. Пирĕншĕн вĕренÿ пĕрремĕш вырăнта пуласса шантарсах калатпăр», - терĕç вĕсем.
Тĕл пулу университетăн акт залĕнче малалла тăсăлчĕ. Унта аслă курссенчи студентсем, профессорсемпе преподавательсем хутшăнчĕç. Михаил Игнатьев Президент сăмах каларĕ.
- Чăваш патшалăх университечĕ - паллă, сумлă аслă шкул, 21-мĕш ĕмĕр ыйтăвĕсене тивĕçтерекен чăн-чăн специалистсем хатĕрлет, - терĕ вăл. - Эсир экономика аталанăвĕшĕн малашне те тулли вăй-халпа ĕçлессе шанатăп. Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев вĕренĕвĕн инноваци аталанăвĕн комплекслă стратеги программине ĕç паракансене хутшăнтарса йĕркелес тĕллев лартрĕ. Ку ĕç рынокне экономикăна çĕнетсе улăштарас туртăмлă пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерме май парĕ. Çак программăна хатĕрлес ĕçе студентсене те хутшăнтарăпăр. Эсир - республика пуласлăхĕ.
Президент пĕлÿ пĕлтерĕшĕ пирки каланă май вĕренÿ никĕс пулнине уйрăммăн палăртрĕ: «Анлă пĕлÿсĕр, диплом илнипе кăна паян тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма та, ÿссе пыма та май çук. Унсăр пуçне çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте инноваци тĕпчевĕсене хастар хутшăнса çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле. Нанотехнологисене аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ тăрăшмалла. Сирĕн аслă шкулта çак проектсене пурнăçа кĕртме пултаракан факультет нумай. Çавна май информаци пуянлăхне алла илни кăна çителĕксĕр, тĕрĕс йышăнусем тума та пĕлмелле. Çакăн чухне кăна паха кăтартусем тума пултарăпăр».
Тĕл пулу ĕçлĕ, çав хушăрах ăшă лару-тăрура иртрĕ. Студентсем вара меллĕ самантпа усă курса Президент çинчен ытларах пĕлесшĕн пулчĕç, ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Михаил Васильевича хăйне те вĕсене хуравласа ачалăхпа çамрăклăха аса илме кăмăллă пулнăн туйăнчĕ. Унăн студент пурнăçĕнчи паллă самантсем, чĕрере юлнă Пĕлÿ кунĕ çинчен каласа пама тиврĕ. «Хăвăрăн пĕрремĕш ĕç укçипе е стипендипе мĕн туянтăр?» - ыйтăва мĕнле хуравлани чылайăшĕн чунне хускатрĕ, залра алă çупма пуçларĕç. Пĕрремĕш стипендипе вăл чечек çыххи туянса амăшне парнеленĕ. Çак тĕслĕх çамрăксен чунĕнче пархатарлăх туйăмне вăратма пулăшасса шанас килет. Студентсене Михаил Васильевич хальхи çамрăксем пирки мĕн шухăшлани те, шкулта вĕреннĕ чухне дневникĕнче асăрхаттарусем пуррипе çукки те кăсăклантарчĕ. «Асăрхаттару пулман, эпĕ учительсене илтеттĕм тата итлеттĕм, йĕркене пăсман, пĕлÿ ытларах илме тăрăшаттăм», - хуравларĕ вăл. Спорта килĕштернине, вăл ÿсĕм çулĕпе утма пулăшнине палăртрĕ. Хăйĕн пурнăç девизĕпе те паллаштарчĕ: «Тăван çĕре чĕререн юратни, ырми-канми ĕçлени».
Унтан Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ Пĕлÿ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕ. Вăл хăй те çак аслă шкултан вĕренсе тухнă. Президент преподавательсемпе студентсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, çитĕнÿсем сунчĕ. Студентсене профессие юратма, суйласа илнĕ специальноçпа пуçаруллă ĕçлеме чĕнсе каларĕ. «Эпĕ сире шанатăп. Аграри профессийĕсем яланах сумра пуласси те иккĕлентермест, - терĕ вăл. - Чи пĕлтерĕшли - пулас специальноçа туллин алла илме тăрăшса вĕренни. Академи дипломне илнĕ специалистсене экономикăра та, производствăра та кĕтеççĕ, хаклаççĕ. Çак ят-сума яланах çÿлте тытăр. Эсир Чăваш Республикин ял хуçалăхне аталантарма тулли вăй-халпа тытăнасса, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртессе шанатăп».

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 586 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:17:49
Шырав
Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!