Кĕçнерникун, 18.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сире мĕнле пулăшу кирлĕ?

Пурĕ миçе хурав: 349
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Авăн » 9 » Елена Иванова виççĕмĕш ылтăн çĕнсе илчĕ
Елена Иванова виççĕмĕш ылтăн çĕнсе илчĕ
19:16
Шупашкарта çуралса ӳснĕ пирĕн ентеш Елена Иванова ĕнер виççĕмĕш ылтăн медаль çĕнсе илчĕ! Çĕр метра вăл 14,44 çеккунт хушшинче тухма пултарчĕ, иккĕмĕш корей хĕрĕ Чон Мин Чэ пулчĕ (14,7 çек.). Виççĕмĕш кăтарту нимĕçсен пулчĕ — Клаудия Николетцик 14,88 çеккунт кăтартрĕ.
Аса илтеретпĕр: Елена унччен 200 метрта çĕнтерчĕ тата 100х4 эстафетăна хутшăнса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Саламлатпăр!

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 583 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (09.09.2012 19:33) [Материал]
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Спорт министерствин 1-мĕш СДЮСШОРĕнче ăсталăха туптанă Елена Ивановăна Лондонри XIV çуллахи Паралимп вăййисенче пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламланă. «Эсир спортра пысăк паттăрлăх кăтартрăр, тĕнче шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче Тăван çĕр-шыв чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕр. Хăвăрăн çĕнтерĕвĕрсемпе Чăваш Енри физкультурăпа спорт аталанăвне питĕ пысăк тÿпе хыврăр, республикăра пурăнакан нумай çыншăн тĕслĕх пулса тăтăр. Сире пысăк ăсталăхшăн, çирĕп кăмăлшăн тата çитĕнÿсемпе çырлахмасăр малалла ăнтăлнăшăн тав тăватăп. Мĕн пур тĕллевĕрпе ĕмĕтĕр пурнăçланса пыччăр!» - тенĕ республика Пуçлăхĕн саламĕнче.

Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Васильев пулăшнипе ăсталăха туптакан 24 çулти Елена Иванова чăваш спорчĕн историйĕнче пуçласа Паралимп медалĕсене çĕнсе илчĕ. Харăсах - виçĕ «ылтăн». Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл 200 метра чупса мала тухрĕ, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей командин йышĕнче Т35/38 класра 4х100 метрлă эстафетăра çĕнтерчĕ, шăмат кун вара Т36 класра 100 метра чупса ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Маттур!

Вырсарни кун, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Лондонра /Аслă Британи/ Паралимп вăййисен ăмăртăвĕсем вĕçленчĕç. Пĕтĕмĕшле зачетра Раççейĕн пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш вырăн йышăннă, маларах вара çуллахи вăйăсенче саккăрмĕш вырăнтан çÿлерех çĕкленеймен. Китай спортсменĕсем мала тухнă /95-71-65/, виççĕмĕш вырăнта - британецсем /34-43-43/, тăваттăмĕшĕнче - украинсем /32-24-28/, пиллĕкмĕшĕнче австралиецсем /32-23-30/, улттăмĕшĕнче - американсем /31-29-38/. Наградăсен пĕтĕмĕшле шучĕпе малта Китай /231/, Аслă Британи /120/ тата Раççей /102/.

Раççей спортсменĕсем 20 спорт тĕсĕнчен 12-шĕнче вăй виçнĕ. Çăмăл атлетикăпа шывра ишессисĕр пуçне ухăран персе /2-1-2/, дзюдо енĕпе /0-1-4/ пилĕкшер медаль çĕнсе илнĕ, пауэрлифтингра /0-3-1/ тата пăшалтан персе /0-3-1/ - тăватшар, сĕтелçи теннисра /1-1-1/ - виçĕ, футболла выляса /1-0-0/, кимĕпе ишсе /0-0-1/, шоссе çинчи велоспортра /0-0-1/ - пĕрер медаль. Фехтовани енĕпе тата ларса волейболла выляса кăна медальсем илеймен.

Команда ăнăçăвне 24 çулти Елена Иванова, Шупашкар хĕрĕ, пысăк тÿпе хывнă. Вăйăсем вĕçленес умĕнхи кун вăл Паралимпиадăн виççĕмĕш «ылтăнне» Т36 класра 100 метра чупса çĕнсе илнĕ. Çĕр-шывăн тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Васильев хатĕрленĕ спортсменка 14,44 çеккунтра финиша çитнĕ - сезонри чи лайăх кăтарту. Маларах вăл 200 метра чупса тата эстафетăра ылтăн медальсене тивĕçнĕччĕ.

Ку - чăваш спортсменĕсен Паралимп вăййисенчи чи лайăх кăтартăвĕ. Хĕллехи Паралимп вăййисене пирĕн ентеш Юрий Ильин виçĕ хут /1994, 1998, 2002/ хутшăннă. Кÿме çине ларса вăл йĕлтĕрçĕсен хушшинче вăй виçнĕ, шел те, пьедестал çине хăпарайман.

Çуллахи Паралимп вăййисене Чăваш Ен спортсменĕсенчен чи малтан Юлия Линевич кайнă. Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Васильев хатĕрленĕскер 2008 çулта сăнă ывăтса - пиллĕкмĕш, 100 метра чупса саккăрмĕш вырăнсене йышăннă. Çапла вара Елена Иванова ăнăçăвне чăннипех пысăк çитĕнÿ темелле. Вăл ăнсăртран пулман. Лена маларах тĕнче чемпионкин ятне икĕ хут тивĕçнĕ, Европа ăмăртăвĕсенче 100 тата 200 метрсене чупса мала тухнă, 200 метра чупса Европа рекордне çĕнетнĕ, 400 метрлă дистанцире - Раççей рекордне.

Раççейĕн Паралимп команди тулли йышпа ĕнер каçхине Мускава таврăннă. Домодедово аэропортĕнче Елена Ивановăпа унăн тренерне Валерий Васильева Чăваш Енĕн спорт министрĕ Сергей Мельников ертсе кайнă пысăк делегацийĕ кĕтсе илнĕ. Паян вара паралимпиецсене Кремльте йышăнаççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтан Лондонри Вăйăсен кĕмĕл тата бронза призерĕсене Президент Администрацийĕн ертÿçи Сергей Иванов саламлать, унтан çĕнтерÿçĕсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин наградăлать.



Ю.ТЕРЕНТЬЕВ
Хушса çырни:



Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:06:23
Шырав
Кун тăрăм
«  Авăн 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!