Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Юпа » 2 » Истори те "обязательнăй" пулма пултарать
Истори те "обязательнăй" пулма пултарать
17:08

Раççейре истори предметне çĕнĕлле вĕрентесси пирки нумай çул тавлашаççĕ-калаçаççĕ. Акă, кăçал тинех хамăрăн тăван çĕршывăн кун-çулне вĕрентмелли çĕнĕ концепципе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекисем шкул ачисем патне çитрĕç. Килес çул вара историпе ППЭ тытасси те улшăнĕ. Малашлăхра реформа тени аслă шкулсенче историе вĕрентессине те пырса тивĕ. РФ Патшалăх Думин спикерĕ Сергей Нарышкин çакăн çинчен Раççей истори обществин пухăвĕнче уççăн пĕлтернĕ.Спикер çирĕплетнĕ тăрăх  Раçейри 750 пин ача Тăван çĕршывăн историне çĕнĕ учебниксемпе вĕренме тытăннă та ĕнтĕ. «Вĕренекенсем çĕнĕлĕхе еплерех йышăнасси вĕрентекенсене методика пулăшăвĕпе еплерех тивĕçтерме пултарнинчен те килĕ», - палăртнă вăл шухăшне. ППЭре мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пулассипе Рособрнадзор пуçлăхĕ Сергей Кравцов паллаштарнă. Пĕрремĕшĕнчен, килес çул çак предметпа экзаменра тест пайĕ пачах пулмĕ. Ун вырăнне вара экзамена ведомство ĕçченĕсем истори сочиненийĕ кĕртес шухăшлă. Çакă историе лайăхрах вĕрентесси патне çитме пулăшасса шанаççĕ. Çакнашкал улшăну обществăра историе ачасем пăхмасăр калама вĕренес шайра кăна ăша хывни пирки час-час ÿпкелешнипе çыхăннă. Мĕнпур задани истори-культура стандарчĕпе килĕшллĕ пулма тивĕç. Патшалăх экзаменĕнчи улшăну ку кăна мар-ха. Халиччен истори выпускниксемшĕн суйласа илмелли предметсен йышĕнче пулнă-тăк, малашлăхра ăна пăрăнми «обяза-тельнăй» экзаменсен шутне кĕртес шухăш пур. Хальлĕхе ку ыйту тĕлĕшпе пăнчă лартман: йышăну тума ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркелĕç. Çивĕч ыйтусен шутĕнчех - историе вĕрентекенсенчен чылайăшĕн хăйĕн те пĕлĕвĕ çителĕксĕрри. Çак предметпа ĕçлекенсен 25 проценчĕ çĕнĕ стандартсене кирлĕ таран пĕлмест. Çийĕнчен тата - тĕрлĕ тăрăхра ĕçлекен вĕрентекенсенчен çуррине яхăн хăйсем пурăнакан хутлăх историне те пĕлмест-мĕн. Çак çитменлĕхсене сирес тĕллевпе, Сергей Крав- цов шухăшланă тăрăх, квалификацие учительсен çĕнĕрен илмелле. Раççей истори обществин пухăвĕнче сÿтсе явнă çивĕч ыйтусен йышне тĕнчери хальхи вăхăтра лару-тăрăва тишкерни те кĕнĕ. «Ислам патшалăхĕн» террорисчĕсен ушкăнĕсем авалхи палăксене хурахла аркатни çинчен тарăхса та пăшăрханса калаçнă унта. Общество членĕсем хăйсем çак тĕлĕшпе кăмăлсăр пулнине ятарлă заявлении çырса палăртнă. Тĕнче культурин тĕп çухатăвĕсене шутласа кайнă май вĕсем Сирипе Иракран саккунсăр мелпе илсе тухнă антиквариата туянмалла марри пирки чĕнсе каланă.  

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 664 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 3.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:12:29
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!