Юнкун, 21.11.2018
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 123
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Ака » 15 » Юмарт Г.Ф. çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май викторина иртет
Юмарт Г.Ф. çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май викторина иртет
00:14

Геннадий Юмарт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-30-мĕшĕсенче ирттерекен «Улăп - 2018» викторина ыйтăвĕсем

1. Геннадий Юмарт ăçта тата хăçан çуралнă? Юмарт сăмах (псевдоним) мĕне пĕлтерет? 
2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă? 
3. Геннадий Юмарт хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? 
4. Юмарт псевдонимлă авторсем чăваш литературинче тата пур. Камсем вĕсем тата мĕн сăлтавпа пĕр пек хушăм ят илнĕ? 
5. Поэт хăш халăх поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă? Унăн хăйĕн сăввисене хăш халăх чĕлхисене куçарнă? А.С. Пушкин сăввисене чăвашла куçарса мĕн ятлă кĕнеке кăларнă? Унăн «Шла синица в гости к птицам» кĕнеки Мускаври «Малыш» издательствăра миçе экземплярпа пичетленсе тухнă? 
6. Геннадий Юмартăн наукăри тата фольклористикăри ĕçĕсене çырса парăр. 
7. Г.Ф. Юмартăн вĕренÿ кĕнекисене асăнса тухăр. 
8. «Юмарт пултарулăхĕ Чăваш Ен культурине витĕм кÿрет…», - тесе кам каланă? 
9. Поэт пурĕ миçе поэма çырса пичетленĕ. Унăн юлашки вăхăтра çырса хатĕрленĕ поэзи кĕнеки мĕн ятлă? 
10. Геннадий Юмартăн хисеплĕ ячĕсене çырса парăр. 

Асăрхаттарни: Викторинăна тĕп-тĕрĕс хуравланăшăн пĕтĕмпе 10 балл таран пухма пулать (кашни ыйту хуравĕшĕн 1 балл)

Викторина йĕрки

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 176 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:01
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2018
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!