Шăматкун, 20.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Сайта хак парăр

Пурĕ миçе хурав: 145
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 18 » Кашни ача пултаруллă ("Хыпар")
Кашни ача пултаруллă ("Хыпар")
22:39
Кашни вĕренÿ учрежденийĕн хăйĕн аталану программи пур. Шупашкарти 43-мĕш вăтам шкул та ку енĕпе тĕллевлĕ çул-йĕр палăртнă. Вăл «Шкул - социокультура центрĕ» программăпа ĕçлет. Мĕншĕн-ха ăна суйласа илнĕ?
- Пирĕн микрорайонта икĕ лицей, вăйлă ачасем вĕсене вĕренме каяççĕ. Эпир вара пурне те йышăнатпăр, - тет шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Л.Л.Петрова. - Çавăнпа кашни ачан пултарулăхне аталантарса пĕлÿ илес туртăмне вăйлатма тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăшĕн ачисен уроксем хыççăнхи вăхăтне усăллă ирттерес ĕçе хутшăнма чылай чухне вăхăт çитмест. Хăшĕсем тата ку ыйтусемпе кăсăкланмаççĕ те. Эпир вара, ачасем урам витĕмне лексе пăсăласран вĕсене куçран вĕçертместпĕр, шкул тавра пухатпăр.
Çак тĕллевпе хушма пĕлÿ паракан учрежденисемпе килĕшÿсем тăваççĕ. Калинин районĕнчи ачасен пултарулăх центрĕпе, республикăн баскетбол шкулĕпе, Акцыновсен ÿнер шкулĕпе çыхăну çирĕп. Вĕсен специалисчĕсем вĕренекенсен туртăмне пĕрремĕш класранах тĕрĕслесе аталану мелĕсене палăртаççĕ, шкулта йĕркеленĕ темĕн тĕрлĕ кружок-секцире пултарулăхне ÿстереççĕ. Райадминистраци çумĕнчи территори общество пĕрлĕхĕн пĕр мероприятийĕ те 43-мĕш шкул вĕренекенĕсемсĕр иртмест. Унăн ертÿçи З.М.Петрова кунта - ялан кĕтнĕ хăна. Пĕрле урам, пултарулăх уявĕсем, аслă çулсенчи çынсене чысласа юбилей каçĕсем, ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетекен ытти мероприяти йĕркелеççĕ, пухăннисене юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Ку тĕлĕшпе Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ В.Н.Иванов нумай пулăшать. Сăмах май, шкул хула администрацийĕ ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ, территори общество пĕрлĕхĕпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн Н.Емельяновăн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Шкул - социокультура центрĕ» номинацире тĕп хулара чи лайăххи пулнипе палăрнă. Çак хаклавсем педагогика коллективĕн пултарулăх шайне уçăмлăн кăтартаççĕ.
«Йывăр» ачасемпе ĕçлемелли проектсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынине палăртма кăмăллă. 8 «б» классем валли йĕркеленĕ «Ÿсĕм çулĕ» проекта «Çемье» центрти Н.В.Михайлова психолог ертсе пырать. Вăл тренингсем, вăйăсем урлă ачасен чунĕсене уçать, çынлăх туйăмне аталантарать. Хăшĕ-пĕри кăткăс лару-тăрăва лексен те ашшĕ-амăшне пĕлтермест, психолога вара шанать, унпа канашлать. Çавна май Надежда Витальевна сахал мар ачана пулăшнă. Классен уявĕсене ирттерни те вĕсен туслăхне çирĕплетет.
Кашни кун тĕллевлĕ ĕçлени сая каймасть. Вĕренÿре те çитĕнÿ чылай. «Вăйлă ачасем» проектпа килĕшÿллĕн анлă пĕлÿ илме ăнтăлакансене çĕнĕ тÿпене çĕкленме пулăшаççĕ. Шкулта 701 ача вĕренет, 42 учитель ĕçлет. Людмила Леонидовна аслă квалификаци категорине тивĕçнĕ педагогсен йышĕ ÿссех пынипе кăмăллă. Çамрăксене те аталанма условисем туса параççĕ, тĕрлĕ майпа хавхалантарма тăрăшаççĕ. Шкула пĕлтĕр - 4, кăçал 5 çамрăк специалист килнĕ.
Çĕнĕлĕхсене çул парса пыма вăй-хăват çителĕклĕ. Тĕслĕхрен, эксперимент шучĕпе акăлчан чĕлхине - Оксфорд университечĕн, технологие И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн учебникĕсемпе вĕрентеççĕ. Ачасене малашлăха хатĕрлекен информаци-психологи тата социаллă-гуманитари профиль класĕсен витĕмĕ пысăк. Вĕрентÿ пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулнине аслă шкулсен бюджет вырăнĕсене кĕрекенсен йышĕ ÿсни те çирĕплетет. 43-мĕш шкула пĕтернĕ çамрăксем хăйсен ăсне, вăйне шанаççĕ, Мускаври, Питĕрти, Саратоври, Чулхулари, Шупашкарти сумлă университетсемпе институтсенче аслă пĕлÿ илеççĕ.
Шкулта чăвашлăх та хисепре. Чăваш чĕлхи учителĕсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ тĕллевлĕ ĕçлет. 9-мĕш классем кашни çулах хăйсем суйласа чăваш чĕлхипе экзамен тытаççĕ, тăваттă-пиллĕк паллăсем илеççĕ. Çак предметпа конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнакан та чылай. Пĕлтĕр А.Я.Кузьмина учителĕн вĕренекенĕсем - Аня Мартынова Çеçпĕл Мишши ячĕпе ирттернĕ республика викторининче, Лида Юркина хулара иртекен «Çамрăк талантсем» наука-практика конференцийĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Регионсен хушшинче ирттерекен «Чĕвĕлти чĕкеçре», «Çăлтăрчăк» конкурсра та час-часах палăраççĕ. Шкулти «Путене» чăваш фольклор ансамбльне вара республикипех пĕлеççĕ.
Шупашкарти 43-мĕш вăтам шкулта вĕрентĕвĕн тĕп тĕллевĕсене - пĕлÿ тата воспитани парассине - шайлашуллă, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тĕпе хурса пурнăçлассишĕн вăй-хала шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Çавăнпа ачасемпе ашшĕ-амăшĕ ун пирки пирĕн юратнă кил теççĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 501 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:21
Шырав
Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!