Кĕçнерникун, 28.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 2 » Катя Петрова юрăç - "Самант" журналта
Катя Петрова юрăç - "Самант" журналта
18:38
Ик-виç çултанпах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ, пĕрремĕш класрах ашшĕ-амăшне систермесĕр музыка шкулне çÿреме пуçланă, вуннăрах сăвăсем çырнă, хыççăнах вĕсене кĕвве хывма хăнăхнă, шкул пĕтериччен хăйĕн юррисен магнитоальбомне кăларнă эстрада артистне пĕлетĕр-и эсир? Аякка кайма кирлĕ мар, Чăваш Енрех пур ун пекки. Хăшĕ-пĕри чухларĕ те пулĕ: паян та çĕнĕрен çĕнĕ юррисемпе савăнтаракан Катя Петрова ача чухнех çавăн пек хастар пулнă иккен!
Чĕлхи уçăличченех, сăпкарах юрласа выртман-ши вăл? «Ÿссен эп те юрăç пулăп, Пугачева пек мана та телевизорпа пăхма пуçлăр-ха», – шалт тĕлĕнтернĕ калаçма кăна пуçланă Катя сенкер экран умĕнче ларакан тăванĕсене. Пĕр-икĕ хут илтнипех ас туса юлнă юрăсене кунĕпе ĕнĕрлесе çÿрекен хĕр пĕрчи урăх нимĕн çинчен те шутлама пултарайман тейĕн.
– Кашни уяврах сцена çине кăларатчĕç ăна, пĕчĕкскер микрофон шнурĕнчен такăнса ÿкесрен хăраса кăна лараттăм, – калаçăва хутшăнчĕ юрăç амăшĕ, хĕрĕ пекех илемлĕ саслă Мария Александровна.
Математикăна уйрăмах юратса вĕ-ренекен, кĕнекисене ытти тантăшĕсенчен çур çул маларах шĕкĕлчесе тухакан Катьăра хăшĕсем пулас ăсчаха курнă. «Учитель манăн тетрадьсене çеç тĕрĕслесе пыратчĕ, – ачалăх кунĕсене ăшшăн аса илчĕ Çĕмĕрле районĕнчи И.Н.Ульянов ячĕллĕ Хутар шкул гимназийĕнче математикăна тарăнрах вĕрентекен класра ăс пухнă паллă юрăç. – Шкулти уявсем, концертсем умĕн юлашки уроксене çÿрейместĕм, хамăрăн вĕрентекен пур çĕре те ĕлкĕрейменрен аккордеон калама класран класа илсе çÿретчĕç. Санăн пур пĕрех «пиллĕксем» кăна тухаççĕ, ачасене кайса юрлаттар тетчĕç».
Биологи учителĕсем Катя медицина енĕпе каясса кĕтнĕ. Уроксем хыççăн Саланчăкри ача-пăча музыка шкулĕн Хутарти филиалне Дмитрий Кудаковпа Клара Осокина преподавательсем патне васканă хĕр пĕрчи ĕмĕчĕсемпе юрă-кĕвĕ тĕнчинче вĕçнине асăрхас темен-ши?
Ытти музыка инстуменчĕсемпе те хăй тĕллĕн калама вĕреннĕ, шкул çулĕ-сенчех икĕ ансамбльте юрланă Катя виççĕмĕшне хăй йĕркелесе яма пултарни те теприншĕн ĕненмелле мар пек туйăнĕ. «Хĕрсемпе каччăсен ушкăнĕсем уйрăмччĕ унта. Каçсерен Пилешкассине ватăсене хорпа юрлаттарма çÿреттĕм. Аккордеонне çунашкапа туртса каяттăмăр. Ăна каланă чух сана, пĕчĕкскере, асăрхама та çукчĕ, куçусем çутални çеç курăнатчĕ тесе шÿтлетчĕç вара», – иртнине кулмасăр аса илеймерĕ Чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ.
11-мĕш класра «Ритмы Чувашии» конкурса хăй çырса кĕвĕленĕ юрăпа тухни те куçĕ умĕнчех. Уява пухăннисем ăна тÿрех асăрхани, «Куракана ытларах килĕшнĕ юрăç» ята тивĕçни, лауреат пулса тăни çутă ĕмĕтне çирĕпленме, эстрада тĕнчине çул уçма пулăшнă-тăр. Ыттисенчен уйрăлса тăракан, хăй ÿсĕмне кура мар тăрăшуллă пикене паллă юрăçсем те асăрхамасăр иртеймен. Александр Васильев телеертÿçĕ шкул ачине (!) «Пĕрре курсах саврăм-ши?», «Чăваш пики» кăларăмсене чĕнет, конкурса хутшăнакансем валли юрăсем кĕвĕлеме ыйтать.
«Килти пĕр пÿлĕмре питĕрĕнсе çĕрĕ-çĕрĕпе юрă-кĕвĕ çырса лараттăм. Çĕр каçа 5-6 юрă кĕвĕлесе, аранжировка туса пани те пулнă, – хăйĕнчен хăй тĕлĕнет Катя Петрова. – Тĕрлĕ музыка инструменчĕ алă айĕнчех, килтех пулнă. Хам çырса кĕвĕленĕ юрăсем чылаях пухăнсан Шупашкара Чăваш радио çуртне çитрĕм. Пĕр кĕвве сасă кĕртме аран-аран килĕшнĕ режиссерсем эпĕ юрласа ярсан сăмахсăрах пурне те çырса юлчĕç. Кайран манăн аудиоальбома кашни киоскрах сутма тытăнчĕç».
Юрă сăмахĕсене кĕвве хывасси вара кĕтмен çĕртен, ăнсăртран пуçланнă теме те юрать. Пĕррехинче, аслă класа куçсан, революци çинчен сăвă йĕркисене вулакан хĕр пуçĕнче илемлĕ кĕвĕ çуралать, вуласа мар, юрласа вĕçлет ăна. Унтан – тепри, виççĕмĕшĕ... Шкулăн 120 çулхи юбилейĕ, сыв пуллашу каçĕ валли çырнисене хальхи вĕренекенсем те питĕ килĕштереççĕ.
«Илемлĕ кĕвĕ темле хумпа килнĕн туйăнать, тепĕр чух çĕр варринче вăранса каятăн, тĕлĕкре ас туса юлнине хут çине куçарма васкатăн. Çулталăкĕпе нимĕн çырăнманни те пулать», – пытармасть пилĕк магнитоальбом кăларма ĕлкĕрнĕ эстрада артистки.
Юрлама юратакан чунĕпе те пуянрах теççĕ. Петровсен çемйинче пурте кĕвве туйма, тытма пĕлеççĕ. Музыкăна ăнланасси аттерен куçнă пулĕ, вăл купăс, труба каланине пĕчĕкрен курса ÿснĕ те- нĕччĕ Катя пĕррехинче. Уçă сасси вара çамрăкранах юрлама юратнă амăшĕн-чен-тĕр. Çавăнпа Петровсен кĕçĕн хĕрĕ Таня та эстрада тĕнчи еннелле туртăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.
Пĕчĕкренех пур çĕре те ĕлкĕрме хăнăхса ÿснĕ Катьăн ытти тантăшĕ-семпе урамра пĕр шухăшсăр чупма вăхăчĕ те юлман. Экономистра, кайран ача сачĕн ертÿçинче ĕçленĕ амăшĕ те, колхоз председателĕнче, район администрацийĕн социаллă пай пуçлă- хĕнче тăрăшнă ашшĕ те киле каç кÿлĕм çеç çаврăнса çитнĕ. Хăйĕнчен чылай кĕçĕнрех Наташăпа Таня йăмăкĕсене пăхасси те, апат-çимĕçне хатĕрлесси те аслă хĕрĕ çине тиеннĕ. Куншăн ашшĕ-амăшне çĕр хут тав тума хатĕр вăл, пĕчĕкрен яваплăха туйма хăнăхтарман пулсан эстрада тÿпемĕнче тытăнса тăма йывăртарах пулĕччĕ. Чăваш искусствине аталантарма пулăшнăшăн хăйĕн çуралнă кунĕнче ЧР Культура министерствин Хисеп хутне те тивĕçрĕ Катя Петрова.
Унăн хĕрĕ те, музыка шкулне çÿрекен Милана, амăшĕн тăрăшулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймест, хальлĕхе ытти тантăшĕ пек юрăç пулас ĕмĕтпе çунатланмасть.

Алина ГЕРАСИМОВА ("Тантăш")


Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 689 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:14:10
Шырав
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!