Кĕçнерникун, 25.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 30 » КĔЛЕТКЕ ИЛЕМĔ – ÇУРĂМРА
КĔЛЕТКЕ ИЛЕМĔ – ÇУРĂМРА
13:14
Ачасем, çула çитмен çамрăксем кĕлеткине тӳрĕ тытманни медицина ĕçченĕсемшĕн те, педагогсемшĕн те пуç ыратăвĕ пулса тăрать. РФ статистикинчен çакă паллă: паянхи куна ачасемпе çула çитменнисенчен 40 проценчĕ çурăм шăмми проблемисемпе аптрать. Паллах, çакă чи малтанах çын куçне эстетика çитменлĕхĕ пек курăнать. Анчах кунтан ытти проблемăсем пуçланаççĕ кăна-ха. Мĕншĕн тесен çурăм шăмми кукăрăлни ӳссе пыракан организма самай хур тума пултарать: сывлăш çулĕн органĕсем, юн çаврăнăшĕ, вар-хырăм тĕрĕс мар аталанаççĕ. Çакăн сăлтавĕсем нумай: ача çуралнă чухнех унăн скелечĕ тĕрĕс мар йĕркеленнĕ, ӳт виçи хăйне кирлинчен пĕчĕк пулни, ача ӳт-пӳ енчен начар аталанни мышцăсен корсечĕ питĕ вăйсăр пулни, хулпуççи тĕлĕнче е пĕвĕпех мышцăсем симметрипе, пĕр пек аталанман. Çан-çурăма тĕрĕс мар тытас йăла (кукăрăлса, курпун кăларса ларни-утни тата ытти те). Çаксемсĕр пуçне йывăр япаласем йăтнă чух ӳсекен организма амантни, йывăрăша икĕ алла та пĕр пек пайласа паманни. 
Кĕлетке илемне пăсакан пулăмсенчен çаксене асăнма пулать:
– çурăм шăммин анатомипе конституци аталанăвĕ;
– çурăма тĕрĕс тытса ларма вĕрентменни;
– куç япăх курни;
– тăтăшах инфекци чирĕсемпе аптрани;
– сывлăхшăн кирлĕ пек апатланманни;
– çемçе, выртсан «анса каякан» кравать;
– ача усă куракан сĕтел-пукан унăн çӳллĕшĕпе те, çулĕпе те килĕшсе тăмасть;
– ача çителĕксĕр хусканусем туни;
– таврара çан-çурăмне тĕрĕс тытман çынсем ачашăн лайăх мар тĕслĕх пулĕç.
Курпунланнин сăлтавĕ мĕнле пулсан та ачан çурăм шăммипе мышцăсен тытăмне пĕчĕкрен тĕрĕс аталантармалла. Пĕчĕк чух, çула çитмен çамрăкăн çурăмне тӳрлетме пулать-ха. Мышцăсен тонусĕн симметрине йĕркене кĕртсен ачана тĕрĕс ларма, тăма хăнăхтарма çăмăл. Паллах, çакă ачашăн чăн-чăн воспитани пулĕ, кунта комплекслă меслетсемсĕр май килмĕ: ачан тĕрĕс куçма, хусканусем тума пĕлмелле, çамрăк çан-çурăма пиçĕхтермелле, çирĕплетмелле, ирсерен гимнастика тумалла, спортпа туслашмалла тата шывра ишмелле.
Çурăм тĕрĕс аталантăр тесен кашни кун гимнастика тумалла. Хусканусен комплексĕнче шайлашу, координаци хусканăвĕсем кăна мар, мышцăсене çирĕплетекен, кăкăр шăммине вăр-вартарах хусканакан тăваканнисене те кĕртмелле.
Çамрăк организма белокпа пуян апат-çимĕç кирлĕ чухлĕ лекнине сăнаса тăмалла. Вăл шăмă скелечĕпе мышцăсене пĕр пек шайлашупа ӳсме май парать.
Çурăм шăмми тĕрĕс аталанасси условисенчен те килет, тĕслĕхрен, ачан ĕç вырăнне тĕрĕс йĕркеленинчен. Ачан куçĕ мĕнле курнине сăнасах тăмалла, вăл ĕçленĕ чух пӳлĕмре çутă пулмалла.
Мышцăсене ывăнма памалла мар. Пĕр хусканмасăр чылай вăхăт ларсан унăн çурăм мышцисем хăвăрт ывăнаççĕ, курпун тухма пуçлать. Çавăнпа кĕçĕн классенче вĕренекен ачасемпе кашни 15-20 минутра физкультпаузăсем ирттермелле, урок вĕçленсен, тăхтавра ачасен уткаласа çӳремелле, кăкăр шăммине, хулпуççи мышцисене тӳрлетсе хусканкаласа илмелле. Килте уроксем тунă чух та çаплах тумалла.
Çурăм шăмми тĕрĕс аталантăр тесен çурма хытă вырăн çинче çывăрмалла.
Йывăр япаласене (кĕнеке, тетрадь) пĕр алăра кăна йăтмалла мар. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене шкула çӳреме ранецсем илсе памалла. Аслăраххисен портфеле час-часах алран алла улăштармалла.
Уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсене çурăма тӳрĕ тытасси пирки тăтăш аса илтерни усăллă.
■ Г.ПЛЕХАНОВА.
ТР Медицина профилактикин центрĕн сиплев уйрăмĕн заведующийĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 493 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Кĕлетке илемĕ | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:13:15
Шырав
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!