Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Çу » 25 » Кĕнеке хăтлавĕ тата видеосăвă конкурсĕнче çĕнтернисене чыслани
Кĕнеке хăтлавĕ тата видеосăвă конкурсĕнче çĕнтернисене чыслани
21:39

Фоторепортаж

Ĕнер, çăвăн 24-мĕшĕнче, Чăваш наци вулавăшĕнче «Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт» кĕнекен хăтлавĕ тата «Чăваш ачи, сасуна пар!» видеосăвăсен конкурсĕнче çĕнтернисене чысласси пулчĕ.

Кĕнеке пирки ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников, редакторĕ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вĕрентекенсем те — тухса калаçрĕç. Конкурса йĕркелекенсем кашни автора эпир тин çеç тухнă кĕнекене парнелерĕç.

«Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсăн çĕнтерӳçисене темиçе парне кĕтрĕ — паллă сăвăçсен сăнĕсем (вĕсене чăваш чĕлхипе литературин класĕнче çакма меллĕ) тата Чăваш халăх сайчĕ пухса кăларнă кĕнекесенчен пĕри. Паллах, Хисеп хучĕсемпе тивĕçтерчĕç çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене. Уява уйрăмах сăвă калакансем илем кӳчĕç — пĕчĕккисем те аслăрах класрисем те.

"Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнеке хăтлавĕнче Красноармейски шкулĕнчи "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿрекенсем те парнене тивĕçрĕç - хăйсен хайлавĕсене кĕртнĕ авторсем ăна тÿлевсĕрех илчĕç. Пĕтĕмпе - 12 вĕренекен. Вĕсен ертÿçисем - Виталий Михайловичпа Зинаида Петровна Михайловсем, çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем. «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă Аня Васильева вара Дипломпа Ухсай Яккăвĕн портретне тивĕçрĕ.Трак шкулĕнче вĕренекен Сергей Петров (ертÿçи И.Н.Антонова) çак конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл Дипломпа парне илнĕ хыççăн хăй конкурсра вуласа çĕнтернĕ сăввине те вуласа пачĕ.

Юрă-ташăпа вара Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ савăнтарчĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 1167 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:15:21
Шырав
Кун тăрăм
«  Çу 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!