Кĕçнерникун, 28.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 4 » КĔНЕКИ – ШКУЛТАН, ĔÇ ТЕТРАЧĔ – ХĂВĂР ШУТРАН… («Ровесник (Тантăш)», Чебоксары )
КĔНЕКИ – ШКУЛТАН, ĔÇ ТЕТРАЧĔ – ХĂВĂР ШУТРАН… («Ровесник (Тантăш)», Чебоксары )
18:27
Вĕрентÿ тытăмĕнче хальхи пек курăмлă та кăмăла çĕклекен улшăнусем вуншар çул пулманнине ЧР Вĕрентÿ министерствинче иртнĕ брифингра тепĕр хут палăртрĕç. Владимир Иванов министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе аталантарма 843 миллион тенкĕ – пĕлтĕрхинчен 3 хут нумайрах – уйăрнă. Çавăнпа ырă улшăнусем тата ытларах пулмалла: республикăри пĕлÿ çурчĕсене юсаса çĕнетесшĕн, кĕнекесем, спорт инвентарĕ, çĕнĕ шкул автобусĕсем ытларах туянасшăн... Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕçне аталантарма уйăрнă кашни тенке мĕнлерех тăкаклассине шутласа палăртнă. 
Кăçал шкула кайма хатĕрленекен ачасене ăмсанма та юрать: вĕсен кĕнекесене хăйсен туянмалла пулмĕ. Учебниксене унчченхи пек шкултан тÿлевсĕр пама тытăнасшăн. 
Çапах ашшĕ-амăшĕн пачах тăккаланма тивмĕ теме иртерех-ха: шкул учебниксемпе кăна тивĕçтерĕ. Ĕç тетрачĕсене кашнин хăйĕн шутĕнченех илмелле. Вĕсем вара самаях хаклă, кĕнекесем туяннă чухлех кăларса хума тивет – вăтамран 1-1, 5 пин тенкĕне яхăн. Пĕтĕмĕшле хакĕ ача хăш программăпа, хăш автор кĕнекисемпе вĕреннинчен килет. 
Учебниксем – тÿлевсĕр, анчах пуриншĕн те мар... 
Çитес вĕренÿ çулĕнчен вĕренекенсене тÿлевсĕр учебниксемпе тивĕçтерме пуçлани ашшĕ-амăшне те самай савăнтарĕ. Шел те, хальлĕхе пурне те мар-ха. 
– Кăçал 1-2-мĕш классене пыракансем кĕнекесене 100 проценчĕпех тÿлевсĕр илĕç. 3-4-мĕш классене çÿрекенсем – 80 процент таран. Пурне те пĕр харăсах çĕнĕ учебниксемпе тивĕçтерме май килмĕ. Пĕрремĕш класа пынисем çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕсем çине куçрĕç. Вĕсем малашне хăш авторсен кĕнекисемпе вĕренессине палăртасса кĕтĕпĕр, çав учебниксемпе кайран ыттисен те усă курмалла-çке, пĕр çул усă курса кăларса пăрахма ирĕк çук пирĕн, – терĕ Владимир Николаевич. 
Столовăйне – çĕнĕ оборудовани 
Ачасен сывлăхне упраса хăварас, вĕсене тĕрлĕ витаминлă апат, пуян меню сĕнме столовăйсенчи хатĕр-хĕтĕре те улăштарма тивет. Унсăрăн шкул апат-çимĕçĕ чи пахалăхли те тутлăхли пуласси иккĕлентерет. Ку ĕçе чи пысăк пĕлÿ çурчĕсенчен пуçăнасшăн. Кăçал 45 шкулта çĕнĕ йышши, элекроэнергие перекетлекен оборудовани вырнаçтарасшăн. 
Пĕтĕмĕшле вĕрентĕве аталантарас ĕç çитес çул малалла тăсăлĕ – çавăнпа ытти шкул столовăйне те çĕнетессе шанăпăр. 
Спорт хатĕрĕсемсĕр спортсменсем ÿстереймĕн 
Ачасен сывлăхне упрасси, çирĕплетесси – чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Кăçалтан вĕрентÿ программине виççĕмĕш физкультура сехетне кĕртни çакна тĕрлĕ шайра ăнланнине çирĕплетет-тĕр. Çав вăхăтрах шкулсем спорт инвентарĕ енчен питĕ чухăнланса çитнине пытарма çук. Тинех çакна "çÿлте” те туйса илнĕ – кăçал Чăваш Енри пĕлÿ çурчĕсем валли спорт инвентарĕ туянма 310 миллион тенкĕ уйăрнă. 2014 çул тĕлне пур шкула та кирлĕ спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерме палăртнă. Тем пекехчĕ. Ун чух физкультура урокне те килтен йĕлтĕр сĕтĕрсе çÿреме тивмĕччĕ. 
Пĕлÿ çурчĕсенче – юсав ĕçĕсем 
Паян республикăри пилĕк çĕр шкултан тăват çĕрĕшĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле. Тÿрех пуринче те йăлт çĕнетсе улăштарма май килмĕ. Кăçаллăха 100 пĕлÿ çуртне тĕпрен юсама палăртнă: ăшша тытайман кантăкĕсене улăштарасшăн, çурт тăррисене юсасшăн... 21 ĕмĕр шкулĕн ăшă туалет та пулмаллах, шыв пăрăхĕсене, канализацие улăштарма тивĕ.... Чылай ĕçе çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. 
Шкулсен пурлăхпа техника базине те çĕнетсех пырасшăн, унсăрăн 21 ĕмĕр ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çамрăксене вĕрентсе кăларма çуккине кашниех ăнланать. 
Вĕрентекенсене – тивĕçлĕ шалу 
Педагог – Çĕр çине чи пархатарлă миссие пурнăçлама килнĕ çын. Çĕр-шыв тепĕр 10-20 çултан мĕнлерех çулпа каясси те унран килет. Çавăнпа вĕрентекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклама тăрăшни савăнтарать. Вĕсен шалăвне иртнĕ çул 38 процент таран ÿстернĕ. Паянхи кун учительсен вăтам ĕç укçи 14 пин те 726 тенкĕпе танлашать. Çулталăк вĕçне ăна 15 пин те 600 тенкĕ таран ÿстересшĕн. Çакă паянхи нумай йывăрлăха татса пама, ăста педагогсем тухса каяссине чарма, çамрăксене шкула илĕртме пулăшасса шанаççĕ. 
Çĕнĕ автобуссем ытларах килмелле 
Вĕрентĕве хывнă укçа-тенкĕ тăкакĕсем саплашăнаççех. Паян хывнă вăрлăх çимĕçне ыранах илеймесен те усси пур пĕр пуласса пĕлетпĕр. 
Ачасене база шкулĕсене турттарма илнĕ автобуссен паркне те майĕпен çĕнетсех пыраççĕ. Иртнĕ çул 64 çĕнĕ техника туяннă, кăçал кивелсе çитнĕ тепĕр 100 автобуса çĕннисемпе улăштарасшăн.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 542 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:18:12
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!