Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 18 » “Халăх юррин кашни çаврăмĕнче пурнăç сăнланнă”
“Халăх юррин кашни çаврăмĕнче пурнăç сăнланнă”
15:21
Чăваш Республикин культура училищинче вĕренекен Николай Ключников Самар облаçĕнчи вырăс ялĕнче çуралнă пулин те чăвашла тап-таса калаçать, ăна итленĕçем итлес килет. 18 çулти каччă амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхене манман. Манман кăна мар, вăл ăна чунран юратать. Ключниковсем Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ялне Коля 6-мĕш класра чухне куçса килнĕ. Малтанах ăна йывăр пулнă - ара, çывăх çыннисемсĕр пуçне вăл урăх никампа та тăван чĕлхепе калаçман-çке. Вырăс программипе пĕлÿ паракан шкулта ку предмета, паллах, вĕрентмен. Çапах çулталăк иртсенех Николай чăвашла сутса ямалла калаçма хăнăхнă.
"Асамат кĕперĕ”, "Çĕнĕ ятсем” йышши пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса çирĕп сассипе, Дима Билан юрăçран та ытларах сикнипе, авкаланнипе куракансене, жюри членĕсене тыткăнлакан каччăна "Çамрăксен хаçачĕн” тĕпелне йыхравларăм. Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче ирттернĕ сасăлавра "Савса пăхатăп” юрăпа çĕнтернĕскер пушă вăхăт тупма шантарчĕ.
Николай икĕ теçетке çула та хыçа хăварман-ха, анчах унăн хуйхă-суйхă самай тÿсме тивнĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне амăшĕн чĕри тапма чарăннă, нумай та вăхăт иртмен - пиччĕшĕ савнийĕпе пĕрле аварие çакланса яланлăхах куç хупнă. Пĕлтĕр çулла ашшĕ çĕре кĕнĕ. Çакăн чухлĕ синкер курнă асламăшĕ, халĕ пĕчченех пурăнакан 82-ри Маргарита Архиповна, куççульленмесĕр чăтаймасть.
- Яла канмалли кунсенче кайсан та ытларах калаçма ыйтать, юлташсем патне тухассине пĕлтерсен часрах таврăнма ÿкĕтлет, - сăмах пуçарчĕ Николай. - Шупашкара кайма пуçтарăнсан: "Мана каллех пĕччен хăваратăн”, - тет. Асанне ан йĕтĕр тесе купăс туртса кăларатăп та савăнăçлă кĕвĕ янăраттаратăп - çывăх çыннăм питĕнче вара йăл кулă çиçет.
Коля Самар облаçĕнче пурăннă чухне техникăпа кăсăкланнă, юлташĕпе пĕрле мотоцикла кунне икĕ-виçĕ хут салатса пуçтарни те пулнă, çавăнпах вĕсем шкул хыççăн автомеханике вĕренме калаçса татăлнă, салон уçма, автомашинăсем юсама, сутма ĕмĕтленнĕ. Анчах ку тĕллеве пурнăçа кĕртме пÿрмен. Пĕррехинче Кольăна тусĕ мотоциклпа çапăнса çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлнине шăнкăравласа пĕлтернĕ, çапла вăл аттестат илсен çуралнă тăрăхне каяйман. 10-11-мĕш классенче ăс пухнă чухне каччă пулас професси çинчен шухăшласа пуçа сахал мар ыраттарнă. "Мĕнле ĕç суйласа халăхшăн усăллă пулам-ши?” - ыйтнă вăл хăйĕнчен. Ăруран ăрăва юн тăрăх куçакан пултарулăх каччăна тĕрĕс суйлав тума пулăшнă - шкултан вĕренсе тухсанах вăл культура училищин сукмакне такăрлатма васканă.
Унăн ашшĕне Валерий Аполлоновича купăс калас енĕпе ялта çитекен пулман. Уявсенче, концертсенче вăл купăс тăснă, мăшăрĕ Полина Ивановна юрă шăрантарнă. Чăваш эстрадине талпăнакан çамрăкăн аслашшĕ те юрра-ташша ăста пулнă, ашшĕн йăмăкĕ вара музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ, культура çуртĕнче нумай çул ĕçленĕ. Николай та сцена çине пĕчĕк чухнех тухнă. Постановкăсенче вылянă, ташланă, юрланă. Чăваш Ене куçса килсен вăл ашшĕне купăс янăраттарма хăнăхтармашкăн сахал мар тархасланă. Такмак калама хăнăхсанах туйсене çÿреме тытăннă. Халăх музыка инструментĕнчен кăшт çеç çÿллĕрех ача ăсталăхĕнчен тĕлĕннĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн шкулта лартнă концертра Сергей Кувшинов репертуарĕнчи "Ах, аннеçĕм, анне” юрра шăрантарнине вăл манман-ха. Ара, асран епле кăларăн? Залра ларакан хĕрарăмсен куçĕнчен куççуль шăпăртатнă вĕт.
- Çавăн хыççăн пушшех хăпартлантăм, - калаçăва тăсрĕ 18-ти яш. - Халĕ те концертран таврăнсан хама çÿл тÿпене вĕçсе хăпарнăн туятăп. Пурнăçра йывăрлăх сахал мар, çавăнпа çынсене вĕсене самантлăха та пулин мантарас, савăнтарас килет. Икĕ-виçĕ куракан кăмăлне çавăрниех малалла аталанма вăй-хăват парать.
Маттур каччă купăс кăна каламасть, баяна, фортепианăна, гитарăна итлеттерме те пĕлет. Чăваш туйĕсене хаваспах çÿрет.
- Нумаях пулмасть юлташăм авланчĕ, икĕ кун купăс каларăм, çурăм, алă çинчи ÿт те сĕвĕнме пуçларĕ. Туй арăмĕсем, кĕрекене пухăннисем нумай юрă пĕлни тĕлĕнтерчĕ те, мăнаçлантарчĕ те. Эпир хăшĕ-пĕрин 2-3 çаврăмне çеç ас тăватпăр, вĕсем вара çиччĕ таранах юрларĕç, - хавхаланса калаçрĕ Николай. - Тепрехинче, Çĕмĕрле районĕнчи Егоркино ялĕнчи концерт вăхăтĕнче, куракансен умне тухнă хыççăн пĕр хĕрарăм сцена хыçне хăпарчĕ те аттепе пĕрле вĕренни, вăл купăс ăста каланине пĕлни çинчен систерчĕ. "Ахăртнех, эсĕ те пултаратăн, кала-ха, тархасшăн. Питĕ итлес килет”, - терĕ. Ыйтнине пурнăçлама тиврĕ. Халĕ хулара кăна мар, ялсенче те купăс-баян тăсма пĕлекен сайра. Çавăнпа-ши - халăх иртнĕ çулсене аса илесшĕн.
3-мĕш курсра вĕренекенскер чăваш халăх юрри-такмакĕ тарăн шухăшлинчен те тĕлĕнет.
- Вĕсене тăнлатăн та пурнăçа яр уççăн куратăн, кашни çаврăмĕнче - уйрăм пĕтĕмлетÿ, чăнлăх. Çакă мар-и халăх ăсталăхĕ, пуянлăхĕ? - кĕлеткинче чăваш юнĕ чупнăшăн мăнаçланса пуплерĕ вăл. - Çынсемпе калаçма юрататăп. Концерт умĕн зала анатăп та пухăннисене юрлаттаратăп. Пирĕн, сцена çине тухакансен, çамрăккине те, вăтам çултине те, аслă ăрурине те кăсăклантарма пĕлмелле. Халĕ чылай чухне шоу-программа ертÿçисем халăха ясар шÿтсем каласа култарасшăн, анчах вĕсем темшĕн залра ачасем пуррине шута илмеççĕ. Çав шÿтсенех чăвашларах, сăпайлăрах юптарса кăтартма пулать вĕт.
Çамрăк юрăç ăсталăхне малашне те туптасшăн. Репертуарне хăй çырнă, хăй кĕвĕленĕ юрăсемпе пуянлатасшăн. Вăл кăна-и? Пĕтĕм чăвашсен "Кĕмĕл сасă” фестивальне хутшăнасшăн, халăх кăмăлне шухăша путаракан юрăсемпе çавăрасшăн.
- Пĕр çулхине аппа "Муркаш пики” конкурса хутшăнчĕ. Йĕрке тăрăх мĕнле те пулин постановка лартмаллаччĕ. Константин Ивановăн "Нарспи” поэмин сыпăкне кăтартма шухăшларăмăр. Эпĕ - Сетнер, вăл вара Нарспи пулчĕ. Сцена çине тухсанах зал шавлатчĕ, кăштахранах шăпланчĕ. Уйрăлу самантне уçса панă вăхăтра куçăмран çутă тумламсем шăрçаланса анчĕç. Куракансен чунне юрланипе, ташланипе кăна витереймĕн, пит-куçа та тĕрĕс вылятмалла, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ çамрăк мусăкçă.
Каччă спортпа тусли çирĕп кĕлеткинченех курăнать. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл футболла выляма хапăлланă, çамрăк армеецсен "Зарница” вăййисене хутшăннă, йывăр атлетикăпа кăсăкланнă.
- Пĕр вăхăтра профессионал боксер пуласси çинчен шухăшлаттăм. Район центрĕнчи секцие те çырăнасшăнччĕ, анчах юрра-кĕвве ытларах юратни спорта кайма май памарĕ. Халĕ ÿт-пĕве хам çине пăхма кăмăллă пултăр тесе пиçĕхтеретĕп, - ăнлантарчĕ Николай Ключников.

Дмитрий МОИСЕЕВ "Самраксен хасаче"


Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 610 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:13:22
Шырав
Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!