Эрнекун, 19.04.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Чăвашла сочиненисене интернетра сутăн илмелле тумалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 205
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 4 » «Хавал» йăлăм енне чĕнет!
«Хавал» йăлăм енне чĕнет!
10:18
Паян Йăлăм енче (Атăлăн леш енче) «Хавал» лагерь ĕçлеме пуçлĕ. Çак шăрăхра мĕн тума каяççĕ тетĕр-и? Шыва кĕме кăна мар... Çамрăксем чăваш чĕлхи вĕренесшĕн çунаççĕ! Утăн 4-мĕшĕнче лагерь хăй ĕçне пуçлать те 11-мĕшĕнче вĕçлет.
Кашни япала ятран пуçланать теççĕ — чăваш тĕнчипе тачăрах паллашма чăашла ят лайăхрах пулăшĕ! Бейджик çинче чăвашла ят курсан — пĕлĕр, вĕсене хутшăнакансем хăйсене валли кунтах суйлаççĕ те çак пĕчĕк хут татки çине çырса хураççĕ. Хăвăра валли суйлама ан манăр. Халь ĕлĕкхи мар вĕт — чăвашла ят списокне тетелте чылай вырăнта тупма май пур.
Ку çуллахи лагерĕн тĕп тĕллевĕ — çӳлсеренхи тĕлпулусен йăлине çирĕплетесси. Вăл тĕлпулусенче чăвашла пĕлменнисем чĕлхене ăса хывĕç (чăвашла калаçакансен хушшине лекни лагере йĕрекелекенсен шучĕпе вĕренӳре самай пулăшу парĕ), чăваш культурипе, ун исторрийĕпе тачăрах паллашĕç. Лагерьте кашни кун çавра сĕтелсем, тренингсем, лекцисем иртĕç. Çĕнĕ тус-юлташ та тупăнасса шантараççĕ лагерь йĕркелӳçисем.
Эсир çакнашкал лекцисем итлеме пултаратăр (малтанхи планпа): «Хусан ханлăхĕн историйĕ» (Тухватуллин Айрат Халитович), «Чăвашсен авалхи историйĕ» (Мадуров Дмитрий), «1990-мĕш çç. Чăваш Енре наци туйăмĕ çĕкленни» (Лукьянов Николай Егорович), «Нацисен çĕкленĕвĕн Европа опычĕ» (Савельев Александр), «Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ» (Мадуров Дмитрий), «Тăваш тумĕ» (Иванов-Орков Геннадий), «Чăваш тĕнче курăмĕ» (Мадуров Дмитрий) тата ыттисем.
Лагере хутшăнас тесен 1550 тенкĕ тӳлемелле (астăватăр пулĕ, маларах тӳлесен — йӳнĕрехччĕ). Пĕр кунлăха çеç килсе каяс тесен — пĕр кунлăх хакĕ 200 тенкĕ. Ку хаксем шутне оргвзнос, апатлану, футболка, хутшăнакан пакачĕ кĕрет. Пĕр кунлăха килекенсен хутшăнакан пакечĕпе футболкăна уйрăммăн тӳлесе илме тивĕ: пакечĕ (бейдж, хутшăнакан папки) 100 тенкĕ, футболки — 250 тенкĕ.
Лагере 333, 204 автобуссемпе, паромпа çитме пулать. Ятарлă автобус та пулĕ — чукун çул вокзалĕнчен 10 сехет çурăра тапранĕ. Машинлисем хăйсен транспорчĕпе çитме пултараççĕ — тĕплĕнрех кунта.

Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 626 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:19:22
Шырав
Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!