Эрнекун, 29.03.2024
Чăваш ачисем валли                                       
еню
Пайри категорисем
Чат
Ыйтăм
Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и? Мĕншĕн?
Пурĕ миçе хурав: 128
Баннерсем

null

null

null

Чăваш наци телевиденийĕ

Мультфильмсем
  
Статистика


Халĕ кунта: 1
Хăна 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 18 » Леонид Агаков çуралнăранпа 100 çул çитрĕ ("Тантăш")
Леонид Агаков çуралнăранпа 100 çул çитрĕ ("Тантăш")
21:13
Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков çуралнăранпа ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çавна май ăна çывăх пĕлнĕ çынсенчен пĕринпе Иван Вашки çыравçăпа, артистпа курса калаçрăм. Ман ыйтусене хаваспах хуравларĕ вăл. 
– Иван Никифорович, хăçантанпа пĕлнĕ Эсир Леонид Агакова?
– Агакова эпĕ 1930 çултанпах лайăх пĕлнĕ. Унпа паллашасси ак мĕнле пулнăччĕ. Пирĕн яла 1928 çулта Василий Алакер пынăччĕ. Çавăн хыççăн унпа çыру çÿретме пуçларăм. 1930 çулта Шупашкара хам сăвăсене кăтартма килтĕм. Ун чухне Василий Алакер Кадыков урамĕнчи пĕр хутлă çуртра пурăнатчĕ. Çуртăн пĕр енне Ваçанкка хăй кил-йышĕпе, теприне Агаковпа Алакер йышăннăччĕ. Алакер авланман-ха. Агаковăн вара мăшăрĕ пулнă. Ираида Петрова çыравçă. Кайран вĕсем темшĕн-çке уйрăлнă. Кунти пĕр пÿлĕм Алакерăнччĕ, тепри – Агаковпа Петровăн. Эп пынă чухне хваттерĕнче Агаковпа Алакер иккĕшĕ кăначчĕ. Тем çинчен калаçса ларатчĕç.
– Вашки çитрĕ, сăвăсем илсе килнĕ-ха вăл. Ку – Агаков, "Хатĕр пул” журнал кăлараканни. Сан сăввусене пичетлеме пултарать. Парса хăвар, – паллаштарчĕ пире Алакер.
– "Çамрăк хресчен” хаçатра сăвву тухнăччĕ мар-и-ха пĕлтĕр? – пичетре чи малтан тухнă "Хурçă кайăк” сăввăма ас тăвать-мĕн Агаков. – Пĕлетĕп, пĕлетĕп. Юрĕ, пăхса тухăпăр, – сăмахларĕ Леонид Яковлевич.
Часах "Хатĕр пул” журналта манăн икĕ сăвă çапăнса та тухрĕ.

1932 çулта Шупашкарта театр техникумĕнче вĕренме пуçларăм. Агаковпа хăйĕнпе, унăн пултарулăхĕпе тата çывăхрах паллашрăм. Питĕ хастарччĕ вăл. Республикăри театрсен аталанăвне асăрхасах тăратчĕ. Спектакльсемпе концертсене хакласа çырнă статйисем хаçат-журналта тăтăш тухатчĕç. Тăван театр ÿнерĕнчи пур хыпара та халăх ăна вуласа, вăл тухса калаçнине итлесе пĕлнĕ.
Мускавра театр институтĕнче театроведа вĕренетчĕ. Пĕрре каникула килсен çĕр-шывăн тĕп хулине Чулхула урлă кайма шут тытнă. Мана Александр Каттай, Леонид Пушкай тусăмсемпе пĕр-ле хăйне ăсатса яма ыйтрĕ. Виçсĕмĕр пĕрле пурăнаттăмăр общежитире, унта кĕчĕ. Çавăн чухне манăн "Шурă хурăн” поэмăн ал çырăвне редакцире Алакер патĕнче курнине, кĕçех ăна пичете ярассине систерчĕ. Ăсатрăмăр Агакова, пăрахутпа ларса кайрĕ.
Темиçе уйăхран пире театр историне вĕрентме пуçларĕ. Практикăра пулнă пулмалла ун чухне. Эпир ĕнтĕ пурнăç тути-масине самаях курнă студентсем. Вĕреннĕ хушăрах тин çеç йĕркеленĕ ача-пăча театрĕнче вылятпăр, унта штатра шутланатпăр. Апла пулин те, пирĕн пĕлÿ, хăнăху çителĕксĕр-ха. Пирĕн ăсталăха ÿстерес тесе Агаков вăхăтне шеллеместчĕ. Занятисем хыççăн та тĕрлĕ калаçу ирттерет, репетицисене пăхать.
Пирĕн театрпа вăл питĕ туслăччĕ. Çавăн чухне Михаил Нямань "Ешĕл вăй” пьеса çырчĕ. Театра илсе пычĕ. Пьесăна вуланă чухне Агаков та пулчĕ. Хăшĕ-пĕри тиркеме пăхрĕ. Леонид Яковлевич ĕнентерÿллĕ сăмахпа пĕтĕмпех çапса хуçрĕ çавсене. "Мĕн тăватăр эсир, мĕн тума тиркетĕр; Ку пирĕн театр валли чăваш авторĕ çырнă 1-мĕш пьеса вĕт. Лайăх, мана килĕшрĕ. Лартас пулать ăна”, – терĕ. Агаков çине тăнипе "Ешĕл вăй” пьесăна репертуара кĕртрĕç. Спектакль лартрăмăр, ялсене тухса çÿреме пикентĕмĕр. Халăх ăна лайăх йышăнчĕ. Пьесăра ялти ачасем Тимур команди йĕркелесе яни çинчен çырнăччĕ. Ашкăнчăк ача-пăча сăнарĕ те пурччĕ унта. Вĕсем хăйсен çитменлĕхĕсене туйса илсе тÿрĕ çул çине тăни çинчен калани те самаяхчĕ. Агаков сăмахĕсем тÿрре тухрĕç. Няманьăн "Ешĕл вăй” пьесипе лартнă спектакле куракан йышлăн çÿретчĕ. Ялти ачасем каçса кайса юрататчĕç ăна.
Агаков хăй те пирĕн театр валли "Ултав” ятлă пьеса çырчĕ. Ку пьеса тĕне хирĕç пулчĕ. Ăна пĕр сăмахсăрах лартрăмăр. Çавăн хыççăн пирĕн театр хăйне кăтартма Мускаври ĕçтешĕсем патне кайрĕ. Тĕп хулара "Коммунар” ятлă чăваш хаçачĕ пурччĕ. Ун редакторĕ Молостовкин пире чи малтан йышăнчĕ. Мана хамăр театр çинчен чăвашла статья çырма хушрĕ. Ыйтнине пур-нăçларăм. Пĕр страница йышăнакан статья "Коммунарта” тухрĕ, артистсен сăн ÿкерчĕкĕпе. Унта эпĕ Агаковăн "Ултав” пьесине питĕ ырланăччĕ.
1939 çулта "Çамрăк большевик” хаçатра ĕçлеме пуçларăм. Финн вăрçи пыратчĕ. Агаков çартан таврăнчĕ. Аманнăскер. Аркадий Ĕçхĕлпе иксĕ-мĕр унпа тĕл пулса калаçрăмăр. "Агаков "Пĕрре, çуркунне...” повесть çырнă, лайăх повесть”, – пĕлтерчĕ Аркадий Александрович. Агаков хăй кун пирки ним те шарламарĕ. Повеçĕ "Сунтал” журналта тухрĕ. Тарăн шухăшлă хайлава вулакан хапăлларĕ.
1940 çулта Мускава театр студине вĕренме кайрăм. Агаковпа иксĕмĕр хушăмăрти çыхăну пĕтрĕ. Вăхăтлăха.
– Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç иксĕр тĕрлĕ фронтра, тĕрлĕ çĕрте çапăçнă. Пĕр-пĕрне курса калаçасси пирки сăмах та пулма пултарайман. Вăрçă хыççăн Агаковпа пирвайхи хут ăçта тĕл пултăр?
– Шупашкара 1945 çулхи кĕркунне таврăнтăм. Театрта Петр Осиповăн "Тăван çĕр-шывра” пьесине лартатчĕç. Курма кайрăм. Çавăнта вăрçă хыççăн пуçласа Агакова куртăм.
– Кама куратăп, – савăнчĕ вăл. – "Ялав” журнал уçатпăр. "Сунтал” вырăнне пулать вăл. Пыр-ха çавăнта. Унта секретарь кирлĕ пулать. Атя, урăх манпа эс ан та калаç. Эсĕ секретарь пулатăн, – терĕ татăклăн Агаков.
Январьтен çавăнта пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Ун чухне вăл Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕччĕ. Çав хушăрах "Ялава” та хăй редакцилетчĕ. Номерсене иксĕмĕр кăна хатĕр-леттĕмĕр. Пĕрех вăхăтра ĕлкĕреттĕмĕр.
Кĕçех "Салют хыççăн” пьеса çырса пĕтертĕм. Агакова чи малтан вуласа кăтартрăм. "Э-э-э, ку пьесăна "Ялавра” пичетлес”, – хăй кăмăлне палăртрĕ вăл. Çак хыпар Чăваш театрĕн режиссерĕн Леонид Родионовăн хăлхине кĕнĕ. "Малтан театрта лартмалла”, – вăрçрĕ вăл, ал çырăва илсе кайнă май. Тепле майпа тупнă ман пьесăна Агаков. 1946 çулхи иккĕмĕшпе виççĕмĕш номерсенче кăларчĕ ăна. Редакцие каллех Родионов çитрĕ. "Эпир пьесăна лартма шутланă вĕт. Пичетлесессĕн спектакле куракан та пулмасть”, – пăскăртать режиссер. Тухнă пĕр экземплярне илсе кайрĕ. Спектакле хатĕрлесе çитер-сессĕн июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче кăмăлĕ çаврăннă режиссер премьерăна йышăнма йыхравларĕ. Сÿтсе явма пынисен хушшинче Леонид Агаков, Петр Осипов – йышăну комиссийĕн председателĕ, эпĕ паллакан Чепухов тата тепĕр 2-3 çын пурччĕ. Йышăну комиссийĕ парти обкомĕнчи пропаганда пайĕн пуçлăхĕ Александр Вишняков тухса калаçнинчен пуçланчĕ. Хурлать те хурлать хайхискер: "Янушин офицер – япăх сăнар. Кун пек офицер Хĕрлĕ Çарта пулман, пулма та пултарайман. Ку сăнара каплах яма юрамасть”. Агаков сăмах илчĕ: "Ун пек офицерсене эп хам пит лайăх курнă, пĕлетĕп. Питĕ тĕрĕс çырнă”. Йышăну комиссийĕн председателĕ Осипов та Агаков майлах каларĕ: "Вашки конфликт тума питĕ ăста. Унран вăйлă драматург пулать. Çавна кĕтмелле”. Яваплă вырăнта ĕçлекен Чепухов та пьеса лайăххине палăртрĕ. Урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕç, спектакле йышăнчĕç.
Пурнăç улшăнсах тăрать.
Тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕм, вĕрентĕм. Журналистика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Агаковпа пĕрле редакцире тепре ĕçлеме тÿр килчĕ. Хальхинче "Тăван Атăл” журнала кăларма шаннă пире. Агаков – редактор, эпĕ – яваплă секретарь. Каллех вăл ĕçе тĕплĕ тунине хам куçпа курса ĕнентĕм. Вăл кăларнă номерсем ытти редакторсеннипе танлаштарсассăн пур енĕпе те малтаччĕ. Шухăшĕпе те, илем-лĕхĕпе те çÿллĕ шайраччĕ ун вăхăтĕнчи номерсем. Вăйлă йĕркелÿçĕччĕ. Ÿнерçĕсене пуçтарса редакцие мĕнле-мĕнле ÿкерчĕк кирлине ăнлантаратчĕ, ĕçлеме хавхалантаратчĕ. Çапла канашлани, пĕр-пĕрне ăнланни журнал пахалăхне самаях ÿстеретчĕ.
Çакă та аса килет. Эпĕ Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература пайĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл хăй кĕнекисене мана кăна редакцилеме паратчĕ. Урăх никама та мар.
– Агаков питĕ ĕçчен пулнă. Нумай кĕнеке кăларнă, хăй çырнисене те, куçарнисене те.
– Ун пек хастар писатель çук-ха Чăвашра. Пулман та.
– Чăвашсен пĕрремĕш театровечĕ те вăлах мар-и-ха? Аслă пĕлÿ илнĕскер тата ку енĕпе.
– Çапла, театр ыйтăвĕсемпе унран малтан никам та çырман. Каярахпа Романова чăваш театрĕ утса тухнă çула тĕрĕс хак пама тытăнчĕ.
– Пĕр-пĕринпе хирĕçни, ăнланманни пулнă-и?
– Агаковпа иксĕмĕр нихăçан та хирĕçмен. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕ эпир. Вăл мана яланах хÿтĕлетчĕ. Агакова эпĕ ырăпа кăна аса илетĕп.

Иван Вашкипе К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн наука аслă сотрудникĕ Галина ЕЛИВАНОВА калаçнă.
Çыпăçтарнисем:
Миçе хут пăхнă: 789 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Манăн профиль
Гость

Пĕлтернисем:

Ушкăн:
Хăнасем
Вăхăт:09:08
Шырав
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Çырнисен архивĕ
Сайт тусĕсем

null

Сайт Телей

Copyright MyCorp © 2024
Сделать бесплатный сайт с uCoz | Раскрутка сайта, Оптимизация сайта, Продвижение сайта, Реклама!